Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен йӗрӗхсен ячӗсене пӗтерсе тӑкӑп, вӗсене вара текех асӑнмӗҫ, ҫавӑн пекех суя пророксемпе усал сывлӑша ҫӗр ҫинчен хӑваласа ярӑп.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисем ҫине тивлет ярӑп, кӑмӑлӗсене ҫемҫетӗп, вӗсем вара хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ, Уншӑн пӗртен-пӗр ывӑлшӑн ӗсӗкленӗ пек ӗсӗклесе йӗрӗҫ, малтан ҫуралнишӗн хуйхӑрнӑ пек хуйхӑрӗҫ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кирек хӑш ута та уртарса ярӑп, юланутҫине ӑссӑра кӑларӑп; Иуда килӗ ҫине вара куҫӑма уҫса пӑхӑп; халӑхсен кашни утне суккӑр тӑвӑп.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил: 16. Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ хушӑп та — Израиль килне пур халӑхсем хушшине салатса ярӑп, тырӑ пӗрчисене ала ҫинче пӗри те ҫӗре ӳкмелле мар салатнӑ пек салатӑп.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑншӑн Эпӗ сире Дамаск леш енне куҫарса ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн ячӗ — Саваоф Турӑ!27. За то Я переселю вас за Дамаск, говорит Господь; Бог Саваоф - имя Ему!
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иуда ҫине вут ярӑп та, вӑл Иерусалимӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла Моав ҫине вут ярӑп, вӑл Кериофӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ, Моав вара аркату шавӗнче, трупа кӑшкӑртса тӑнӑ хушӑра тӗп пулӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ Феман ҫине те вут ярӑп, вӑл Восорӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тир хулин хӳмисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Газа хӳмисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ Азаил килӗ ҫине вут ярӑп та, вӑл Венададӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.4. И пошлю огонь на дом Азаила, и пожрет он чертоги Венадада.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне калӗ: «акӑ Эпӗ сире ҫӑкӑр, эрех, ҫу паратӑп, ҫакӑнпа тӑранса пурӑнӑр, урӑх сире ют халӑхсен мӑшкӑлӗ тумӑп. 20. Ҫурҫӗртен килнине сирӗн патӑртан пӗр шывсӑр, пӗр нимӗнсӗр ҫӗре хӑваласа кӑларӑп, унӑн малтанхи эшкерне тухӑҫ тинӗсне, хыҫалтине анӑҫ тинӗсне хӑваласа ярӑп, вара унран усал шӑршӑ кӗме тытӑнӗ, киревсӗр шӑршӑ-маршӑ сарӑлӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай усал тунӑ» тейӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем ҫине ҫурисене ҫухатнӑ упа ами пек тапӑнӑп, вӗсен кӑкӑрне турта-турта ҫурӑп, арӑслан ами пек, вӗсене ҫавӑнтах ҫисе ярӑп; вӗсене хирти тискер кайӑксем туласа тӑкӗҫ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.