Шырав
Шырав ĕçĕ:
Энниок ҫурӑмӗ пӗкӗрӗлчӗ те йывӑҫ-тӗм тавра явӑнса ҫыхланнӑ ӳсен-тӑранӑн йӗплӗ тунисен ӑшне чӑмрӗ; ҫулҫӑсене чӑштӑртаттарчӗ те ҫухалчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗҫӗнчи залра, стена ҫинчи тӗкӗр ҫинче, хаҫат тытса ларакан ҫын ҫурӑмӗ курӑнса кайрӗ.В последней из них стенное зеркало отразило спину сидящего за газетой человека.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫул ҫинче тормоз площадкисем уҫӑлкаларӗҫ пулин те — вӑл унта та тӳрленсе тӑмарӗ; ҫурӑмӗ ҫав тери ыратать; юлашкинчен тинех сарлакан уйрӑлнӑ рельссен тӗлӗнчи пушӑ вырӑна тухрӗ; кунта, ҫывӑхрах, алӑксӑр пӗчӗк будка: шалта ҫурта тӗпӗ ҫунать; хуралҫӑ ҫук; кӑнттам койка тӑрринчи сентре ҫинче — сӗт кӗленчи, юнашарах пир татӑкӗпе чӗркенӗ ҫӑкӑр, шӑвӑҫ савӑтра ҫу.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсенчен пӗри, шыв курӑкӗн тымарӗсен тӗпӗнчех хускалмасӑр тӑраканскер, Фуле кӑсӑклантарсах ячӗ: ҫак пулӑ ҫурӑмӗ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать, ыттисенни пек мар — авӑнчӑк; Фуль тинкеререх пӑхрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Ҫыртан аялалла — Грэя вара ҫурӑмӗ хыҫӗнче пекех туйӑнать — хумсем лӑпкӑн пӑшӑлтатаҫҫӗ.Внизу обрыва — с впечатлением, что под самой спиной Грэя — шипел тихий прибой.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Синопа ҫӗнӗ костюм тӑхӑннӑ, ҫурӑмӗ хыҫне ӑтӑр тирӗнчен тунӑ енӗ ҫакса аслашшӗпе Москитсен пухӑвне кайнӑ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Нумай вӑхӑт хушши индеецсем йытӑсемпе ҫурӑмӗ ҫине тиесе турттармалли выльӑхсем вырӑнне усӑ курнӑ.Долгое время индейцы пользовались собаками как вьючными животными.
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑмӗсем унӑн шӑртланса тӑнӑ, йынӑшкаласа йӗрсе вӑл тискер кайӑк тирӗсенчен тунӑ выртмалли ҫӗре кӗнӗ те, тӳрех хӑйӗн ҫывӑх юлташӗ Синопа ҫумне хӗсӗннӗ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Лида пӗчӗк чухне те тап-таса та тирпейлӗ ҫӳретчӗ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ те ытти чылай хӗрачасен пек сапаланчӑк пулман ун — вӑрӑм ҫивӗтне хӗрлӗ лентӑпа ҫыхса ҫурӑмӗ хыҫнелле уртатчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Значит, аллине лаша ҫурӑмӗ ҫине хурать те, сасартӑк казака ҫӗре туртса антарать, — ҫавӑнтах унӑн шашкине туртса кӑларать…Значит — как руку-то на лошадь положил, да сразу и сдернул казака на землю, выхватил у него шашку…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑй хыҫҫӑн епле пуҫне каҫӑртса пӑрахса чупнӑ ҫынна аса илчӗ те Агриппина, ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ чупса карӗ…Вспомнила, как, закинув голову, бежал за ней человек, и холодком дернуло по спине…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Такшин хыҫран чупса пырса унӑн ҫурӑмӗ ҫинче такӑнать, усал сӑмахсемпе ятлаҫса вӑрҫать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тайӑнчӗ те аллине Гостемиловӑн чӗтрекен ҫурӑмӗ ҫине хучӗ.Наклонившись, положил руку на вздрагивающую спину Гостемилова.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл, хура сухалне каҫӑртса тытнӑскер, кӑвак картусӗн сӑмси айӗнчен Агриппинӑн йӗпе кӗпе аркийӗ ҫатлаттарса пыракан ҫара урисемпе яштака та тӗреклӗ ҫурӑмӗ ҫине ӑвӑнса пӑхса пырать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Паровоз ҫурӑмӗ ҫатӑртатса ҫурӑлса кайрӗ те, паровоз ӑшӗнчен пӗлӗт пек пӑс йӑтӑнса тухрӗ, ку вӑл — нимӗн тӑвайманне кура — чунне, пӗлӗт ҫинелле вӗҫтерсе янӑ пекех туйӑнчӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Васька хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫумне хӗртнӗ тимӗр хунӑ пек авӑнса илчӗ.Васька выгнулся, будто ему к спине приложили раскаленное железо.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эп ун хыҫӗнчен пӑхрӑм та, вилнӗ пек пулса тӑтӑм: Загребай ҫурӑмӗ ҫинче прокламаци ҫакӑнса тӑра парать.Я глянул вслед городовому и обмер: на спине Загребая белела приклеенная наискось прокламация.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хыҫалтан ним сассӑр йӑпшӑнса пырса, вӑл аллине городовой ҫурӑмӗ ҫине хучӗ: городовой ҫилессӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтрах Васька унран: — Тете. Деникин пирӗн пата килет тени тӗрӗс-и вӑл? — тесе ыйтрӗ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫӗнӗ шурӑ мундир тӑхӑннӑскер, вӑл аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, хырӑмне мӑкӑртса тӑрать, шӑпах ӗнтӗ патша вӑхӑтӗнчи пек.Одетый в новый белый мундир, он стоял, заложив руки за спину, точь-в-точь как при царе.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫавӑнтанах вӑл Микулай патша пирки калакан прокламаци-ӳкерчӗке туртса кӑларчӗ те: «Ҫакна пӗр-пӗр деникинец ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хумасан ҫын пулмастӑп!» — терӗ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.