Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темрен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл темшӗн кӳреннӗ е темрен вӑтаннӑ пекрех тыткалать хӑйне; куласса та сахалрах кулать.

Она казалась втайне огорченной или смущенной; она и смеялась меньше.

VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.

Я гулял — то в саду нашей дачи, то по Нескучному, то за заставой; брал с собою какую-нибудь книгу — курс Кайданова, например, — но редко ее развертывал, а больше вслух читал стихи, которых знал очень много на память; кровь бродила во мне, и сердце ныло — так сладко и смешно: я все ждал, робел чего-то и всему дивился и весь был наготове; фантазия играла и носилась быстро вокруг одних и тех же представлений, как на заре стрижи вокруг колокольни; я задумывался, грустил и даже плакал; но и сквозь слезы и сквозь грусть, навеянную то певучим стихом, то красотою вечера, проступало, как весенняя травка, радостное чувство молодой, закипающей жизни.

I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫак кунсенче эпӗ ухмах пек сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗм: темрен хӑратӑп, темле усал япала пулас пек.

Я бродил как шальной все эти дни: чувствовал какую-то боязнь, неприятное ожиданье чего-то.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Юрӗ-ха ӗнтӗ, пули-пулми машинӑпа таврӑнни ниме те пӗлтермӗ, Акатуя ахаль-махаль пырса кӗмерӗм-ха, уяв илемне ямарӑм — ҫав темрен паха!

Ну и ладно, не то важно, что на обычной машине вернулся, главное, не абы на чём попал на Агадуй, не испортил праздник!

Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.

Вӑл ҫакӑн пекех хӗвел аннӑ вӑхӑтра, темрен хӑраса, темӗншӗн хумханса, хӑйӗн хупнӑ ҫурчӗ патнелле чупни нумай пулать-и-ха?

Давно ли он вот в такой же закатный час, неизвестно чего страшась и волнуясь, бежал к своему заброшенному дому.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗнле-ха капла кӗтмен-туман ҫӗртенех, — тӗлӗннӗ Ксюша, лейтенант ун ятне астуса юлнишӗн савӑнса, ҫав вӑхӑтрах тата темрен шикленсе.

— Как же так сразу? — удивилась Ксюша, радуясь тому, что лейтенант помнит ее имя, и вместе с тем почему-то робея.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аслӑрах ҫултисем тӑн ҫухатиччен сӑмакун пехлерӗҫ, укҫа е патрон выляса илмелле (патронсене темрен те хакла хучӗҫ) картла ҫапрӗҫ.

Постарше возрастом — пили самогонку до одурения, играли в карты на деньги и патроны (причем патроны ценились дороже дорогого).

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темрен ҫакланса, ҫири кӗрӗкне кӑкӑр кӗсйинчен пуҫласа аркӑ хӑнтӑрӗ таран ҫурса пӑрахрӗ, ури ҫине сиксе тӑрса, йытӑ пек, пӗтӗм кӗлеткипе харӑс силленсе илчӗ.

Зацепившись, он порвал полушубок от грудного кармана до оторочки полы, вскочил, отряхнулся по-собачьи, всем телом сразу.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав армутин темрен те вӑйлӑ та йӳҫӗ шӑршинех сӑхса тӑраннӑ ҫӗр вара сулхӑн ҫанталӑкшӑн хӑрӑнса тӗмсӗлет.

Земля, напитанная все той же горечью всесильной полыни, тосковала о прохладе.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лӑплансан тин кӗрес терӗ, анчах темрен хӑранӑ туйӑм ӑна тата хытӑрах ярса илчӗ.

Хотел успокоиться, а потом войти, но волнение, похожее на страх, охватило его еще сильнее.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл революцие пӑвса хума хатӗрленекен генерал Корнилова итлемелле мар тесе хӗрӳллӗн чӗнсе каларӗ, халӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа кайни темрен те хӑрушӑ ӗҫ пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Он горячо призывал казаков не подчиняться душителю революции генералу Корнилову, говорил о гибельности войны с народом.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Керенский хыҫӗнчен тахҫантан ӗмӗтленсе кӗтнӗ чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ килессе вӑл темрен те хытӑ шанса пурӑнать.

Что после Керенского будет желанная, подлинно своя власть, — в этом он был больше чем уверен.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темрен хӑраса ӳкнӗ пек чӗмсӗр шӑплӑха Сергей Платонович та ним хускатмасӑр пычӗ.

Напуганную тишину хранил и Сергей Платонович.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пиччӗшӗпе шӑллӗн вӑрҫӑ ҫулӗсем раснарах килсе тухрӗҫ ҫав: Григорие вӑрҫӑ самай авкалантарчӗ, питӗнчи ҫап-ҫутӑ сӑнне ӗмсе илсе, йӳҫӗ ват манерлӗ сарӑ тӗспе витрӗ; вӑрҫӑ чарӑнасса темрен те ытларах кӗтет ӗнтӗ вӑл.

Дороги братьев растекались врозь: гнула Григория война, высасывала с лица румянец, красила его желчью, не чаял конца войны дождаться.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей ҫав вӑхӑтра Ирина сӑнне пӑхса савӑнса пынӑ — Ирина пичӗ кӑмӑллӑ та хитре, ӑслӑ куҫӗсем яланах темрен сыхӑ тӑнӑ пек йӑлтӑртатнӑ; икӗ хулӑн ҫивӗтлӗ пуҫӗ ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ курӑннӑ.

В это время Сергей любовался лицом Ирины — таким простым и милым, ее строгими, всегда как-то тревожно блестевшими глазами; ее голова с двумия толстыми косами смотрелась высоко и гордо.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лайӑх ӑйӑр вара, темрен те хаклӑ айӑр!

Там жеребец — цены нету!

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, хӑйӗн чӗри айӗнче ҫӗклесе ҫӳрекен ача Григорирен иккенне лешӗ ӗненмесрен хӑраса, каламасӑр пытарса пурӑннӑччӗ, вӑхӑтран вӑхӑта теме кӗтсе, темрен шикленсе, хуйхӑпала шӑлтах сарӑха-сарӑха супнӑччӗ.

Она скрывала, боясь, что Григорий не поверит в то, что его ребенка носит она под сердцем, желтела от подступавшей временами тоски и боязни, чего-то выжидала.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза кӑшт чӗнмесӗр тӑчӗ те, темрен кулса: — Сирӗн туй пулнӑ темеҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Лиза помолчала и, чему-то улыбаясь, спросила: — Ведь у вас какая-то свадьба была?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юлашкине пусса лапчӑтрӗ, кӗпе ҫухавине тӳмелерӗ, унтан, темрен хӑранӑ пек пулса, каллех вӗҫерсе ячӗ…

Последнюю раздавил, застегнул воротник рубахи и, словно испугавшись чего-то, снова расстегнул…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑши куҫ лампи, темрен хӑранӑ пек, пӗрре чӗтренсе илетчӗ, тепре хытӑрах хыпса илсе пирӗн пӳрт ӑшчиккине ҫутататчӗ.

Каганец, дрожа и вспыхивая, как бы пугаясь чего, светил нам в хате.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed