Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмен (тĕпĕ: сис) more information about the word form can be found here.
Мӑкран, курӑк тунисенчен тата лаша ҫилхи-хӳринчи хӗлӗхсенчен тунӑ ҫӑмха ӑшӗнче канӑҫлӑ йӑва пур иккенне вӗсем сисмен те.

Им и в голову не приходило, что в этом клубке было уютное круглое гнездо из мха, стебельков травы и крепкого конского волоса.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Ку тарана ҫитсе те ун ҫине никам та ҫапла пӑхманччӗ, анчах вӑл Федьӑн хӑйпе юлташла хӑнӑхнӑ юратусӑр пуҫне, акӑ халь унӑн куҫӗсенчен пӑхакан урӑх юрату пуррине сисмен.

Так не смотрел на нее еще никто, но она совсем не подозревала, что, кроме привычной для нее и такой простой любви-дружбы, у Феди была еще и другая любовь, вот эта, которая смотрела сейчас на нее из его глаз.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эп сисмен хушӑра тем хыпса ҫӑтман-ши вӑл?

Может, она что-то проглотила, пока я не заметил.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Хуллен пуҫтарӑнса, йӑпшӑнса, хатӗрленсе пычӗ те сисмен хушӑра хайхи-майхине чӗрни хушшине хӗстерсе те хучӗ.

Незаметно сгруппировалась, подкралась осторожно и в один миг прижала супостата меж коготков.

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

Пулеметчиксене сисмен ҫӗртен пырса тапӑнасси пулмарӗ.

Пулеметчиков захватить врасплох не удалось.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтменччӗ сире, темскер шухӑша кайрӑм та, эсир пӳрте кӗнине те сисмен… — терӗ Аксинья, ним калама аптӑраса.

Не ждала я вас, задумалась что-то и не слыхала, как вы вошли… — растерянно проговорила Аксинья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Артамонов та ӑна сисмен пек пулса ун хыҫҫӑн кайрӗ.

Артамонов тоже сделал равнодушное лицо и пошел следом.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Хӑй ҫапах та ӑна сисмен пек пулчӗ, пусма патнелле васкамасӑр пычӗ.

Но он сделал равнодушное лицо и неторопливо направился к лестнице.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Вулать-вулать, сисмен те — кун иртсе кайнӑ.

Удивляясь под конец дня быстротечности времени.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хӗрлисем Мӑн Кӑрмӑк сотни патне сисмен ҫӗртен пырса тухрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав каҫ казаксенчен чылайӑшӗ ӗҫкӗ-ҫикӗре пулчӗ.

Громковская сотня была застигнута врасплох, так как большинство казаков в эту ночь гуляло.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Степан, ӑна шеллесе, нимӗн те сисмен пек турӗ, — сӑмаха хуҫалӑх ҫине пӑрса ячӗ, хутортан каяс умӗн килти япаласенчен мӗн-мӗн пытарса ӗлкӗрни тата тӗплӗ пытарнипе пытарманни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Степан, щадя ее, сделал вид, что ничего не заметил, — перевел разговор на хозяйство, стал расспрашивать, что из имущества успела спрятать перед уходом из дому и надежно ли спрятала.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Коммунист вӗт эсӗ, ӑна сисмен ҫӗртен тапӑнма юрамасть сан — вӑл хӑй пурнӑҫра яланах вӑрӑ пек йӑпшӑнса ҫӳрет вӗт, эсӗ вара ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче, тӳрӗ кӑмӑлпа питле!

Ты же коммунист, и негоже тебе нападать на него из-за угла, со спины — это он всегда крадется по жизни как вор, а ты бей его на виду у всех, по-честному.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫакна пачах сисмен лейтенанта питрен пӑхса илнӗ те, ӑна тав тума та мансах, айккинелле, хыр йӗппи тӑкӑннипе шуҫлакланнӑ сукмакпа тӑвалла чупнӑ.

Искушение было настолько сильным, что, взглянув в лицо ничего не подозревавшего лейтенанта, забыв даже поблагодарить его, она кинулась прочь, вверх по скользкой от хвойной осыпи тропинке.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсене ҫакӑн пек ҫиелтен ҫеҫ пӗлнипе эпир, тӗрӗссипе, анлӑ та йышлӑ активран уйрӑлса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вун-вун ик ҫынтан тӑракан паллӑ ушкӑнпа ӗҫлесси кашни кун ҫӗнӗ ҫынсем шырассинчен, нимӗнпе те уйрӑлса тӑман пӗр-пӗр сӑпай ҫынра вӑл хӑй те сисмен пултарулӑх шыраса тупассинчен чылай ҫӑмӑл ҫав…

Ведь такими поверхностными представлениями о людях мы, по существу, отгораживаемся от широкого и многочисленного актива, потому что куда удобнее работать с ограниченным кругом в десяток человек, чем изо дня в день искать новых людей, открывать в незаметном и скромном труженике даже им самим не подозреваемые способности…»

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер кунӗпе савӑнӑҫлӑ ҫӳрерӗ вӑл, эппин, ӗнтӗ чунӗ нимӗн те сисмен унӑн!

Он вчера весь день был веселый такой, значится, сердце его ничего ему не могло подсказать!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунти вырӑнсене питӗ аван пӗлнӗ май, вӗсем майлӑ вӑхӑтра яланах юланутлӑ сотньӑсене пӗр сисмен ҫӗртен хӗрлисен флангӗсене е тылне кӗртсе яма, вӗсен наступленине чарса малалла кайма чӑрмантарма тӑрӑшрӗҫ.

Прекрасно зная местность, они не теряли случая незаметно перебрасывать конные сотни по балкам во фланги и тыл противника, постоянно грозить ему и парализовать его дальнейшее продвижение.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чикаркка туртса ячӗ те, типӗ илепер курӑкне июнь кунӗсен тутлӑ шӑрши ҫапакан утӑ ҫине пичӗпе выртса, сисмен ҫӗртенех ҫывӑрса кайрӗ.

Покурив, уткнулся лицом в сено, пропахшее сухим донником и сладостным куревом июньских дней, незаметно уснул.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрҫӑ тарӑхтарса тӑвӑнтарни малтанах сотньӑсемпе полксем тӑрӑх пӗчӗкҫӗ юханшывсем пек шӗпӗлтетсе юхнине, унтан сисмен ҫӗртенех хӑватлӑ юхӑма пӗрлешнине Григорий ҫийӗнчех асӑрхаймарӗ.

Проглядел Григорий, как недовольство войной, вначале журчившееся по сотням и полкам мельчайшими ручейками, неприметно слилось в могущественный поток.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Салтакӗсем ывӑннине сисмен пек пулнӑ.

Делает вид, что не замечает солдатской усталости.

Куҫни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫака унӑн пуҫне сисмен ҫӗртен, сарӑмсӑр пырса кӗчӗ.

Эта мысль зацепилась походя, мельком.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed