Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн the word is in our database.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) more information about the word form can be found here.
Самант! — телейлӗ Таня пӗчӗк аллине ун хул пуҫҫийӗ ҫине хурать те, ҫӑмӑллӑн ярӑнса вӗҫсе, платье аркине лӗпӗш ҫунатти пек варкӑштарса, ташлакансем хушшине кӗрсе каять.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл тарантас ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ те, пирӗн пата пырса, тахҫанах паллакан ҫынсене курнӑ пек, алӑ парса сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Илемлӗн тӑсӑлса, ҫӑмӑллӑн чупса ансӑр та кукӑр-макӑр ҫулпа вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тухса кайрӑн та, ҫӑмӑллӑн хаштах! сывласа ятӑм.

Help to translate

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Хӑла лаши типӗ вутӑ лавне сисмен пекех ҫӑмӑллӑн туртать, пуҫне уха-уха утать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Пӗр хушӑ пурте ҫӑмӑллӑн сывласа яраҫҫӗ.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

— Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр! — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ Ҫтаппан.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳшек пусӑрӑнса ҫитсен, ҫирӗп вырӑна ларнине туйрӗ те: — А-а… — хашлатрӗ ҫӑмӑллӑн.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ывӑҫ тупанне йӗпетсе, кӗсменӗсене ҫирӗпрех ярса тытрӗ те, киммӗ ҫӑмӑллӑн малалла ывтӑнтарса, юлташӗсем хыҫҫӑн юрласа ячӗ…

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑмӑллӑн сывларӗ Ваҫли.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урампа таса та уҫӑ сывлӑшра, вӑл тискер кайӑк чӗринчен ҫӑлӑннӑ пек, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якуртан уйрӑлса кайри пӳрте кӗрсен, Кӗтерук ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуначӗсене сарса ҫурт тавра ҫӑмӑллӑн ярӑнса ҫаврӑнчӗ те сарай тӑррине витнӗ шӗшкӗ турачӗ ҫине пырса ларчӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштах канма ӗлкӗрнӗ лаша ҫӑмӑллӑн чупса кайсан, тӗпчеме тытӑнчӗ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм телей патӑрччӗ, — кӑштах ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ Ҫтаппан.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑрантас ҫинчен вӑл паҫӑрхи пекех ҫӑмӑллӑн анса тӑчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑр ҫеҫ сывӑ мар тесе йынӑшса выртатчӗ, тӑрантас ҫине кушакран та ҫӑмӑллӑн хӑпарса ларчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье кӗмӗлӗсене чӑнкӑртаттарса ҫенӗкрен тухрӗ те тӑрантас ҫине ҫӑмӑллӑн хӑпарса ларчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сикнӗ чухне арӑслантан та ҫӑмӑллӑн курӑнчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed