Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн тусӗсем патӗнчи пухусенче пулнисӗр пуҫне, ӗҫ пулмасан вӑл урӑх ниҫта та кайман, тата ӗҫ тума кирлинчен нихҫан та пилӗк минут ытларах тӑман; хӑйӗн патне пыракансене те вӑл ҫакӑнтан ытла тытса тӑман; вӑл хӑнине тӳрех: «Эпир сирӗн ӗҫ ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ; халӗ эсир мана ытти ӗҫсене тытӑнма ирӗк парсамӑр, мӗншӗн тесен маншӑн вӑхӑт питӗ хаклӑ», тенӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑ ӑна кӑштах хирӗҫ калама пулӑшнӑ; вӑл кама та пулин питӗ хытӑ питлеме тытӑнсан, леш ӑна: «Ара, пӗртте ӗненмелле мар-ҫке, — туртатӑн вӗт эсӗ» тенӗ, — ун чухне Рахметов тата ытларах питлеме тытӑннӑ, анчах та вӑл халӗ ҫурри ытла ӗнтӗ хӑйне ятланӑ, леш ҫынна вара ҫапах та сахалтарах лекнӗ, апла пулин те Рахметов ӑна йӑлтах манса хӑварман.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Малороссия хӗрӗ пек; апла ҫеҫ те мар пуль, ытларах вӑл Кавказ хӗрӗ пек курӑнать; пырать, пит хитре пит-куҫлӑ, анчах ытла та сиввӗн пӑхать, кӑнтӑр хӗрӗ вара кун пек мар; сывлӑхӗ лӑйӑх: пур халӑх та ҫакан пек пулас пулсан, эпир, медиксем, сахалтарах кирлӗ пулнӑ пулӑттӑмӑр!
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӑл: Ҫӑрттаншӑн мана ҫулталӑкран ытла е, ытах пулсан, икӗ ҫултан ытла памаҫҫӗ, ҫулталӑк е икӗ ҫул эпӗ лайӑхах ларса тухатӑп, дежурствӑна ҫӑмӑллӑн ирттеретӗп… — терӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унччен малтан, типӗре, хамӑр патра офицерсем, Яшкӑн командирӗпе унӑн тусӗ, пурӑннӑ чухне, килтисем мана купӑста ярса типӗлле яшка та пӗҫеркелесе паратчӗҫ, чейне те ӗҫтеркелетчӗҫ… халӗ вара темӗн те пӗр каласа ытла та хытӑ ҫиеҫҫӗ, ытла та хытӑ ҫиеҫҫӗ…
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӑх горнист еннелле пӑхнӑ — питҫӑмартисене лешӗ темле ытлах та тӗлӗнмелле хӑпартса янӑ, куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ, ун аллинчи горн чӗтрене-чӗтрене ытла нумайччен кӑшкӑрнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ытла пысӑккӑн хускалса кайни, темшӗн пӑшӑрханни, сас-чӗвсене темле ытла питӗ сиссе тӑни палӑрнӑ.Замечалось смутное беспокойство и какая-то особенно острая чуткость ко звукам.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Унӑн ҫакӑ чӗререн тухакан сассинче ҫутҫанталӑкӑн калама ҫук кӑмӑллӑ сӑрӗсем умӗнче чӑнласа пуҫ тайнинчен ытла хӑйсене илемлӗхе витӗр пӗлсе тӑракан ҫын вырӑнне хисепленине ҫухатасшӑн мар хавхаланакан нумай поэтсен риторикӑллӑ хӑтланӑвӗнчен шухӑшпа туйӑм яланах ытларахчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн мӗнле те пулин ыйту, иккӗленӳ пулсан, Ольга труках Штольца ӗненме шутламасть: вӑл унран ытла аякра, унран ытла ҫӳлте тӑрать, ҫавӑнпа та ҫак ҫитӗнсе ҫитеймен кӑмӑла тата ӑспа ҫулсем хушшинчи уйрӑмлӑха пула, тепӗр чухне Ольгӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ хуҫӑлать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак чӑкӑлтӑшла ӗҫ ытла кичемччӗ ӗнтӗ, ҫула майӑнах-ха ҫав ӗҫпе ывӑнтаракан кӑткӑс атмосферӑна кӗмелле пулать тесе ҫӗткеленсе пытӑм — унсӑр пулсан отпускӑм ытла аван иртнӗ пулӗччӗ.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Ытла каҫа юлсан — ытла каҫа юлнине сехет ҫине пӑхнипе ҫеҫ пӗлме пулать, — эпир Заполярьерен вӗҫсе кайрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашки ҫулсенче ытла нумай тӳссе ирттермелле пулчӗ ҫав, хамӑр хушшӑмӑрти ӗлӗкхи пӗчӗк кӗперӗмӗрсем ытла черченкӗ пек те инҫетре пек туйӑнаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ытла та кӑткӑсчӗ пулӗ, пӗлместӗп ӗнтӗ — ахальтен мар вӗт тахҫан Иван Павлович мана Саньӑна ытла кӑткӑс пӗлетӗн, терӗ, — анчах «халӗ эпир пӗр тан» ӗнтӗ — акӑ мӗнле ӑнлантӑм эпӗ унӑн ҫыруне, ун ҫинчен пӗр сӑмахпа каламанччӗ пулин те, «санӑн темле хыпар илтме те хатӗр пулмалла — урӑх эпӗ санран нимӗскер те пытармастӑп», тесе ҫырать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ытла ҫӑра пулсан, ытла шӗвӗ пекех, питӗ начар пулать, — терӗ вӑл.— Слишком густо так же плохо, как и слишком жидко, — говорила она.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лури хӑйӗн пушӑ вӑхӑчӗ вунпилӗк минутран та ытла мар тесе «тупа турӗ» пулин те Розалия Наумовна кофе лартма чупрӗ; иксӗмӗр ҫеҫ тӑрса юлсан, эп унтан аран хӑшпӗр хыпарсем пӗлкелерӗм: таҫта — ӑҫта иккенӗ паллӑ мар — хӑйне уйрӑм ӗҫсем тумалли полк пулать иккен, унта пуринчен ытла ГВФ летчикӗсене илеҫҫӗ имӗш, халиччен пин ҫурӑ та икӗ пин сехет хушши вӗҫнисене, тет, вӗсене халь ҫӗнӗ машинӑсемпе вӗҫме вӗрентеҫҫӗ пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытла та илемлӗ, ытла хӑйне май ҫырать-ҫке вӑл.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав хӗле эпӗ ытла та пӗччен ирттертӗм, ман патӑмра пулакан хӑнасенчен Ромашов кӑна пуринчен ытларах ҫӳренӗ пулас.Это была одинокая зима, такая одинокая, что едва ли не самым частым моим гостем был Ромашов.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗтӗм сӑн-сӑпатсем ҫывхарса килсе хӑйсен вырӑнне йышӑнчӗҫ, ытла нумайччӗ вӗсем — вӗсен хушшинче лайӑххи тата ытларахчӗ, хӗпӗртесе кайнипе чӗрем те темле хускалчӗ, эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ытла та пӗчӗкҫӗ пек, ытла та телейсӗр пек, пусма тӑрӑх хӑпаратӑп.Я поднимаюсь по лестнице и чувствую себя очень маленькой и несчастной.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964