Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫутӑлас умӗн кӑна, Петя пичче кухньӑри Махмет ятлӑ кушак ҫурине вӑрҫма тытӑнсан тин, ҫывӑрса кайрӑм.Я уснул, когда начинало светать и дядя Петя ворчал в кухне на Махмета, нашего котенка.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫутӑлас умӗн аташма пӑрахрӗ, шуралса халран кайрӗ вӑл, пӗр сехете яхӑн нимӗн тапранмасӑр выртрӗ, сывлани те аран-аран кӑна палӑратчӗ; унтан ӑна ҫӑмӑлтарах пек пулчӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ, анчах мӗн ҫинчен тейӗттӗрччӗ-ши эсир?..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тул ҫутӑлас умӗн вӑл тӑчӗ, сухалне хырчӗ, питне ҫурӗ те, шӑп учреждени уҫӑлнӑ сехетре хӑйӗн пурнӑҫӗн ыйтуне татса памалли административнӑй служба майорӗн сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кайран, тул ҫутӑлас умӗн, ӑна Оля курӑннӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вӑхӑтра тул ҫутӑлас умӗнхи сивӗрех ҫил вӗрнӗ, ура пуснипе унта та кунта ҫӳхе пӑр шатӑртаткаланӑ.Дул неприятный предрассветный ветер, и кое-где под сапогами уже потрескивал лёд.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсен телейне, тул ҫутӑлас умӗн ҫӗкленсе хӑпарнӑ тӗтре сирӗлмерӗ.На их счастье, туман, поднявшийся на рассвете, не рассеивался.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавӑнпа та Горбунов, группӑра асли пулнӑскер, ҫаран ҫинче, шурлӑхсем хушшинче ҫӗр каҫма, тул ҫутӑлас умӗн вара юханшыв патне ҫитсе, ирхи тӗтрепе усӑ курса ҫырансене пӑхса тухма, кӗперсӗр каҫма май пур вырӑнсене тупма, вӗсене виҫсе пӑхма, унтан ҫаксене пурне те карта ҫине паллӑ тума приказ пачӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня хӑйне валли чӑн-чӑн кӗтӳҫӗ пушши явнӑ, хӑйӗн лаши — Серко валли кантӑраран йӗвен тунӑ та, ҫурҫӗр иртсен, тул ҫутӑлас умӗн, виҫӗ разведчик — вӑл шутра Ваня та хӑйӗн ырхан лашипе — пысӑк чӑрмавсӑрах фронт линийӗ урлӑ каҫса кайнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Каччӑ Катюк ҫинчен шухӑшласа ҫутӑлас умӗн тин ҫывӑрса кайрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
33. Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ; 34. ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.