Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫ кустӑрми ют ҫӗре илсе кайсан та, шӑпа ҫав тӑрӑхра «йӑва» ҫавӑрма ыйтсан та — ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха.
Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/
«Майӑн 19-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать пирӗн анне. Света, Андрей, Катя мӑнукӗсем те ҫак кунсенче ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пурӑнан пурӑнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр мар теҫҫӗ. Шел те, 33 ҫултах Василий ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Анне ҫак йывӑр хурлӑха мӗнле чӑтса ирттерчӗ-ши?
Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/
Хӑнасем ҫӗре сухаламалли, акмалли, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли, тыр-пула пухса кӗртмелли техникӑн выставкипе интересленсех паллашрӗҫ.
«Ҫӗр ӗҫӗн культури ӳссе пырать» // Роза ВЛАСОВА. https://zivil.cap.ru/news/2021/07/15/r-n ... sse-piratj
Пӗр ҫӗре 26 паттӑра пытарнӑ, вӗсем хушшинче - Василий Михайлович та.
Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
Амӑшӗ ялта аслӑ хӗрӗсене ҫапла каланӑ: «Начарккаскер, ҫил вӗрсенех тӳнет пуль. Епле пӑрлӑ ҫӗре ҫавӑрса хурӗ-ши?»
Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra
Тӗлпулу вӗҫленнӗ ҫӗре хутшӑнакансем мӗн илтнине сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗрне хӑйсен шухӑшӗсене каласа панӑ.
Ҫирӗклӗре ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ra-3763353
«Энергия весны»% ташӑ конкурсӗ Чӑваш енри 700 ачана пӗр ҫӗре пухнӑ.
Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net
Пӳрте кӗрсен, Левен карттусне хывса пӑтана ҫакать, ывӑлне утьӑкка ҫӗклесе, ӑна ҫӗре ярать, арӑмӗ умне пырса: — Эх, раз, эх, два! — тет, куҫран ӑшшӑн пӑхса.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Левен каялла ҫитнӗ ҫӗре картунта тӗттӗм пулнӑччӗ ӗнтӗ.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Пур ҫӗре те пырса ҫитеймест пулас-ха унта, — Симон Васильевич пирус тӗпне урнӑна пӑрахать те лесника алӑ тытать.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑрман министерствине ҫитсе, тен, урӑх ҫӗре куҫарма ыйтмалла?…»
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кам сухаланӑ, тимленӗ ҫӗре?
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Жульжинӗ, темиҫе утӑм чакса, ҫӗре персе анать…
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Унтан ман шифоньерти япаласене иле-иле печӗ ҫӗре:
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тархасшӑн, пит васкавлӑн шӑнкӑравласа пӗлтерӗр-ха кирлӗ ҫӗре.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ӑҫта — пӗр ҫӗре? — симӗс суханпа хуппиллӗ ҫӗрулми ҫисе ларакан Терен, чӑмлама пӑрахса, кӑн пӑхать кӳршине; лешӗ шутсӑр пӑлханнине асӑрхать те, иккӗленмесӗрех, тӳреммӗн ыйтать:
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Терен пичче, пӗр ҫӗре васкавар шӑнкӑравламалла та, мӗнле-ши, ирӗк паратӑн-ши? — тет ҫамрӑк вӑрманҫӑ, ватти умӗнче хӑйне аван мар туйса.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑрманҫӑ урапа патне пынӑ ҫӗре ӑна пур енчен те хупӑрласа илеҫҫӗ.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.