Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗсрӗ (тĕпĕ: хӗс) more information about the word form can be found here.
— Э-э, ав мӗн пирки! — Ерофей Кузьмич тӑчӗ, сарлака сухалне кӑкӑрӗ ҫумне хӗсрӗ.

— А-а, вон что! — Ерофей Кузьмич поднялся, прижал широкую бороду к груди.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пук-пук! — терӗ те хаяррӑн куҫне хӗсрӗ: витрепе тарма ан шутлӑр, персе вӗлеретӗп, терӗ пулас.

— Пук-пук! — сказал он и строго подмигнул: дескать, не вздумайте удрать с ведром — застрелю.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хунар ҫути куҫне йӑмӑхтарнипе вӑл самантлӑха куҫне хӗсрӗ, анчах ҫавӑнтах Шустовпа Колышкин партизансене тата икӗ палланӑ ҫынна асӑрхарӗ.

Свет фонаря на мгновение ослепил его, он зажмурился, но тут же разглядел партизан Шустова, Колышкина и еще двух, уже знакомых.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Алӑк патӗнче сасартӑк йӑлтах ачалла ашкӑнса, Володьӑна куҫ хӗсрӗ:

И в дверях вдруг совсем по-мальчишески, озорно подмигнул Володе:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пытармасӑр каласан, — Рафальский хӑрах куҫне хӗсрӗ те питне чеен вылянтарчӗ, — пытармасӑр каласан, хам сыснасем пирки эпӗ пӗчӗк статья ҫыратӑп-ха…

Признаться, — Рафальский прищурил один глаз и сделал хитрое лицо, — признаться, я о своих свиньях маленькую статеечку пишу…

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Хӗр еннелле ҫаврӑнса, вӑл сатуррӑн куҫ хӗсрӗ, анчах ытла савӑнӑҫлах мар йӑл кулчӗ: — Тепӗр ҫур сехетрен килетӗп, эсӗ, Нюра, ҫав вӑхӑта кирлӗ пек тумланса тӑр.

— И повернулся к невесте, лихо подмигнул, а улыбнулся не очень щедро: — Через полчаса приеду, а ты тем часом, Нюра, принарядись как следует.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Половцев Лятьевскине куҫ хӗсрӗ.

Половцев подмигнул Лятьевскому.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лупас айӗ умӗнче кӗрнекли, пӳрнисене сурчӑкпа йӗпетсе, вӑрахчен укҫа шутларӗ, калаҫса татӑлнӑ хакран ытларах вун пилӗк тенкӗ хурса пачӗ, ним тума аптранӑ пек тӑракан Яков Лукичӑн аллине чӑмӑртаса, куҫ хӗсрӗ:

У входа в сарай коренастый, слюнявя пальцы, долго отсчитывал кредитки, накинул сверх условленной цены еще пятнадцать рублей, пожав руку заскучавшему Якову Лукичу, подмигнул:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов куҫне чеен хӗсрӗ:

Размётнов хитро сощурился:

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашки вӑхӑтра вӑл Ҫӑрттан умӗнче хӑйне пӗртте ӗҫлӗ ҫын пек тытаймасть, ун ҫине кулмасӑр пӑхма та пултараймасть, халӗ те акӑ вӑл, лешӗ хирӗҫ каласса кӗтсе, куҫне хӗсрӗ, ҫӑварне малтанах аллипе хупларӗ.

Последнее время он положительно не мог сохранять подобающую ему серьезность в присутствии Щукаря, даже взглянуть на него не мог без улыбки, и теперь ждал ответа, щуря глаза и заранее прикрывая рот ладонью.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи, ӗненмен пек пулса, куҫне хӗсрӗ:

Дед Щукарь подозрительно сощурил глаз:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Федоткӑн чӑтӑмлӑх ҫуккине курнипе хӗпӗртенӗ Давыдов чӑмласа йӗпетнӗ хутран тӑрӑшса, васкамасӑр чӑмакка турӗ, сулахай аллинчи пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине хучӗ, сулахай куҫне тӗлленӗ пек хӗсрӗ.

Давыдов, наслаждаясь Федоткиным нетерпением, тщательно и не спеша скатал бумажный мякиш, положил его на ноготь большого пальца левой руки, зажмурил левый глаз, будто бы прицеливаясь.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, уссине якаткалам пек пулса, пӳрнипе ҫӳлти тутине сӑтӑрса илчӗ те ачасене савӑнӑҫлӑн куҫ хӗсрӗ.

Он с нарочитой важностью провел пальцами по верхней губе, делая вид, будто разглаживает усы, и дружески подмигнул ребятам.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара ҫав самантрах Дубцова куҫ хӗсрӗ:

Но тут же подмигнул Дубцову:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Устин куҫне чеен хӗссе лартрӗ, Давыдова кӑштах куҫ та хӗсрӗ:

Устин хитро сощурился и даже слегка подмигнул Давыдову:

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗчӗк, анчах вӑйлӑ аллипе Нестеренко Давыдов чавсине пушшех те хытӑрах хӗсрӗ.

Маленькой, но сильной рукой Нестеренко еще крепче сжал локоть Давыдова.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килнӗ ҫын юман каска ҫине меллӗрех вырнаҫса ларчӗ, кулакан хӗрарӑм ҫине пӑхса, куҫне хӗсрӗ.

Приезжий удобно устроился на дубовом чурбаке, прищурил глаза, глядя на смеющуюся стряпуху.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Дубцов, Давыдова систермесӗр, ыттисене куҫ хӗсрӗ те, пурте вӑкӑрсем кӳлме тӑрса утрӗҫ.

Дубцов незаметно для Давыдова подмигнул остальным, и все встали, пошли запрягать быков.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Островновӑн хуҫалӑхра ялан тарҫӑсем пулнине эсӗ пӗлмен те-и? — Аржанов куҫне чеен хӗсрӗ:

А ты и не знал, что у Островнова всю жизню в хозяйстве работники были? — Аржанов хитро сощурился:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ашшӗ шӑртланни Ҫемене кулӑшла туйӑнчӗ: вӑл, юри хӑранӑ пек пулса, арӑмне куҫ хӗсрӗ, лешӗ, пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, сасӑсӑр кулма пуҫларӗ.

Отцовская несдержанность развеселила Семена: он скорчил испуганно-глупую рожу, подмигнул жене, а та вся затряслась от беззвучного смеха.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed