Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайне (тĕпĕ: пай) more information about the word form can be found here.
Хӑвӑрах пӗлетӗр, Российӑра мӗн пур хӑмла тупӑшӗнчен виҫҫӗмӗш пайне Чӑваш республики парать, а пӗлтер пирӗн республика пӑрҫа туса илес енӗпе пӗтӗм ҫӗршывӗпе мала тухрӗ!

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кайран вӗсен пайне хамӑра тасаттаратчӗҫ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ытларах пайне ятарлӑ палӑртнӑ министерствӑсем ӗҫлени вара куҫ кӗретех.

Help to translate

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Сантӑр, аша виҫӗ пая уйӑрса, пӗр пайне Ҫтаппан умне хучӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин фончӗн хавхалантару пайне валеҫекен комисси ӗҫ кӑтартӑвӗпе тухӑҫлӑхӗшӗн виҫӗ воспитателе пӗчӗк балл лартса пама йышӑннӑ.

В феврале 2021 года комиссия по распределению стимулирующей части фонда заработной платы выставила низкий балл трем воспитателям по показателям результативности и эффективности работы.

Янӑш шкулӗн директорне явап тыттарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33793.html

Ҫав шутран пысӑк пайне (62 процентне) тырӑпа пӑрҫа валли уйӑрнӑ.

Help to translate

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Тинӗс хумӗсем вӗсем шӑпах ҫав ланчашкана тӑкӑнса тӗнче тӑрӑх ыйткаласа ҫӳренӗ, хӑйсен ҫӗр пайне ҫурмалла актарнӑ ҫынсем пулаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗпе аслӑ ывӑлӗ урапан малти пайне ҫӗре лартрӗҫ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа Мирун, урапан икӗ енне тӑрса, унӑн малти пайне ҫӗклерӗҫ, сердешникӗ тӗнӗлрен тухса ҫӳлерех ҫӗкленсен, кӳлӗннӗ Сергей малалла утса кайрӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

1992 ҫулхи июньтен – район администрацийӗн вӗрентӳ пайне.

Help to translate

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ку вӑл – Чӑваш енри ҫынсен пӗр пайне, запасра тӑракан ҫынсен тата ҫар-учет специальноҫӗ пуррисене, мобилизацилесси; ҫар комиссариатне логистика тӗлӗшӗнчен пулӑшасси; ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакан граждансене пулӑшасси.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗн халӑхӑн пӗр пайне мобилизацилессине те, ятарлӑ ҫар операцийӗсен задачисене пурнӑҫлама промышленность комплексӗн ӗҫ-хӗлне тата лайӑхлатассине те ырласа йышӑннине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Паллах, ӑнӑҫу сире пулӑшать, анчах ӗҫсен пысӑк пайне хӑвӑрӑнах тума тивӗ.

Естественно, что хоть удача вам и поможет, но основную массу работы придётся сделать вам.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗрлӗрен кирлӗ темӑсене хускатрӗҫ: оборудовани туянма тӑкакланӑ укҫа-тенкӗ пайне тавӑрасси; социаллӑ предпринимательлӗх категорине лекекенсене тата ҫамрӑксене, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене тивекен ҫӑмӑллӑхсем тата ытти те.

Help to translate

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Ҫавӑнпа та, паян вӑхӑтӑн пысӑк пайне ӗҫ йышӑнать пулсан та, кашни пушӑ саманта ачасемпе ирттерме тӑрӑшмалла.

Help to translate

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Декрет отпускӗнчен полици пайне таврӑнсан та ҫывӑх ҫыннисене, тус-пӗлӗшӗсене пылак шедеврсемпе савӑнтарма пурпӗрех май тупӑнасса шанать полици капитанӗ.

Help to translate

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

Хӑвӑр тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана чӗнсе илсе ҫапла каларӗ: государь сирӗн енчи ҫӗрсен пӗр пайне Хусан патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Иван Шереметев княҫсене, шӑллӗпе пиччӗшне, Сӑр шывӗн вӑрринчи ҫӗрсене Воротынский пӗр тӑвансене памалла тунӑ терӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн ҫыннисен пӗр пайне тата Черемисинов отрядне хӑварса хан ҫӗр хута Новоград Свияжскине персе ҫитрӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмахран, вырӑнти саккунсемпе мобилизациленнисен шкулсенче вӗренекен ачисене икӗ хутчен тӳлевсӗр апат ҫитерме тата вӗсене уйӑхсеренех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2 пин тенкӗпе танлашакан стипендине уйӑрма, кружок-секцисенче хушма пӗлӗве тӳлевсӗрех пама, ача садике ҫӳренӗшӗн тӳлеврен хӑтарма, культурӑпа спорт организацийӗсенче ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, ҫемье членӗсене ӗҫ тупса пама тата социаллӑ пособисем валли документсем хатӗрлеме пулӑшма, яллӑ вырӑнсенче ҫурт туянма-лартма илнӗ кредит проценчӗсен пайне тавӑрма тата ытти мерӑсене пӑхнӑ.

Help to translate

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed