Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳрерӗ (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
Тӑсланкӑ пулӑшнипе Наркӑмӑш тепӗр кунхинех, хӑй айӑпне йышӑнман ҫын пек, вӗренекенсем хушшинче ҫӳрерӗ.

Help to translate

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел ывӑлӗ Хӑрӑм тутарсем ашшӗне баскака лартсан, хӑй те тутарсен ҫарне кӗрес тесе ҫунса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Турихан пӑхкаласа ҫӳрерӗ.

Help to translate

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Виҫҫӗмӗш каҫ ун умӗнчен туй хӗрӗ ирткелесе ҫӳрерӗ.

Help to translate

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫыннӑн юратӑвне те сисетчӗ пуль кашкӑр ҫури, ун хыҫҫӑн юлмасӑр ҫӳрерӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеев хӗрсе кайса ӗҫлерӗ: больницӑран киле таврӑнмасӑрах репетицисене ҫӳрерӗ, пурне те хавхалантарса пычӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев направленине вуласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, Николай Сергеевич ӑна больница корпусӗсемпе паллаштарса ҫӳрерӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗрлӗ ӗҫкӗ-юрӑ пайӗсене, йӑлӑмра яш-кӗрӗм утӑ ҫулнӑ сценӑсене Амбарцумян кино-оператор артистсемсӗрех ӳкерсе ҫӳрерӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавна пула чылайччен уксахласа ҫӳрерӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳлӗмсем тӑрӑх илсе ҫӳрерӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Максудов, хӑйне гид вырӑнне хурса, «чаплӑ» вырӑнсене кӑтартса ҫӳрерӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Коридорта пӑхкаласа ҫӳрерӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑрса уткаласа ҫӳрерӗ, кантӑк патне пычӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Малтан чухӑнсен комитечӗ килӗрен шӑлса ҫӳрерӗ, халь каллех пирӗнтен тӑпӑлтарасшӑн, — хирӗҫрӗ ҫил арман хуҫи.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет хӑйӗн тарҫисемпе кунӗпе ял тӑрӑх ҫӳрерӗ, кунӗпе ун пуҫӗнчен Сахвине сӑмахӗсем тухма пӗлмерӗҫ.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет картишне кӗрсе мӗн тусассӑн лайӑхрах-ши тенӗ пек каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, вара кунта каймасассӑн юраманнине сиссе тарҫисене хӑйӗн ҫӳрен утне йӗнерлеме хушрӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑхрах тахӑш ялӑн лаша кӗтӗвӗ ҫӳрерӗ, ҫавӑнпа утсем хутшӑнса каясран сыхӑ тӑмалла пулчӗ.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура сыппи сикнине амӑшӗ ҫийӗнчех лартрӗ пулин те каччӑ пӗр эрнене яхӑн пӳртре те, картишӗнче те патак ҫине таянкаласа ҫеҫ ҫӳрерӗ.

Help to translate

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах пӳртре икӗ хӗрарӑм ҫинҫе сасӑпа юрӑ пуҫласа ячӗҫ, алӑран алла курка та черкке ҫӳрерӗ.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш кулнине пӑхмасӑр вал пушӑ вӑхӑтсенче юлан утпа ялан Арск хулине ҫӳрерӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed