Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хай ҫине ҫичӗ мӑшӑр куҫ шӑтарас пек пӑхнине, пӗрисем — тӗлӗнсе, теприсем — йӗрӗнсе пӑхнине сиссен чӗтренсе илчӗ, вара: — …Ӳлӗм вара — ҫак адреса маннӑ пулӑр, — терӗ.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗрисем партизансен крайне каялла кайма; теприсем — ҫакӑнтах тӑма, виҫҫӗмӗшӗсем — малалла кайма, аэродромсем хатӗрлеме, каллех самолётсем килессе кӗтме сӗнчӗҫ.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрисем уҫланкӑна чупса кайрӗҫ, ешӗл курӑк ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ; Ленька вара ҫав вӑхӑтра хӑй мӗн курни-илтни тата мӗнле йывӑрлӑхсем тӳссе ирттерни ҫинчен Митяя пӗтӗмпех йӗркипе каласа пама пуҫларӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Перевичи тавра вара партизансен бригадинчи отрядсем — пӗрисем ҫывӑхрах, теприсем инҫерех вырнаҫнӑ.Вокруг Паревичей — одни ближе, другие дальше — обосновались и остальные отряды партизанской бригады.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Присяга айне алӑ пусас умӗн, пӗрисем «смирно» команда пулнӑ чухнехи пек туп-тӳрӗ тӑраҫҫӗ, теприсем тата, ҫӗлӗкӗсене хывса, ҫара пуҫанах алӑ пусаҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрисем сӗтел умӗнче лараҫҫӗ, автоматсем тасатаҫҫӗ, теприсем темскер ҫӗлеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем тата, чӗркуҫҫи ҫине хутланса ларса, алюмини котелоксенчен апат ҫиеҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку таврара халӗ темӗн тӗрлӗ ҫын та ҫӳрет: пӗрисем, тыткӑнтан тарса тухса, фронт еннелле каяҫҫӗ, — кусем пурте пекех ҫар тумӗ тӑхӑннӑ; теприсем тата, Лукино ҫыннисем пӗр вӑхӑтра ялтан тухса тарнӑ пек, вӑрманалла тараҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрисем «рабочисемпе хресченсен патшалӑхӗ» тес вырӑнне «ӗҫ ҫыннисен патшалӑхӗ» теме сӗнеҫҫӗ.Одни предлагают вместо слов «государство рабочих и крестьян» сказать: «государство трудящихся».
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Буржуаллӑ конституцисем яланах граждансен прависене ятне туса ҫырса хунипе чарӑнаҫҫӗ, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли условисем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсем ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ, граждансен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах хуҫапа рабочи хушшинче, помещикпа хресчен хушшинче чӑн-чӑн пӗртанлӑх пулма пултарайманнине, — пӗрисен пуянлӑх тата обществӑра политикӑллӑ вӑй пуррине, теприсен вӑл та, ку та ҫуккине, пӗрисем эксплуататӑрсем пулнине, теприсем эксплуатаци айӗнче пулнине — манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Пӗрисем вӗриленсех сӳтсе яваҫҫӗ, теприсем тавлашса укҫа е япала хураҫҫӗ; анчах та кунта чӗререн, ним хускалмасӑр пӑхса тӑракансем ытларах, кун пек ҫынсем тӗнчери мӗнпур япала ҫине, ҫут тӗнчере пулса иртекен мӗнпур ӗҫ ҫине хӑйсен сӑмси шӑтӑкне пӳрнепе чакаласа ҫеҫ пӑхса тӑраҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗрисем разведкӑна кайнӑ, ҫулсем ҫине минӑсем хунӑ, кӗперсене сывлӑша сирпӗтнӗ, теприсем тата завода кайнӑ, станоксем умне тӑнӑ, тракторсемпе ӗҫленӗ е тата шкулсенче тӑрӑшса вӗреннӗ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрисем ҫапӑҫура ывӑнса канма вырӑнаҫрӗҫ, теприсем хӑйсен суранӗсем ҫине тӑпра хураҫҫӗ, вӗсене ҫыхса лартма вилнӗ тӑшман ҫийӗнчен сӳсе илнӗ тутӑрсемпе хаклӑ тумтире ҫураҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кусем ӗнте пӗрисем хӑйсен червонецӗпе, теприсем король хыснипе тата теприсем жидсен укҫипе, е аслашшӗсен замокӗсенчи мӗнпур пурлӑха сутса хӗҫпӑшалланнӑ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсенчен пӗрисем, ҫыхса пӑрахнӑскерсем, тӑшман патӗнче ҫеҫ вӑраннӑ, теприсем вӑранмасӑрах нӳрӗ ҫӗре кӗнӗ, Хлиб атамана хӑйне ляхсем шӑлаварсӑр тата ҫиелти тумтирӗсӗрех хӑйсен станне илсе кайнӑ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Урапасем ҫывӑхӗнче, урапасем айӗнче тата урапасенчен нумай аякра курӑк ҫинче пур ҫӗрте запорожецсем выртаҫҫӗ, вӗсем пурте илемлӗ ҫывӑраҫҫӗ: пӗрисем пуҫ айне ҫапнӑ кӗлте, тӗприсем ҫӗлӗк хунӑ, тӗприсем пуҫӗсене юлташӗсен айӑк пӗрчи ҫине хунӑ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Пӗтӗмпех пӑтрашӑнса кайрӗ: пӗрисем вӑкӑрсемпе плугсене пӑрахса утсем ҫине утланчӗҫ те, хӗҫпӑшал илсе полксене ҫитрӗҫ; тӗприсем выльӑхсене хӑваласа кайса тата мӗн йӑтса тухма май пуррине йӑтса тухса пытанса пӗтрӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗрисем урапа тукӑнӗсене юсаҫҫӗ тата ҫӗнӗ тӗнӗлсем лартаҫҫӗ; тӗприсем лавсем ҫине апат-ҫимӗҫ тултарнӑ михӗсем йӑтаҫҫӗ, хӑшпӗр лавсем ҫине хӗҫпӑшал тиеҫҫӗ; теприсем утсемпе вӑкӑрсем валли юрӑхлӑ хӑмӑт-пӑяв хатӗрлеҫҫӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Кукубенкона суйлас!» кӑшкӑрнӑ пӗрисем.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем пӗр ӗне ҫиеле тухичченех ҫапӑҫнӑ, пӗрисем ҫиеле тухсан вара чарусӑр ӗҫкӗ пуҫланнӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.