Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр ҫинче ларакан Ҫӑрттан мучи, вырӑнтан та тапранаймасӑр, ун ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхрӗ, — кролик хӑйне пӑвса вӗлерме хатӗрленекен ҫӗлен ҫине пӑхнӑ пек пӑхрӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Щукарь хайхи чӑхха, чи хаяр пӑсара пекех, ҫӑтӑр-ҫатӑрах пӑвса вӗлерет те ӑна миххе пӗтерсе чикме тӑрать, анчах ҫав вӑхӑтра йӑваш сасӑ: «Чӑхсене хыпашласа ҫӳретӗн пулать?» — тесе ыйтнине илтех каять, унтан ҫатан карта хыҫӗнчен Краснокутов ҫӗкленсе тӑнине курать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Арку ҫинче ача йӑтса кил-ха акӑ, йӑтса кил анчах, — хам аллӑмпах пӑвса пӑрахӑп!Вот принеси мне в подоле, только принеси — своими руками задушу!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Выҫлӑхпа, хуҫалӑха юхӑнтарнипе, восстани тапратса янине пӑвса пӗтерӗпӗр большевиксене!
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫурма тӗттӗм пӳртре вӑл хӗрарӑмӑн ытла та хытӑ хӑранипе сӑнне ҫухатнӑ, макӑрса пӗтереймен куҫҫулӗпе шыҫӑннӑ куҫӗсене, пӑвса антӑхтарнипе хуралса кайнӑ сӑн-питне курать.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ ҫавӑн чух кӗҫех хама хам пиҫиххипе пӑвса вӗлереттӗм, — ак мӗнле!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Хӗрарӑм ӑна сасартӑк куҫӗсемпе ҫунтарса илсе, хӑй йынӑшса ярса, куҫӗсене хупса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ӳксен, унтан тӑна кӗрсе, ӑна пӑвса пӑрахас пекех, аллисемпе мӑйран ыталасан — вӑл, сехӗрленсе ӳксе, хӗрарӑмран тарнӑ пулӗччӗ…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла, хавхалануллӑ туйӑмсене чакармалла, пӑвса пӑрахмалла, авланса путармалла…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӑвса хурсан тата аванрах.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ӑҫтан тупӑнать иккен ҫак пыра пӑвса тухакан куҫҫуль, ҫак пӗчӗккӗ те пӑчӑ залра пӑшӑрханасси, хаяр пуласси ӑҫтан кӑна тупӑнать?
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак ҫурта ылтӑн тултарнӑ, подвалӗнче вара Паганкин купцана хӑйне пӑчлантарса вӗлернӗ, ҫав сакайне кӗрекен ҫынна вӑл пӑвса пӑрахать тесе каласа панӑччӗ мана Петя Сковородников.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах Лиза вырӑнне, куҫайӗн пӑхса, кӑшт ҫеҫ кникс туса, питне шуратнӑ, пилӗкне пӑвса ҫыхнӑ мисс Жаксон кӗнӗ те, Алексейӗн ҫар ҫыннилле хатӗрленсе тӑни ахалех пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унӑн яштака кӗлеткине нихӑҫан та ҫар мундирӗ пӑвса тӑрас мар пулсан, тата вӑл лаша ҫинче картинӑланса пырас вырӑнне хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне канцеляри хучӗсем ҫинче хутланса ларса ирттерес пулсан, чӑнтанах ӗнтӗ шел пулнӑ пулӗччӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чӑннипе каласан, эпӗ курнӑ пурнӑҫ пирӗн тӗрмери пурнӑҫ пекех пулнӑ; вӑл — йывӑр пусмӑр айӗнчи пурнӑҫ, пӗр вырӑнта пӑвса пӑрахма, пӗтерсе хума тӑрӑшакан, анчах тепӗр вырӑнта ҫӗршер хунав ярса тухакан пурнӑҫ, вилӗмрен вӑйлӑрах пурнӑҫ пулнӑ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Алексей хӑйӗн урисем малтанхинчен ҫӳлерех ыратнине, тата малтанхи пек вӗриленсе, туртса мар, темле мӑкан, сӳрӗккӗн, чӗркуҫҫисенчен ҫӳлерехрен кантрапа пӑвса ҫыхса лартнӑ пек ыратнине туйрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тепре курсан пӑвса пӑрахап эп ӑна, манран никам та кун пек кулманччӗ-ха…При следующей встрече я задушу её, никто ещё надо мной так не насмехался…
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӑвса прахсан мӗнле-ши, Евкень?
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Енчен те кӑсӑи пӳлӗмре пулнӑ пулсан Тамара ӑна минтерӗпе хупласа е пӑвса вӗлерӗччӗ те вӗт — лешӗ урам енче ҫав…
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Том ӑна чуптуса илнӗ, ҫавӑн чухне ӑна хӑйне такам пыртан пӑвса лартнӑ пекех пулнӑ.Том поцеловал Бекки, чувствуя, что клубок подкатывает у него к горлу.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.