Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑт ҫитӗ, хӑвӑн Эпӗ тенине хӑватлӑн, питех те пысӑккӑн ӗненесси, таса сывлӑшӑн вут чӗлхисем евӗр, мӗнпур ҫыннӑн пуҫнех килсе ҫапӗ, ун чухне вара ни чурасем, ни хуҫасем, ни чӑлахсем, ни шеллеслӗх, ни сӑлӑк-кӑлтӑк, ни ҫилленеслӗх, ни ӑмсану-кӗвӗҫӳ пулмӗҫ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫавӑнтах ун асне паянхи каҫ пӗтӗмпех-пӗтӗмпех тухса тӑчӗ, вара вӑл хуҫасем пӗр-пӗринпе ылмаштарнӑ тӗрлӗрен сӑмахсенчен, вӗсене мӗнлерех ҫавӑрттарса хунипе пӑхкаланинчен ҫийӗнчех хӑй ӗлӗк асӑрхаман нумай-нумай вак-тӗвеке курчӗ, ҫавсем ӗнтӗ шӑпах, — ӑна халь ҫапларах туйӑнчӗ, — йӑлӑхтарнӑ хӑнапа тирпейсӗрле хӑтланни, тӑрӑхласа кулни, хирӗҫлесе, чӑтӑмсӑррӑн, вӗчӗхлӗн ҫӗткеленни ҫинчен калаҫҫӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кураҫҫӗ хуҫасем: купсана илме килчӗҫ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хуҫасем ирсӗр ӗҫ тума хатӗрленеҫҫӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Пырать… аван хуҫасем… — мӑкӑртатрӗ вӑл.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, васкамасӑр чӑмларӗҫ, Дениска вӗсем патӗнчех ҫӳрерӗ, хуҫасем хӑяр, кукӑль, ҫӑмарта ҫини хӑйшӗн ниме те пӗлтерменнине кӑтартасшӑн пулса, ҫине тӑрсах лашасен ҫурӑмӗсемпе хырӑмӗсене сӑрса илнӗ шӑна-пӑвана вӗлерес ӗҫпе тӑрмашрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Хуҫасем, кунта революци шухӑшӗсене сараҫҫӗ, аслӑ султан правительствине хирӗҫ калаҫаҫҫӗ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вечерта ҫынсем нумай пулсан, вӑл алӑксене уҫаҫҫӗ, вара хӑнасем хӑйсем кам патӗнче хӑнара иккенне те пӗлмеҫҫӗ: те Вера Павловна, те Катерина Васильевна патӗнче; ҫитменнине тата хуҫасем хӑйсем те начар чухлаҫҫӗ ҫакна.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пайти чӑнах та пысӑк: тӗслӗхшӗн, хваттерех илсе пӑхар; ҫак пӳлӗмсене ҫынсене кӗтессемпе парас пулсан кунта 2 чӳречеллӗ 17 пӳлӗмре 3-шерӗн тата 4-шарӑн пухӑнсан, пурӗ 55 ҫын пурӑннӑ пулӗччӗҫ, 3 чӳречеллӗ 2 пӳлӗмре 6-шар ҫын, 5-шер чӳречеллӗ 2 пӳлӗмре 9-шар ҫын пурӑнӗччӗҫ, 12 те 18, пурӗ 30 ҫын, тата 55 ҫын пӗчӗк пӳлӗмсенче — пӗтӗм хваттерте 85 ҫын; кашниех уйӑха 3 т. 50 п. тӳлӗччӗ, ку вӑл ҫулталӑка 42 т. пулать; ҫапла вара вӑхӑтлӑха кӗтессем парса пурӑнакан пӗчӗк хуҫасем ҫакӑн пек пӳлӗмсемшӗн 42 т., 85 ҫыншӑн 166 т. 67 3570 т. илеҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ӑшӑ, лайӑх ҫӗрте пур ҫӗрте те, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — ҫулла, ӗҫ нумай вӑхӑтра, пурӑнма аван чухне, кунта кӑнтӑртан тӗрлӗрен хӑнасем питӗ нумайӑн килеҫҫӗ; эпир пӗр ҫуртра пултӑмӑр, унта пӗтӗм кампани сирӗннисенчен тӑрать; анчах ҫуртсенчен нумайӑшне хӑнасем валли лартнӑ, ыттисенче вара тӗрлӗ йӑхран тухнӑ хӑнасем те, хуҫасем те пӗрлех пурӑнаҫҫӗ; кама мӗнле кампани килӗшет, ҫавна суйласа илет.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хуҫисене хваттере яма ҫӗнӗ ҫынсем шырама хушнӑ: эпир тепӗр уйӑхран хамӑр хваттере куҫса каятпӑр, сире, хуҫасем, пирӗнпе лайӑх пулнӑшӑн чунтан тав тӑватпӑр, теҫҫӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Прислуга та хуҫасенченех, урӑхла каласан, хуҫасем хӑйсемех пулнӑ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хуҫасем хӑйсен арчисемпе нӳхрепӗсене сыхлатчӗҫ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫакӑ вӑл непсӗсӗр пулнинчен килет, пӗлес тетӗр пулсан, вакӑ харпӑрлӑхлӑ хуҫасем яланах непсӗсӗр, ҫакӑн ҫинчен мана Макарушка темиҫе хут та ӑнлантарса панӑ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Хӑнасем мар, хуҫасем вӗҫсе килчӗҫ!» — ача пекех савӑнса шухӑшларӗ Разметнов, пӳрт алӑкӗ патне ҫитсе тӑрсан.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуҫасем мар, карма ҫӑварсем!
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавсем хуҫасем пулаҫҫӗ-и?
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Лайӑх хуҫасем!
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла канаш пачӗҫ мана опытлӑ хуҫасем.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лайӑх хуҫасем вара ҫакӑн пек ӑпӑр-тапӑра килте тытмаҫҫӗ, мӑнтӑрлатаҫҫӗ те сутаҫҫӗ.А хорошие хозяева такую рухлядь на базах не держат, откармливают и продают.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.