Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ниловна тутисем чӗтренсе илчӗҫ, яланах кӑмӑллӑ, вӗтӗ пӗрӗмсемпе тӗрленнӗ пичӗ пӗр савӑнӑҫпа ҫуталса, пӗр хурлӑхпа тӗксӗмленчӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ пулсан, халӑх палканине итлес ҫукчӗ, Ирина тарӑхать, чирлесех кайрӗ, тӗксӗмленчӗ, хурлӑхлӑ ҫӳрет…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ан хӑлаҫлан эсӗ! — сӑнран тӗксӗмленчӗ урядник, ӑна кӑкӑрӗнчен тӗртсе.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Тӑхта! — Иван Алексеевич сӑнран тӗксӗмленчӗ, — Лиховидов, мӗн эсӗ?..— Погоди! — Иван Алексеевич побледнел, — Лиховидов, да чтой-то ты?..
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казак сӑн-пичӗ самантрах тӗксӗмленчӗ, пичӗ ҫинчи кулли, ҫил шӑлса кайнӑ пек, таҫта ҫӗтрӗ.Лицо казака сразу стало серьезным, улыбку — как ветер стряхнул.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хохлаковпа кайнӑранпа Сергей таврӑнайман, сарай тӑррине Ҫемен юсанӑ, тесе Анфиса каласа парсан, Тимофей Ильич тӗксӗмленчӗ, Ниловна ҫине ҫиллес пӑхкаласа, татӑклӑн каларӗ:
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ирина темле тӗксӗмленчӗ, ним те чӗнмерӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Артамашовӑн сухалне хырнипе тӗксӗммӗн курӑнакан пичӗ татах тӗксӗмленчӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Апла пулин те унӑн сӑн-пичӗ нихҫанхинчен ытларах тӗксӗмленчӗ, куҫхаршийӗсем усӑнчӗҫ, шӑлне ҫыртнипе янах шӑмми тӗлӗнчи пичӗ хӑпара-хӑпара тухрӗ: старикӗн чунӗ тӑвӑлнине пурте асӑрхаса илме пултарнӑ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Крылатов тӗксӗмленчӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Воронин тӗксӗмленчӗ, уссине сиктеркелесе илчӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лозневой тӗксӗмленчӗ, комендант умӗнче вӑл нихҫан та хӑй ҫиленнине палӑртакан марччӗ.Лозневой нахмурился, чего не позволял себе раньше в присутствии коменданта.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Калиткерен кӗрсе, килкартинче кӗтмен хӑнана курсан, Татьяна ҫийӗнчех салхуланчӗ, унӑн сарӑ куҫхаршийӗсем чалӑшрӗҫ, пичӗ тӗксӗмленчӗ, — ҫурхи уяр ҫанталӑклӑ кун ҫавӑн пек пулать: хура пӗлӗт кӗтмен ҫӗртен хӗвеле хупӑрласа илет те, вара илемлӗ сӑрсем пӗр самантра тӗксӗмленеҫҫӗ, вӗсене сӑрӑ та тӗссӗр чатӑр карса илет…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Тимофей Ильич уссине якатса илчӗ, унӑн типшӗм те хыткан пичӗ тӗксӗмленчӗ.— Тимофей Ильич пригладил усы, и сухое, костлявое его лицо сделалось суровым.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳпе тӗксӗмленчӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ку ӑҫтан? — сасартӑках тӗксӗмленчӗ Волошин.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Арбуз уйӗнчи пӗчӗк паттӑрӑн кӗлетки, мӑйне кӗмӗл кӑшӑл ҫакнӑскер, унччен куҫӑм умне уҫҫӑн курӑнатчӗ, халӗ тӗксӗмленчӗ, ку вара манӑн чӗрене хытӑ ыраттарчӗ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Володя тӗксӗмленчӗ, янаххине хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрса илчӗ те, каллех пуҫне хӑвӑрт ҫӗклесе, хӑраса ыйтрӗ:
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗр тӗксӗмленчӗ те ӑна хӑй патӗнчен аллипе хыттӑн сирсе ячӗ.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленин тӗксӗмленчӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.