Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫав ҫӗрлех, сассӑр шумалли занятисем вӑхӑтӗнче, Феоктистов хытӑ ӳсӗрме пуҫланӑ, Малтанах Травкин кун ҫине ҫаврӑнса пӑхман, анчах Феоктистов каллех ӳсӗре пуҫласан, лейтенант йӑлтах ӑнланса илнӗ: Феоктистов юриех сивӗпе шӑнса пӑсӑлма тӑрӑшнӑ-мӗн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫарату уйрӑммӑнах хӗл кунӗсем ҫитсен пуҫланнӑ: ӑшӑ тумтирсӗр нимӗҫ ҫарӗ сивӗпе нушаланнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗрлӗ пуҫлӑ сӑрӑ ҫирӗктӑррисем сивӗпе хытнӑ туратсем хушшипе юлашки шӑннӑ пилешсене хӑвӑрттӑн сӑхкаласа, явӑнса ҫӳреҫҫӗ, янӑравлӑн чӗвӗлтетеҫҫӗ:
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Соня чӗнмерӗ, хытса кайнӑ пек пӗр вырӑнта тӑчӗ, Виктор ун ҫумне сӗртӗнме пуҫласан ҫеҫ вӑл чӗтресе илчӗ, анчах сивӗпе шӑннӑ чухнехи пек мар, темле ӑш вӑрканӑ чухнехи пек йывӑррӑн чӗтрерӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Снаряд блиндаж кӗтессине лекрӗ, накатникӑн ҫиелти пӗренисене ывӑткаласа пӗтерчӗ, аялти ретсенчен пӗрине вара нар патне ҫитиех антарса лартрӗ, кӗтесри шӑтӑк витӗр хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнса кайрӗ, блиндажа сивӗпе тӗтӗм йӳҫҫи кӗрсе тулчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсем ӗнтӗ сивӗпе аптӑрама пуҫланӑ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Жунь-ту пуҫӗнче ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗҫҫе ҫӗлӗк, ҫине ватка хурса ҫӗлетнӗ ҫӳхе куртка тӑхӑннӑ, хӑй сивӗпе чӗтрет, аллине хут тӗрки тата вӑрӑм трубка тытнӑ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Поселокра ялан ҫак сехетре алӑксем, калинккасем уҫӑлса хупӑнни, патрульсем сивӗпе шӑнса пӑсӑлнӑ сассисемпе пӗрне пӗри аякран кӑшкӑрса чӗнни, ӑшӑтнӑ чух грузовик моторӗсем кӗрлени илтӗннӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Амӑшӗ пальтине тӳмелесе ҫӳреме хушрӗ пулсан та, сивӗпе шӑнса пӑсӑласса пӑхмасӑр, галстукне пурте курччӑр тесе килхушшинче Володя йӳле ҫӳрет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫаплах сывалаймастӑп: сивӗпе чӗтретӗп, хӗллехи пек шӑнтать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сивӗпе чӗтренсе тата йӗпенчӗклӗн хутланса, Егорушка лачкам йӗпеннӗ пальтине хывса пӑрахрӗ, унтан, урисемпе аллисене саркаласа, хускалмасӑр тӑчӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл халӗ сӑхсӑхмарӗ, мучие те чӗнмерӗ, амӑшӗ ҫинчен те шухӑшламарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр хӑҫан та пулин чарӑнассине шанма пӑрахса, сивӗпе шӑннӑҫемӗн шӑнса кӑна пычӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка вӑраннине асӑрхасан, ун ҫийӗ вӑл сивӗпе ӗнтӗркевӗ чухнехи пек пӑхса илчӗ те: — А, вӑрантӑн-и-ха, маттурскер? Иван Ивановичӑн ачи-и эсӗ? — терӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑнтӑр ҫутинче Огнянов чӑтлӑх вӑрманпа та бук кати тӑрӑх иртсе пычӗ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче тискер кайӑк пек канса ҫывӑркаларӗ, сӗм ҫӗрлехи каҫсенче Балканӑн юрпа пӗркеннӗ тӑрринчен анакан сивӗпе ӗнтӗркесе те ҫумӑрпа шапарса, иртес ҫулне суйламасӑр урлӑ-пирлӗ кумрӗ, малалла утас вырӑнне хушӑран каялла та ҫаврӑнмалла пулса тухрӗ.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унта сивӗпе пӗтӗмпех ҫыпҫӑнать пулсан, апла пыршӑ-пакарта пӑтранса кайма та пултарать, е покойнӗк Харитонӑнни пек, нерв купарчи пӑсӑлать.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫуна ҫинче сехет ларатӑн та, сивӗпе шӑнса, ӑшра пӗр пырши теприн ҫумне ҫыпҫӑнать.Час посидишь в санях, и от холоду в нутре кишка к кишке примерзает.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Патраклантӑм эпӗ, сивӗпе шӑнакан пултӑм, пӗр сӑмахпа — сывлӑхран чухӑнлантӑм.Трухлявый я стал, зябкий на мороз, словом — обнищал здоровьишком.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сивӗпе хӑнтӑрканӑ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сивӗпе пасарнӑ кантӑксем витӗр тултан шупка хӗрлӗ ӗнтрӗк ҫути сӑрхӑнса кӗрет.В запушенные изморозью окна точился розовый сумеречный свет.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗвел хаяр сивӗпе шап-шурӑ шуралса ҫӗкленет.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959