Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ӑсӗ ҫитменни хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хурлать; ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын шарламасть.12. Скудоумный высказывает презрение к ближнему своему; но разумный человек молчит.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӳрӗ ҫын чӗлхи нумайӑшне сыхӑ усрать, ухмаххисем вара ӑсӗ ҫитменнипе пӗтеҫҫӗ.21. Уста праведного пасут многих, а глупые умирают от недостатка разума.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм: 7. акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм, 8. урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ, 9. каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет: 33. патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл, 35. унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.