Шырав
Шырав ĕçĕ:
Салху кӑра ҫил пек кас-кассӑн Ҫитсе ытла та ахӑрсан, Иккӗленни чуна кассассӑн, Ӑшра ыр шанчӑк ҫухалсан — Имшерленет ҫын, тутӑхать, Пач сӳннӗ куҫӗпе пӑхать.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Галимджанӑн ӑшра «Вӑл чӗпписене кунта вӗҫме вӗрентмешкӗн илсе килмен, ҫынсем ӗҫленине кӑтартма илсе килнӗ» текен шухӑш ҫуралать, анчах ӑна юлташне каламасть, шӑлаварӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана шаккакаласа, ура ҫине тӑрать.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей чӑтаймарӗ, ӑшра темле ҫӑмӑллӑх туйса илсе, кӑпӑр-капӑр йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫавӑнтах ӑшра ку шухӑша сирсе ячӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑшра вӑл ашшӗне вӑрҫса та илчӗ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑшра вара пачах тепӗр тӗрлӗ шутларӗ:
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кабир ӑшра кулса илчӗ — кур-ха эсӗ ӑна, хӑйне счетовод пулма сӗннине мӑшкӑллани вырӑнне хурать!
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Юрӗ-ҫке кӑҫаллӑха алӑпа та пырӗ», — тет ӑшра Сехре, хӑй, участок хӗрне тухнӑ май, ун тепӗр вӗҫнелле пӑхать.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӑх хавхаланса ӗҫленине курса килнӗрен тата хӑй те ыттисемпе тан алла кӗреҫе тытса ӗҫленӗрен пулас, ӑшра ӗнерхи тулашу ҫук ӗнтӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл кунта ним пӗлмесӗр кӗмен, малтан хӑй паллакан ҫынпа, темиҫе ҫул каялла вӗсем патне пырса кайнӑскерпе, калаҫса пӑхнӑ Левентей начальник ҫине тарӑхса ларчӗ, унӑн ӑшра ҫак ҫап-ҫутӑ куҫлӑ ҫиелтен тирпейлӗ пек туйӑнакан ҫынна хирӗҫле туйӑм ҫӗкленчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Ак тӗнче курса килчӗ те, епле хӑюллӑн юмахлать. Вӑрҫа кайиччен манпа хирӗҫ тӑрса калаҫма та пултараймастчӗ», — терӗ вӑл ӑшра.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл ӑшра ывӑлне ӳпкелесе те илет, анчах куҫкӗретӗн калама хӑяймасть: вӑхӑчӗ ҫавӑн пек-ҫке, пурте тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлеҫҫӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Ку интереслӑ, — шухӑшларӗ Ятман ӑшра, — кала, кала, итлетпӗр».
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман ӑна куншӑн ӑшра мухтарӗ ҫеҫ, мӗншӗн тесен унӑн пули-пулми ҫинчен юмах итлеме пӗрре те кӑмӑл ҫукчӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Турткалашса тӑма аван мар ӗнтӗ, ҫапах та йывӑр ӗҫ тиеҫҫӗ ман ҫине, — терӗ вӑл ӑшра.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑшра вара хӗпӗртесе ҫапла каларӗ:
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрсасем тӗрмере мар ӗнтӗ, ирӗкре, вӗсем килелле ҫул тытаҫҫӗ, ҫапах та ӑшра канӑҫ ҫук.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑшра хӑй кӳренсе илчӗ: ҫапах та вырӑнсӑр сӑмах персе ячӗ вӗҫкӗн Бельский!
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай ӑшра кӑшт хӗпӗртесе те илчӗ.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эсир текех туйӑмсене ӑшра тытаймастӑр.
3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ