Шырав
Шырав ĕçĕ:
Боянӑпа иккӗшӗн ҫумӗнче ларакан йывӑҫа пырса лекекен пульӑсем юр ҫине сирпӗнсе ӳкнине асӑрхамасӑр, Уча чухӑммӑнах тӗллет те перет.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кок апат хатӗрлеме хӑтланса пӑхрӗ, анчах кастрюль хӑй вырӑнӗнчен сирпӗнсе тухса ӳкрӗ, примус ҫине шӳрпе тӑкӑнчӗ.Кок пытался приготовить обед, но кастрюлю вырвало из гнезда, и примус захлебнулся в борще.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Хушӑран-хушӑран, «Хӑюллин» сӑмси айӗнчен тенӗ пекех, ҫуначӗсене хачӑ евӗр сарса, хӑраса ӳкнӗ топориксем сирпӗнсе тухаҫҫӗ.Порой из-под самого носа «Смелого», работая крыльями, точно ножницами, вырывался испуганный топорок.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Епле сехремӗрсене хӑпартнӑччӗ пирӗнне Шӗшлӗ, пӗррех мӗкӗрттерсе кӑшкӑрса янӑччӗ те, хӑмла ҫырли хушшиичен пуля пек сирпӗнсе тухса тепӗр ҫырана тарса ӳксен тин чун пырса кӗнӗччӗ вӗт иксӗмӗре те.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑ сирӗн будка чӳречин кӗленчисем сирпӗнсе кайрӗҫ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Камера тӗлӗнмелле хӑватлӑн кӗрлет: халех акӑ унӑн стенисем ишӗлсе анассӑн, алӑкӗ сирпӗнсе каяссӑн, вара унти ҫынсем коридора персе тухассӑн туйӑнать.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унтан вӑл перчеткине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, вара ун сигналӗпе надзирательсем иккӗшӗ те коридора сирпӗнсе тухрӗҫ те алӑка шалт хупса лартрӗҫ.Затем он поднял перчатку, и по его сигналу оба надзирателя выскочили в коридор и захлопнули двери.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пукан тимӗр алӑк ҫумне вирлӗн пырса ҫапӑнса чӑл-пар! сирпӗнсе кайрӗ.Табуретка с силой ударилась о кованое железо и разлетелась вдребезги.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӳлӗмӗнчен сирпӗнсе тухнӑ хыҫҫӑн, Лодка нимӗн чӗнмесӗр аялалла чӑмрӗ, килхушшинелле хӑвӑрт чупса тухрӗ, анчах килхушши тӑрӑх, тӗттӗмре такӑнса ҫара урисене ыраттарасран е шӑрпӑк тирӗнтересрен хӑраса, асӑрханса утса пычӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Е-епле сирпӗнсе тухса кайрӗ хӑй, а па-аччушки!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пусма картлашкисем тӑрӑх сиккипе чупса улӑхса, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне сирпӗнсе кӗрсе тӑчӗ, алӑкне ҫӑраҫҫипех питӗрсе илчӗ, кровать пуҫӗнчен ярса тытрӗ те, тарӑннӑн сывласа ячӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Моряк юри тенӗ пекех Столыгин хуҫалӑхӗн ырлӑхӗшӗн упранса юлнӑ тейӗн; Чесма патӗнче темле карап сирпӗнсе аркансан, вӑл сывлӑша вӑркӑннӑ, суранланса, ҫӗмӗрӗлсе, лутӑрканса пӗтнӗ; ҫапах та, сулахай алли вырӑнне пушӑ ҫанӑ ҫеҫ юлнӑ, пӗр хӑлхи ҫук, янах шӑммине ҫыхса лартнӑ пулин те, хирургире сайра тӗл пулакан ҫак ҫын ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлеме пултарнӑ, кунпа пӗрлех унӑн яланхи чикесӗр тарӑхӗ, ырханлӑхпа ҫиллеслӗхе пула пӗркеленнӗ пичӗ упранса юлнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Сасартӑк пуҫ ҫаврӑнса кайӗ те сирпӗнсе юлӑп.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Акӑ Ильсеяр такӑнчӗ те тӗмеске урлӑ сирпӗнсе кайрӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ухват ураллӑ латака староста, хӗп-хӗрлӗ, кӑшт тӗкӗнсенех юн сирпӗнсе тухас пек сӑн-питлӗскер, хӗсӗк симӗс куҫӗсемпе Мэрдан ҫине шӑтарасла пӑхса, ун умнех пырса тӑнӑ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кӗҫех ҫулӑм ялкӑшма тытӑнать, флигель тӑрринелле кармаша пуҫлать, хура тӗтӗмпе пӗрле хӗмсем сирпӗнсе ҫӗкленеҫҫӗ.Пламя вспыхнуло, вскинулся к крыше столб чёрного дыма и искр.
Семянников заводӗнчи пӑлхав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шатунсем пӗр чарӑнмасӑр ҫӳреҫҫӗ, вӗри пӑс пайӑркисем клапансенчен шӑхӑра-шӑхӑра сирпӗнсе тухаҫҫӗ.Шатуны без остановки ходили, горячие струйки пара со свистом вырывались из клапанов.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чупса пыраҫҫӗ те ҫырантан тӳрех хумсем ӑшне чӑмаҫҫӗ, йӗри-тавралла шыв фонтанӗ ҫеҫ сирпӗнсе тӑрать.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Сасартӑк вӑрмантан грузовой машина сирпӗнсе тухрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сасартӑк ҫул хӗрринче тем япала, пысӑкскер, тӗмесем хушшине сирпӗнсе кӗнӗн туйӑнса кайрӗ.И вдруг почудилось нам: возле дороги что-то большое, вроде медведь, в кусты шарахнулось.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.