Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) more information about the word form can be found here.
Хуҫа пасартан таврӑнасса кӗтсе, вӑл паҫӑрах пӗр ҫӗклем шыв ӑсса килнӗ, выльӑх валашкине те ҫуса тасатнӑ, аслӑк ҫинчен тип утӑ та антарса хатӗрленӗ.

Вот и сегодня Хведер, в ожидании хозяина, принес коромысло ключевой воды из оврага Кайрисирма, вымыл колоду для овса, спустил с сеновала охапку сена, положил в ясли, почистил стойло для Савраски.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй кӑна пӑхса тӗрӗслемелли урӑх нимӗн те юлманнине курса ӗненсен плитара кӑлтӑк тупрӗ те ӑна юсама хушрӗ; сарая шуратма, балкон алӑкӗн кантӑкне ҫуса тасатма, картинӑна пӗр стена ҫинчен теприн ҫине ҫӳлерех ҫакма хушрӗ.

Не видя, наконец, более, над чем присмотреть самой, она нашла неисправности в плите и приказала ее чинить; велела выбелить сарай, протереть стекла балконной двери, перенести картины с одной стены на другую и повесить их выше.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Эсӗ вырт, эпӗ савӑт-сапа ҫуса лартам.

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Балкон ҫине ҫуса ҫакнӑ кӗпе-йӗм тахҫанах типсе шултӑркаса кайнӑ, тӑлӑххӑн вӗҫкелесе тӑрать вӑл халӗ хӗвелпе тӗссӗрленнӗскер.

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӗсем вӗт пӗр-пӗрин аллине ҫуса тӑраҫҫӗ, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен пулӑшса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

— Табак тӗтӗмӗн хумӗсем пирӗн хире-хирӗҫлӗхсене ҫуса тасатаҫҫех-тӗр…

— Надеюсь, волны табачного дыма смоют наши противоречия.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ун кӑлтӑкӗсене ҫуса яма вӑхӑт иртмен-ха.

С него еще всякое смыть можно.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эрнипех ҫумӑр ҫуса тӑчӗ, унта юланутсемпе мар, ҫуран та иртме йывӑр.

Целую неделю дождь шел, там и пешком-то не всякий проберется, а не то что верхами!

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл простыне ҫурса вакларӗ, Ассунтӑн аманнӑ кӑкӑрне спиртпа ҫуса тасатрӗ те питӗ тачӑ ҫыхса хучӗ.

Он разорвал простыню, обмыл раненую грудь Ассунты спиртом и сделал плотную перевязку.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Шамполион гримне ҫуса тасатрӗ, сылтӑм бакенбардне хӑйпӑтрӗ; сулахаййине хуллен ҫеҫ Полина туртать, — бакенбард сӗвӗннӗ май тӑсӑлнӑ пит ҫӑмарти кулӑшла, уҫӑмсӑр сасӑ кӑларчӗ.

Шамполион стирал грим, сняв правую бакенбарду; левую тихонько потянула Полина, и бакенбарда отстала, при чем оттопырившаяся щека издала забавный глухой звук.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Куратӑп, сире аванах ҫуса тасатнӑ.

Вас, вижу я, хорошо выстирало.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Трюмсене паянах ҫуса уҫӑлтарӑр, — терӗ вӑл хаш сывласа, — клюзсемпе камбуза сӑрлӑр…

— Обязательно вычистить и проветрить трюмы, — сказал он, вздыхая, — покрасить клюзы и камбуз.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аян патрона кӑларчӗ, пӑшал кӗпҫине ҫуса тасатрӗ, шлюпкӑна тарӑн ҫӗре сӗтӗрсе кӗчӗ — вӑл хыпаланать; унпа пӗрле, унран пӗр ҫеккунт та юлмасӑр, хулари ҫӳлле хӗр шывра чӗр куҫҫи таран ҫӳрет.

Аян вынул патрон, промыл ствол и вывел шлюпку на глубину — он торопился; вместе с ним, ни на секунду не оставляя его, ходила по колена в воде высокая городская девушка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тем пек васкарӗҫ пулин те, ҫӗрле ҫуса кайнӑ юр ирӗлнипе ҫӗр ҫемҫелнӗ те, хытах каяймарӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тахҫантанпах путлӗн ҫӑвӑнса курманскер, Калюков сивӗнсе ӗлкӗреймен мунчара кӑҫалхи милӗкпе киленсех ҫапӑнчӗ, пӗтӗм кирӗкне ҫуса тасатрӗ, пӗчӗк чӳречене хура сатин татӑкӗпе карса, ҫиччӗллӗ лампа ҫутсах хырӑнчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗр те ҫитрӗ, пурӑнсан-пурӑнсан, пирвайхи юр та ҫуса кӑтартрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирвай суранне ҫуса тасатӑр, унтан тин ҫыхса ярӑр…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ваннӑйра ҫуса, таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтартсан, сестрасем Ваньккана уйрӑм пӳлӗме илсе кайса вырттарчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Туйӑмлӑ ҫунатӑр ҫумне сухӑр ҫыпӑҫрӗ тӗк — эсир ӑна килӗрте ҫуса тасатаятӑр…

Если к вашим чувствительным крылышкам пристала смола, вы можете отмыть ее дома…

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хушӑран ҫурҫӗр енчен тӑман килсе юр ҫуса лартнӑ, сивӗтсе пӑрахнӑ, ик-виҫӗ кунранах ӑшӑтма тытӑннӑ.

Иногда налетит с севера метель, начнется снегопад, ударят морозы, а через два-три дня наступает оттепель.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed