Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй американец пек тумланнӑ: тӳп-тӳрӗ хулпуҫҫиллӗ костюм, усӑнчӑк шалавар, ун айӗнче шакмак тӗрриллӗ чӑлха.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Ача ҫуртӗнче сире ҫитереҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, тумлантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ атӑ, икӗ кӗпе, пальтопа ҫӗлӗк, чӑлха, кальсонсем параҫҫӗ».
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрлӗ питлӗ, вараланчӑк пальто, шалпар атӑ тӑхӑннӑ палламан ҫын килсе кӗнӗ чухне Даша инке картишӗнче чӑлха ҫыхса ларатчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ваня ҫипрен ҫыхнӑ шурӑ чӑлха тӑхӑнчӗ те иккӗленерех тӑрса, аллине пуртенкке тытрӗ.Ваня натянул белые нитяные носки и нерешительно взял портянки.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тепӗр вун-пилӗк минутран вӑл, чӑлха вӗҫҫӗн, пушмаксемсӗр, Верочка пӳлӗмӗ патне йӑпшӑнса пычӗ.Через четверть часа она в одних чулках, без башмаков, подкралась к двери Верочкиной комнаты.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.