Шырав
Шырав ĕçĕ:
Янтул сӑнасарах пӑхрӗ те ун ҫине ӗнер хӑйне ял хушшинче ҫул панӑ старике палласа илчӗ.В котором Яндул узнал путника, уступившего вчера ему дорогу.
Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӑна палласа илсе сасартӑк пӑрӑнма тӑчӗ те вӑл хӑйӗн урисемпе ҫыхланса ӳкрӗ.Узнав Яндула, старик попятился и, запутавшись в собственных ногах, повалился наземь…
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫамрӑксене халь чӑн та палласа пӗтереймӗн.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫынни ҫук та пек, куҫӗсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ та Янтула палласа илме хӑтланнӑ евӗр тӗмсӗлсе пӑхаҫҫӗ.Человека будто и нет, одни глаза, и они пытаются признать в нем… Яндула!
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пурне те юнашар лартса калаҫӗччӗ, вӗсен калавӗсене итлӗччӗ — кам та пулин хӑйне палласа илесрен хӑрать.Присесть бы с ними рядом, поговорить да послушать, но боится быть узнанным.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӑхрӗ те Янтул — хулари полици надзирателӗсене икӗ ханттара палласа илчӗ.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл ӑна лайӑхах палласа юлчӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Гаврик тата тинкеререх пӑхрӗ, — хӑйӗн амӑшне палласа илчӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Мошенниксен шӑнкӑравне мӗнлерех палласа илме пулать?
Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/
Ертсе пыракан органсенче тӑрӑшнисем ҫеҫ мар, ялсенчи лавккасен сутуҫисем палласа илсе сывлӑх сунни маншӑн хаклӑ.
Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/
Ультӳҫ инкене курмасӑрах килтен пӑрахса тухса кайни, Савтепи: сивӗнни (ӗне хӑваласа пыракан хӗр Савтепи иккенне Ухтиван пӗрре пӑхсах палласа илнӗ), хаяр куҫлӑ шур старик, — пурте пӗр ҫӗре хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ, ӑс-тӑна путарса лартнӑ.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Анчах чӑвашсем Кушиле ҫич ҫухрӑмранах вӑл чӑваш иккенне палласа илеҫҫӗ.Но чуваши за семь верст определяют в нем своего кровного брата.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тепте ҫынни Василий Григорьев, хӑйсен ялӗнчи пек каласан — Салтак Ваҫҫи, Шуркассинче унччен те пулкаланӑ иккен, хапха умне тухса тӑнӑ Мултиер ӑна ҫийӗнчех палласа илчӗ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каҫран пыни темскер шыранӑ пек хӑтланса ҫӳрекен мӗлке ҫине пӑхрӗ те Яка Иллене палласа илчӗ.
Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑвакарма пуҫланӑ сывлӑшра вӗсем чӑнах та Яриле старикӗн ырхан кӗлеткине палласа илчӗҫ.В рассветном сумраке они в самом деле узнали «вора»: да, это был старик-бедняга Яриле.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӗрӗнкӗ пулсан та ҫын ӑсне ҫитерет: вӑл хуллен кӑна сӑнаса тӑрать, ушкӑнтан Лӗхтинккапа Шахруна палласа илет те лешсем тухса кайсан тин стараста патне чупать.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сулхӑн пулма чӳрече хупписене хупланӑ, ҫавӑнпа килнӗ ҫынсене Салакайӑк ҫийӗнчех палласа та илеймерӗ.Ставни в доме были закрыты от жары и от мух, и в полумраке Салагаик не различил лиц вошедших.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ыраттарнӑ курпунне сӑтӑркаласа ларакан Микки ӑна пур пӗрех палласа юлать: ҫамрӑк сутуҫӑ майра.
Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Курсан та тарса хӑтӑлатпӑр, никам та палласа юлаймасть.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Килсен виҫӗ кунтанах пӗтӗм яла палласа ҫитрӗ, — мухтанчӗ Яка Илле.— Вострый глаз у него, — похвалил Илле работника, — за три дня всю деревню узнал.
Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.