Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнчи (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
Хӑй тин кӑна мӗн туса хунине халӗ те лайӑххӑн тавҫӑраймасӑр, Дарья винтовкине ҫӗре пӑрахрӗ, ӳкнӗ ҫынна хирӗҫ ҫурӑмӗпе тӑчӗ те, аллине темле кансӗррӗн ҫӗклесе, пуҫӗнчи тутӑрне тӳрлетрӗ, тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркисене тутӑр айне майласа чикрӗ.

Дарья бросила винтовку, все еще не отдавая себе ясного отчета в том, что она только что совершила, повернулась спиной к упавшему и неестественным в своей обыденной простоте жестом поправила головной платок, подобрала выбившиеся волосы.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тӑнсӑр выртакан карчӑкӗ патне пымарӗ, инҫетренех кукша пуҫӗнчи тӗсӗ кайнӑ казак карттусне хывса тытса, Петропа унӑн юлташне хирӗҫ тӳп-тӳрӗ утса кайрӗ.

Он не подошел к поверженной в прах старухе, а прямиком направился к Петру и его спутнику, издали снял с лысой головы свою выцветшую казачью фуражку.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ ӑна аллисене сарса кӗтсе илӗ те, вилнӗ ывӑлӗшӗн нумай хушӑ хӳхле-хӳхле, хӑйӗн кӑвак пуҫӗнчи тӑрмаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисене тӑпӑлтарӗ.

Встретит его мать, всплеснув руками, и долго будет голосить по мертвому, рвать из седой головы космы волос.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.

Пантелея Прокофьевича с ног шибануло при взгляде на свата: под распахнутой шубой у того виднелись все кресты и регалии за турецкую войну, красные петлички вызывающе сияли на стоячем воротнике старинного мундира, старчески обвисшие шаровары с лампасами были аккуратно заправлены в белые чулки, а на голове по самые восковые крупные уши надвинут картуз с кокардой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ку тата мӗне пӗлтерет? — шалт тӗлӗнсе ыйтрӗ те Пантелей Прокофьевич пуҫӗнчи ҫӗлӗкне те алла хывса тытрӗ.

— Это что же такое? — в совершенном изумлении спросил Пантелей Прокофьевич и даже треух снял.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанах вӑл сулхӑнра выртнӑ пулмалла, анчах хӗвел мӗлкесене айккинелле шутарнӑ та халӗ унӑн ҫара пуҫӗнчи утӑ ванчӑкӗпе ҫӳпленнӗ кӑтра ҫӳҫне ним шелсӗр вӗтелентерет.

Он, наверное, прежде лежал в холодке, но солнце передвинуло тени и теперь палило его обнаженные курчавые волосы, посыпанные сенной трухой.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавраҫил Кошевой пуҫӗнчи йӗпе карттуса сӳсе кайрӗ, вӑйпах ӑна йӗнер пӗкечи ҫинелле тӗршӗнтерчӗ.

Вихрь сорвал с головы Кошевого мокрую фуражку, с силой пригнул его к луке седла.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишкӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе кайрӗ, пуҫӗнчи шухӑшсем, ҫӑлӑнӑҫ шыраса, пахматсӑррӑн вӗткеленсе чупрӗҫ.

Мишка похолодел, и мысль его, ища выхода, заметалась отчаянно.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, чӗнмесӗр пычӗ-пычӗ те, пируса ҫӑтӑхса ҫитнӗ пек хӑвӑрт туртса ярса, хӑйӗн пуҫӗнчи вӑрттӑн шухӑшне уҫса пачӗ:

И, помолчав, жадно выкурив папироску, высказал затаенную мысль:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйпе пӗрле вӑл арӑмне — те украинкӑна, те полячкӑна — тата алӑри ачине илсе килнӗ; пурӑнма площадьри тӑватӑ пӳлӗмлӗ пысӑках мар ҫурта йышӑннӑ; пуҫӗнчи темӗнле вӑрттӑн шухӑшӗсене эпеклесе, ҫавӑнта хӗл каҫнӑ.

Привез с собой жену, не то украинку, не то польку, и ребенка; поселился на площади в небольшом о четырех комнатах домике, зиму прожил, вынашивая какие-то неведомые планы.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул айккипе Корниловски полк командирӗ капитан Неженцевпа Преображенски гвардейски полк командирӗ пулнӑ подполковник Кутепов иртсе пыраҫҫӗ; Кутеповӗ шинельне йӳле янӑ, пуҫӗнчи карттусне нӑкӑ-нӑкӑ ӗнси хыҫнелле шутарса лартнӑ.

Сбоку от дороги прошли командир Корниловского полка капитан Неженцев и бывший командир Преображенского гвардейского полка полковник Кутепов, в распахнутой шинели и сбитой на крутой затылок фуражке.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, шӑлне ҫыртса, унӑн ҫири кӗпи-йӗмӗсене улӑштарса тӑчӗ, вӗриленсе кайнӑ пуҫӗнчи пыйтӑ-шӑркасене тураса иртрӗ, чул пек йывӑр кӗлеткене енчен енне ҫавӑрса вырттарчӗ тата тусӗн кӗҫ-вӗҫ сӳнсе ларас шек хаклӑ пурнӑҫне упраса тӑракан хыткан та ҫара ӳчӗ ҫине хӑраса та йӗрӗнсе, вӑрттӑн сӑнакаласа пӑхрӗ.

Стиснув зубы, меняла на нем белье, вычесывала из горячей головы паразитов, переворачивала каменно-тяжелое тело и, содрогаясь, с отвращением смотрела украдкой на его голое исхудавшее тело мужчины — на оболочку, под которой чуть теплилась дорогая жизнь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич кил хушшинче утсене шӑварса аппаланчӗ; пилӗкӗнчи хӗрлӗ пиҫиххипе пуҫӗнчи хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫӗлӗкне пула хӑй те хӑмач пек курӑнаканскер, вӑл ҫуна йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн лӑкӑштатса ҫӳрет.

Во дворе Пантелей Прокофьевич распрягал лошадей, хромал вокруг саней, алея красным кушаком и верхом треуха.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫӗнчи ҫӗлӗкне хӑвӑрт хывса тытса, аллинче лутӑркаса пычӗ.

Он сорвал с головы шапку, смял в кулаке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пуҫӗнчи пӑтранчӑк шухӑшсен вӗҫне-хӗрне тупса ҫитерме, тем пирки тӗплӗн шухӑшласа пӑхса татӑклӑ шут тытма тӗрмешрӗ.

Мучительно старался разобраться в сумятице мыслей, продумать что-то, решить.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирина пуҫӗнчи шел тутӑрне тӳрлетрӗ те пуҫне ҫӳле тытса лавсем патнелле утрӗ.

Ирина оправила на голове шаль и, высоко подняв голову, пошла к обозу.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак вӑхӑтра Фомин, пуҫӗнчи ҫӗлӗкне хывса, ун ӑшӗнчен лутӑрканса пӗтнӗ табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ.

В это время Фомин, сняв папаху, доставал оттуда потрепанный кисет.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫил Григорий пуҫӗнчи карттуса сӳсе пӑрахать, ҫӳҫ тӗпеке куҫӗ ҫине усӑнса анать.

Ветер сорвал с Григория фуражку, кинул на глаза чуб.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лешӗ, сулахай аллипе пуҫӗнчи карттусне хывса, кӑшт пӗшкӗнчӗ те Валетӑн типшӗм хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ.

Тот снял левой рукой фуражку и нагнулся, обнимая сухонькие плечи Валета.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ниловна пуҫӗнчи тутрине салтрӗ те, погонӗсене тутӑрпа чӗркерӗ, кӑвакарчӑн хӑй йӑвине аннӑ пек, ывӑлӗ ҫумне таянса, аллипе унӑн арпашӑннӑ ҫӳҫне ачашлама пуҫларӗ, унтан ҫитӗнсе ҫитнӗ тӗксӗмрех пичӗ ҫине, ҫамки урлах выртакан ҫӑра куҫхаршийӗсем ҫине савӑнса пӑхрӗ.

Ниловна сняла с головы платок, завернула в него погоны и тотчас приникла к сыну, гладила рукой его вихрастую голову, любовалась смуглым возмужалым лицом, жесткой, во весь лоб, стежкой бровей.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed