Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек пӗр шухӑшлӑх ҫукки, паллах, чура хуҫисемшӗн усӑллӑ пулнӑ, восстани тӑвакансен вӑйне чакарнӑ.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
«…Вӗсен куҫӗсенче пайӑрлӑх ҫукки, тытӑнкӑсӑрлӑх, пӗрре йӗкӗлтев, тепре татӑклӑ хӑюлӑх, тата, юлашкинчен, хӑйне ҫӳлерех тытнин ӑнланмалла мар кӗретлӗхӗ, — ҫӗнӗ ҫынна ҫакӑ кулянтармаллах витӗм кӳрет».)
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Матви таврӑнас умӗн вара вӑл, савнийӗ таврӑнсан сӑмах-юмахӗ кӗске пултӑр тесе, ку таранччен тытса пынӑ, ӳстернӗ, шӑварнӑ шанӑҫ туратне пуртӑпа лачӑрах касса антарчӗ: хӑй унран сивӗнни, ӑна качча тухма евӗкӗ ҫукки, пӗр-пӗрне манмалли пирки ҫыру ӑсатрӗ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл чахоткӑна кайни, ҫӗр ҫинче пурӑнас ҫукки паллӑччӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку сӗнӗве никам та хирӗҫ пулас ҫукки лайӑхах палӑрнӑччӗ, темелле.По всему было видно, что это предложение не встречает возражений.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Закройщикӗн пӗчӗк арӑмӗ килкартишӗнче ҫур ухмах вырӑнне шутланатчӗ, — кӗнекесемпе вӑл хӑй тӑн-пуҫне ҫухатнӑ, хуҫалӑх ӗҫне туса пыма пултарас ҫукки патнех ҫитнӗ тетчӗҫ, унӑн упӑшки хӑй пасара провизи илме ҫӳрет, хӑех кухаркине, яланах йӗпенсе ҫӳрекен хӑрах хӗрлӗ куҫлӑ, тепӗр куҫӗ вырӑнне шупка тӗслӗ хӗсӗк ҫурӑкла тем пысӑккӗш салху хӗрарӑма, вырӑс хӗрарӑмӗ марскере, кӑнтӑрлах апатпа каҫхи апат пӗҫерме хушать тетчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Кантӑксем ҫукки вӑл ним те мар, ку куҫлӑх ахаль ҫавӑн пек йышшискер!
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Нумайччен шыранӑ хыҫҫӑн ӑна шӑчӑ ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗҫ.Опять начались долгие поиски, и в конце концов ему доложили, что ничего не нашли.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл мӗншӗн ҫукки ҫинчен шухӑшласа пуҫа ватма вӑхӑт мар халь.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Гвозден мӗн чухлӗ ытларах шухӑшларӗ, вӑл отряда Павӑл планӗпе те, Уча планӗпе те ҫӑлма пулас ҫукки пирки ҫавӑн чухлӗ ытларах ӗненчӗ.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кларк, тем пирки, лӑп та шай ҫак вӑхӑтра, ҫав йӑрӑм умӗнче хӑй ҫамрӑк иккенни ҫинчен, авланманни ҫинчен, тен, нихҫан та полковник погонӗсемпе ҫӳресе курас ҫукки ҫинчен, хӑй Тисса хӗрринче пулни ҫинчен, ҫак вӑхӑтра Джон Файн ҫемҫе вырӑн ҫинче ыр курса выртни е покерла выляни ҫинчен шухӑшларӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах пире унран нимрен ытла ӑнланулӑх ҫукки пистерет, унпа хӑй ӑнланман япаласем ҫинчен калаҫу тапратсан, вӑл ялан тенӗ пекех хӑйне евӗрлӗ ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗн итлет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунсӑр пуҫне пирӗн кил-ҫуртра ҫав тери вӑйлӑ аталаннӑ ӑнланулӑх (ку пултарулӑх ҫинчен эпӗ каласа патӑм ӗнтӗ) унра пачах ҫукки, унӑн хӑнӑхса ҫитнӗ йӑлисем пирӗн кил-ҫуртра ҫирӗпленнӗ йӑласем пек пулманни пирӗн кӑмӑла ун майлӑ ҫавӑрма пулӑшмарӗҫ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнпур юлташӗсем хушшинчен ӑна суйласа илсе, унпа ҫывӑхланнин пӗртен-пӗр сӑлтавӗ Безобедовран япӑхрах курӑнакан студент пӗтӗм университечӗпе те урӑх ҫукки кӑна пулма пултарать.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катенька унпа пӗрле ларчӗ, кӑнтӑрлахи апата кӑна тухрӗ, вӑл темле кӳренчӗк сӑнлӑччӗ, ҫак сӑна амӑшӗнчен йышӑнни кӗретӗнех паллӑччӗ; Любочка апла марччӗ, питӗ хаваслӑччӗ, апат ҫинӗ вӑхӑтра хӑй питӗ ырӑ хыпар пӗлни, анчах ӑна никама та пӗлтерес ҫукки ҫинчен каларӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӗсем ҫакӑншӑн айӑплӑ маррине тата ӑнлану ҫукки вӗсене лайӑх та ӑслӑ хӗрачасем пулма чӑрмантарманнине эпӗ ун чухне ӑнланмастӑмччӗ, вӗсенчен йӗрӗнеттӗмччӗ кӑна.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ман патӑма урӑх ура ярса пусас ҫукки курӑнсах тӑчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах экипаж сиктерни, куҫ умӗнчен тӗрле япаласем вӗлтлете-вӗлтлете юлни ку туйӑма часах сирсе ячӗ; эпӗ халь ӗнтӗ ҫылӑх каҫаракан манах ман пек ырӑ чунлӑ ҫамрӑк ҫынна пурнӑҫра нихҫан та курманни, курас та ҫукки тата ман пекки пачах пулманни ҫинчен шутлать пулӗ, тесе шухӑшларӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, эп шутланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн пурнӑҫӗ йӗркипе мораллӗ ӗҫе-хӗлӗ хушшинче килӗшӳлӗх ҫукки чӑнлӑхӑн чи тӗрӗс палли пулать.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.