Шырав
Шырав ĕçĕ:
пророк the word is in our database.
10. Моисей пек пророк Израилӗн урӑх пулман: Ҫӳлхуҫа унпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ, 11. Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӑл Египет ҫӗрӗнче фараонпа унӑн мӗнпур чури тӗлӗшӗнчен, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ тӗлӗшӗнчен паллӑсемпе кӗтретсем нумай кӑтартнӑ, 12. пӗтӗм Израиль умӗнче аслӑ кӗтретсем тунӑ, алли хӑватлӑ пулнӑ унӑн.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр; 16. мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей ӑна каланӑ: эсӗ маншӑн кӗвӗҫместӗн-и? эх, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ ҫине Хӑйӗн Сывлӑшне яринччӗ, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн пур ҫынни те пророк пулинччӗ! тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне Мариам пророк, Аарон аппӑшӗ, аллине тӳнкӗр тытнӑ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм хӗрарӑм тӳнкӗр ҫапса, хӗпӗртесе-савӑнса тухнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7. халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.