Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытса (тĕпĕ: хыт) more information about the word form can be found here.
Теприсем, ним тума пӗлмесӗр, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ — ҫавраҫил вӗҫтерсе пыракан ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ килсенче хыпа-хыпа каякан ҫуртсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ, пӗлӗтелле тинкерсе, ҫӳлти турӑран пулӑшупа ҫӑлӑнӑҫ ыйтрӗҫ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӑхран уйрӑм пӗр-пӗччен тӗлленсе ҫӳрекен ҫынна: «Мӗн йӗтем юпи пек хытса тӑратӑн?» — теҫҫӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Упӑшки аллинчи черккене курсан, ку ырра маррине туйса, ҫавӑнтах юпа пек хытса тӑчӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ те ӑна-кӑна тавҫӑрма пултарайман Хрестук юпа пек шак хытса тӑчӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринчи ҫынсен чунӗсем ура тупаннех ҫитрӗҫ пулас, самантлӑха сӑмах чӗнеймесӗр шак хытса тӑчӗҫ, тинех пӗтрӗмӗр терӗҫ-тӗр ахӑр.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрнепи ҫине кив тумтир, пуҫне ҫӗтӗк тюбетей тӑхӑннӑ ачана курчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ, унтан ҫари ҫухӑрса йӗрсе ячӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах сӑрталла пӑхрӗ те пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл алӑк янахне ыталаса илчӗ те пӑртак та пулин сывлӑш ҫавӑрса ярас тесе пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл чатӑрне пит ҫине антарчӗ те пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑрӑм сухал ял енчи ҫӳҫе йывӑҫҫине кӑтартас тесе ун еннелле ҫаврӑннӑччӗ, анчах кӑнт хытса тӑчӗ — вӑл ҫывӑхри вӗтлӗхрен Урасмет йӑпшӑнса тухнине асӑрхарӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн курнинчен тӗлӗнсе шалтах хытса тӑтӑмӑр эпир, Настаҫ кинемипе иксӗмӗр.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Ӗне?! — шалтах тӗлӗнсе хытса тӑчӗҫ Палюк мучипе Хӗлимун.

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Хуҫӑлнӑ е хуппи вистеннӗ вырӑна ҫав сӗткен тухса тулать те кантӑк пек хытса ларать, суранӗ тӳрленсе «ӳт» илмесӗр те хӑпӑнса ӳкмест.

Help to translate

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

— Профессор?.. — шалтах тӗлӗнсе хытса тӑчӗҫ Микишпа ун тусӗсем.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Паян эп унта тухрӑм, пӗр вырӑнтах хытса тӑтӑм.

Help to translate

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Виҫӗ кун хушши ҫӗр улми, ҫӑнӑх, ҫисе яраймасӑр хытса кӑвакарнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем ярса йӳҫӗтнӗ пӑракана витрисемпе йӑтса лаҫҫа утать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пӗр стакан вӑл туллиех тултарса ӗҫрӗ, унтан хытса кайнӑ пӗремӗк чӑмларӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Нимӗн те ӑнланман пиччӗшӗ пӗр хушӑ юпа пек хытса тӑчӗ.

Help to translate

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Санюк кутӑнлӑхӗнчен тӗлӗннипе эпӗ таках хытса тӑтӑм.

Help to translate

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пирӗн колхозӑн кӗллӗ тӑпри, ҫурхи ҫумӑрсемпе пирченӗскер, хӑма пек хытса кайнӑччӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed