Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗкҫеҫ кантӑкран ӳкекен вӑйсӑр ҫутӑра эпӗ бургомистр арӑмӗн пӗркеленчӗк питне куртӑм.При слабом свете, падавшем из крошечного окошка, я увидал морщинистое лицо вдовы бургомистра.
XV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Тӳперен ӳкекен имшер ҫутӑра чӳречен пӗчӗкрех те авӑнчӑк кантӑкӗ кӑваккӑн курӑнать.Небольшие, немного выгнутые стекла окошка тускло синели при слабом свете, падавшем с ночного неба.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ну, эпир те аптраса ӳкекен йышшиех мар!»
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аяккарах, вут ҫути сахалтарах ӳкекен ҫӗрелле пӑхрӑм.
Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.
Сӳнме пуҫланӑ кӑвайтӑн аялтан ӳкекен тикӗс мар ҫути пит-куҫне шупкарах хӗрлӗ сӑн кӳрсе чиперлетет, шӑлӗсемпе пуҫа ҫыхнӑ тутӑрӗн чӗнтӗрӗ куҫа шартармалла шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Темле вӑл пӗтӗмпе тӳрленсе тӑчӗ, тата ҫӳлӗреххӗн курӑнчӗ, аллисене те вӑйлӑрах саркалама тытӑнчӗ, аллинчен ӳкекен акӑш-макӑш пысӑк мӗлкесем кӳршӗри йывӑҫсем ҫинче сиккелесе тӑраҫҫӗ.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хӑй вӑл пирӗн пуҫ ҫийӗн таҫта инҫетелле пӑхать, унӑн йӑлтах улшӑнса пӑхакан куҫӗсенче вутран ӳкекен хӗрлӗ хӗм выляса тӑрать, ҫав хӗлхемех унӑн куҫлӑх кӗленчи ҫинче те выляса тӑрать.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ӑна кӗркуннепе ахаль те пурте аса илтерсе тӑрать: ӳкекен ҫулҫӑ та, кӑвак тӳпере кӑнтӑралла вӗҫсе каякан хуркайӑк картисем те, сарӑхса ҫӗр ҫумне выртнӑ курак та…
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрла тӗлӗнче тин, пӗлӗт тӳпинчен тӳрӗ ӳкекен хӗвел пайӑркисем тӳсме ҫук пӗҫертме пуҫласан, вӑл тип варта чарӑнса тӑчӗ, йӗнерне хывса, лашине ҫерем ҫине ячӗ, хайне валли сулхӑн вырӑн тупса, мӗн шӑрӑх тамаличченех ӳпне тӑсӑлса выртрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Алексей Макарович сухалӗ ӳссе кайнӑ янахне хыпашласа пӑхрӗ те (сухалӗнче кӑвакарнӑ ҫӳҫ пӗрчисем хӗрлисене йӑлтах хупласа илнӗ темелле), сӗтел лампи умӗнче выртакан пӗчӗк ҫаврака тӗкӗр ҫинчен стена ҫине ӳкекен ҫутӑ унӑн куҫӗсене тытса чарнӑ пек, стена ҫине тинкерчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, Ксени халӑх хушшинчен Васенӑн хаваслӑ сассине хирӗҫ чӗнсе кӑшкӑрнине илтсен, юпа пек хытса тӑчӗ, вакун картлашки ҫинчен аннӑ чухне йӳнесӗр ярса пусрӗ, сӑмси ҫинчен шуса ӳкекен куҫлӑхне аран-аран ярса тытрӗ, тӳрленсен, Васенӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан аппӑшне турткаланине курчӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Крыльца ҫине чӳречерен чалӑшшӑн ӳкекен ҫутӑ ун шуранкӑ, гипс маскӑ пек хытса ларнӑ питне палламалла мар кӑтартрӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗтӗ тусан пек ӳкекен ҫумӑр тӗтри витӗр кирпӗч завочӗн мӑрйи палӑрма пуҫларӗ, йывӑҫран тунӑ пушар каланчи сӑрӑ кӑмпа пек ӳссе ларчӗ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑшӑра, картишсенчи хӗвел ӳкекен хӳмесем енче, вӑкӑрсем ҫатан ҫумӗнче хыҫкаланса тӑраҫҫӗ.На сугреве, на солнечной стороне базов, терлись о плетни быки.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ыйхӑран вӑрансан, хальхинче те вӑл, малтанхи пекех, Аннӑн хӑй ҫине тӗмсӗлсе пӑхакан пӑлханчӑк куҫӗсене, унтан вара вӑйсӑррӑн мӗлтлетсе чӗтренекен лампа ҫутине, краҫҫын лампинчен сӑрламан мачча ҫине пайӑркаланса ӳкекен сарӑрах шурӑ ункӑна асӑрхарӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пит-куҫне, хура ҫӑварне сулӑмлӑн ана-ана ӳкекен хӗҫсем ҫурса пӗтернӗ пулин те, вӑл ҫаплах, хӑраса кайнипе тата ыратнипе, ҫинҫе сасӑллӑн ҫихӗрешсе выртрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сайра хутра вӗлтӗртетсе ӳкекен юр пӗрчисем тӗксӗм кӑвак тӳпене вӑйсӑр та ачаш ҫутӑпа хупланӑ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Гидростанци ҫурчӗ умӗнче, ӳкекен шыв кӗрлесе тӑнӑ ҫӗрте, митинг иртрӗ.Митинг состоялся перед зданием гидростанции, под непривычный шум падающей воды.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав вӑхӑтра электростанци патӗнчи аслӑ ҫерем ҫинче ытла та шавлӑ пулнӑ, мӗн чухлӗ халӑх, машина, лаша, тачанка, ҫӑмӑл урапасем унта, кун чухлӗ чи пысӑк ярмаркӑна та нихҫан та пухӑнман; Кубань тӑрӑх тӗрлӗ калаҫу, шӳт туни, кулӑ, ача-пӑча ҫухрашни янӑраса тӑрать, ун пеккине туйра та курас ҫук, — пур ҫӗрте те юрӑ шӑратнӑ, купӑс ӑстисем ҫав тери тӑрӑшса, пӳрнисене пикенсех купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх чуптарнӑ — вӗсем пӑрӑхран ӳкекен шыв шавне те хупланӑ, ҫерем талккӑшпех ялавсем вӗлкӗшнӗ, хӗрарӑм тутӑрӗсем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ кубанкӑсем, — чечек ҫыххисем, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери ула та шавлӑ пулнӑ; мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем, хӗпӗртесе кулнисем, алӑ тытнисем, савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан куҫсем, — пурнӑҫри сӑрсемпе чи ӑста художник та ҫак ӳкерчӗке ӳкерме вӑй ҫитерес ҫук.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӳртрен ӳкекен мӗлке хапха патнелле тӑсӑлчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.