Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Хӗр сана хӑй чунне уҫса парать, вӑл тем кӗтет, шанать, эпир вара ҫав шанчӑк ҫине суратпӑр.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чунне ҫирӗплетсех утать вӑл, вара ӑнсӑртран килнӗ сӑмаха персе ярать:

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑнланать ун чунне Парамун.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микула ҫывӑх юлташӗсемпе чунне уҫса калаҫнине те, халӑхпа кӑмӑллӑн халапланине те эпир курсах каймастпӑр.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пилӗк тенкӗ ҫухатас хӑрушлӑх чунне салхулатрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умӗнче выртакан укҫа ун куҫне савса чунне илӗртрӗ пулсан та килӗшме васкамарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь йӑлмак тӑхӑнтарса янӑ пекех, пӑркаланма ҫук! — тӳсеймерӗ Микула, чунне ыраттарнӑ шухӑшне каласа ячӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чылаях ырханланнӑ пулин те, Ваҫли унӑн салхуллӑ куҫӗсенче чунне тыткӑнра усракан ӑшпиллӗхпе ҫепӗҫлӗх сӳнменнине асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хутне кӗрсе калаҫни кӗвӗҫ чунне хускатрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Микулана хӑна тӑвасшӑннипе мар, хӑй пуянлӑхне кӑтартса, Микула чунне пӑшӑрхантарма май килнӗрен.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улаха вӑл никампа калаҫса тунсӑхланӑ чунне йӑпатма май ҫукран ҫеҫ килмерӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сывӑ чухне вӗсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн ҫылӑхӗсем ҫинчен чунне уҫса каласшӑн мар.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑпатса е хӑратса калаттарма хӑтланнисем тата йӗрлешкелесе кулнисем Ҫтаппан чунне тӳсме ҫук тарӑхтарса ҫитерчӗҫ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ ун ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранччен сӑнаса пӑхрӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, унтан ывӑлӗпе чунне уҫса калаҫма шут тытрӗ.

Help to translate

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан хаш! сывласа илчӗ те чунне хытарсах ҫапла каларӗ:

Help to translate

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Упӑшки йӑлисене лайӑх пӗлет вӑл: хӑҫан эрех ӗҫнине те, ҫынпа калаҫса чунне пусарманнине те, кирек хӑш ыйтӑва та никампа канашламасӑр хӑй пӗччен татса панине те тата нихҫан та йӑнӑшманнине те…

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрехпе чунне пусарнӑ.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сассипе тӗлӗнтерес тесе мар, чунне килентерессишӗн.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кичемрех пулас Тукая килте пӗччен ларма, ҫавӑнпа чунне уҫӑлтарма час-час инҫе ҫула туха-туха каять те вӑл.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл эрленнӗ чунне нимпе пусараймасӑр такмакласа илчӗ: «Пултран-пасарта суккӑр хӗр те каччӑ тупать, суккӑр каччӑ та хӗр тупать»…

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed