Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗпе (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Никитин ӑнлантарма пуҫланӑ, хӗлле улпут ҫӗрӗпе иртсе пынӑ чух, вӑл ҫӗрме пуҫланӑ тырӑ кӗлти тупнӑ.

Принялся Никитин объяснять, что зимой, проходя по барскому полю, нашел он подгнивший сноп хлеба.

Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Олегӑн аслашшӗне те асламӑшӗ хӗрес хурсах ӑсатнӑ, ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр кӗтсе пурӑннӑ.

И дедушку Олега бабушка провожала с благословением, всю ночь ждала, не смыкая глаз.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Сережа ҫӗрӗпе те ҫакӑн чухлӗ ҫывӑрман, — вӑл кача пӳрни вӗҫне кӑтартрӗ.

Сережа всю ночь вот и столечки не спал, — Ирина показала на мизинец.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм, текех шухӑшларӑм: епле ӑнланмалла ку Нарыжнӑя, колхозшӑн вӑл ҫапла хыпса ҫуннине ниепле те ӑнланса илме ҫук.

Всю ночь не спала, все думала: как же мне понимать Нарыжного и почему он так непонятно для меня печалится о колхозе?

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ҫӗрӗпе те ҫывӑраймарӗ: лашисене тӑрантарчӗ, вӗсене сӗлӗ ытларах пачӗ, ураписене сӗрчӗ, сӳсмен пӑявӗсене пӑхкаласа юсарӗ, лашасем валли сӗлӗ тултарчӗ, хӑй валли те, Сергей валли те апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хучӗ.

Он всю ночь не спал: то кормил лошадей, подсыпав им лишнюю порцию овса, то мазал колеса, то чинил сбрую, то укладывал овес для лошадей и харчи для себя и своего пассажира.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑл манифестра сире ирӗклӗх тата патшалӑхпа хуҫасен ҫӗрӗпе вӑрманӗсене, юханшывӗсене, пуллине, улӑх-ҫаранне, утине паратӑп, тесе ҫырнӑ.

— А в том манифесте: жалую вам волю-свободу, а также всю государственную и господскую землю с лесами, реками, рыбой, угодьями, травами.

Патша паллисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Йӗри-таврари пур япаласем те уҫҫӑн, хӑйсен виҫинчен пысӑкланса курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ирттернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пек пулать вӑл.

Все предметы вокруг были отчетливы и преувеличенно реальны, — так бывает, когда не спишь всю ночь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вагонта ҫӗрӗпе ҫывӑрмарӑмӑр.

— Всею ночь в вагоне не спал.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ашшӗ патӗнче «халӑхран уйрӑм хохол» пек пурӑнать: ӑна шавах Григорий хӑй патне таврӑнассӑн туйӑнать, ӑс-хакӑлӗ уррӑн пӑшӑлтатса каланине итлемесӗр, пӗтӗм чун-чӗререн кӗтет; ҫӗрӗпе ӑша ҫунтаракан тунсӑх пуснипе асапланать вӑл, кӗтмен ҫӗртенех тивӗҫсӗр таптаса тӑкса кӳрентерни унӑн чӗрине шӗкӗлчет.

Наталья жила у отца, «как хохол на отживе»: ей все казалось, что Григорий вернется к ней, сердцем ждала, не вслушиваясь в трезвый нашепот разума; исходила ночами в жгучей тоске, крушилась, растоптанная нежданной, незаслуженной обидой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн казак пай ҫӗрӗпе сутӑн илнӗ ҫӗр ҫинче табунсем тытнӑ, ҫын аллипе тырӑ акнӑ, хӗллепе кӗркунне акар-йытӑсемпе сунара ҫӳренӗ тата, хушӑран, шурӑ пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, эрни-эрнипе ӗҫсе пурӑннӑ.

Держал на своей казачьей паевой и купленной земле табуны, сеял — чужими руками — хлеб, зимой и осенью охотился с борзыми, изредка, запираясь в белом зале, пил неделями.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евсей ҫывӑрма кунта юлчӗ, ҫӗрӗпе тенӗ пекех Хохлаков вӗрентсе каланине хирӗҫ чӗнмесӗр, час-часах ассӑн сывласа итлерӗ, шухӑшпа хӑйне вӗрентекене вӑрҫрӗ…

Евсей остался ночевать и почти всю ночь слушал увещевания и наставления Хохлакова, слушал молча, часто тяжело вздыхал и мысленно ругал своего наставителя…

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— «Сана мӗн, — шухӑшлатчӗ ҫеҫ мар, сӑмахпах калатчӗ вӑл, — эпӗ вара ача пирки ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм».

— «Тебе хорошо, — не только думала, но и говорила она, — а я всю ночь не спала с ребенком».

XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

«Сана пит-куҫа ейсе пӑрахма аван, — ун пирки шухӑшлаттӑм эпӗ, — харкаша-харкаша ҫӗрӗпе тертлентертӗн. Манӑн вара ларура пулмалла».

«Тебе хорошо гримасничать, — думал я на нее, — а ты вот меня промучала сценами всю ночь, а мне заседанье».

XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫӗрӗпе тенӗ пекех уларӗ вӑл.

Она кричала почти всю ночь.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Вут-ҫулӑм системине пӗлсерех тӑвасчӗ, ҫапӑҫу пуҫланиччен ӑна тӑшмантан пытарса тӑрасчӗ тесе, ҫӗрӗпе тӑрмашрӑмӑр, а вӗсем ӑна — кӑтартса пачӗҫ!

— Мы всю ночь старались, чтобы огнестрельную систему сделать незаметной, чтобы скрыть ее от врага до начала боя, а они ее раскрыли!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Боецсем пӗлнӗ те — ҫывӑрмарӗҫ, пӑлханаҫҫӗ, ҫӗрӗпе ял тӑрах сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗҫ.

Бойцы узнали об этом — не спят, волнуются, бродят по деревне.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лопазик тӑватӑп та ҫӗрӗпе ларатӑп, хураллатӑп.

Лопазик сделаю и сижу ночь, караулю.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Куҫ хупанкисем, ҫӗрӗпе ҫывӑрманнине пула, хӗрелсе тухнӑ та тӑртаннӑ.

Веки глаз от бессонной ночи у него покраснели и набрякли.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ ҫӗрӗпе те чӑлӑм куҫ хупаймарӑм.

Всю ночь я не мог уснуть.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫӗрӗпе те кунӗпе ҫумӑр ҫурӗ, кассӑн-кассӑн килекен вӑйлӑ ҫил вӗрсе тӑчӗ.

Всю ночь и весь день шел дождь и дул сильный порывистый ветер.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed