Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Малашне ӗнтӗ пӗрне-пӗри айӑплар мар; апла тӑвиччен тӑвана епле те пулин такӑнма е улталанма май парас марччӗ тесе шухӑшлӑр.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапла эпир, Христос вилӗмне асӑнса тӗне кӗрсе, Унпа пӗрле пытарӑннӑ; Христос Атте Турӑ мухтавӗпе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек, пирӗн те малашне ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнас пулать.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — Турӑ суйласа илнӗ хисеплӗ арӑмпа унӑн ачисене: эпӗ сире чӑннипе юрататӑп, сире пӗр эпӗ ҫеҫ юратмастӑп, чӑнлӑха пӗлсе ҫитнисем те пурте юратаҫҫӗ, 2. хамӑрта тӑракан, малашне те ӗмӗрех хамӑрпа пулас чӑнлӑхшӑн юратаҫҫӗ.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эй Феофил, пӗрремӗш кӗнекемре сана эпӗ Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен, мӗне вӗрентни ҫинчен пуҫламӑшӗнченех тытӑнса, Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Таса Сывлӑш урлӑ малашне мӗн тумаллине хушса хӑварса, тӳпене ҫӗкленнӗ кун таранчченех ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вӗсене каланӑ: каласан та эсир ӗненес ҫук, 68. хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук, Мана ярас та ҫук; 69. кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иисус вара йывӑҫа ҫапла каланӑ: малашне санӑн ҫимӗҫне ӗмӗрне те никамӑн та татса ҫимелле ан пултӑр! тенӗ.14. И сказал ей Иисус: отныне да не вкушает никто от тебя плода вовек!
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Иисус ӑна каланӑ: эсӗ хӑвах каларӑн; тата калатӑп сире: малашне эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пур пророк та, саккун та малашне мӗн пулассине Иоанн киличченех пӗлтерсе тӑнӑ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вара мана ҫапла хуравларӗ: мӗн чухлӗ ытларах пурӑнӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑват курӑн, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче хӑйӗн вӗҫнелле хӑвӑрттӑн васкать, 27. тӳрӗ ҫынсем хӑйсене малашне пама пулнине пурӑннӑ чухне илме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче суялӑхпа, усал ӗҫпе тулса ларнӑ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак кунсене малашне те уявлама йышӑнса, вӗсем ҫакӑн ҫинчен юпа ҫине ҫырса хӑварнӑ, хӑйсем ӗҫкӗ ирттернӗ вырӑн вара кӗлтумалли вырӑн пулмаллине ҫирӗплетсе, вӗсем — тӗрӗс-тӗкелскерсем, ирӗклӗскерсем, ҫав тӗрлӗ савӑнӑҫлӑскерсем, патша хӳттипе пыраканскерсем — малалла типӗ ҫӗрпе, тинӗспе, юханшыв тӑрӑх кашнийӗ харпӑр хӑй килне кайнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Укҫа пухакансем унчченхи ҫулсенче памасӑр хӑварнине пурне те малашне Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсем валли парса тӑрӗҫ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне малашне мӗн пулассине Малахия урлӑ пӗлтерсе каланӑ сӑмах.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: малашне пулассине каланӑ чухне ҫав суя пророксем кашнийӗ хӑйне мӗн курӑннинчен намӑсланса кайӗ те, хӑй малашнехине пӗлтерекенӗ иккенне кӑтартма шӑла пир тумтир тӑхӑнса улталаса ҫӳрекенскер, текех ун пек тӑхӑнмӗ те.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне, кам та пулин малашне пулассине калать пулсан, ӑна ҫуратнӑ ашшӗпе амӑшӗ: «эсӗ пурӑнма тивӗҫлӗ мар, эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе суя сӑмах калатӑн» тейӗҫ; вара ӑна, пулассине каланӑ чухне, хӑйне ҫуратнӑ ашшӗпе амӑшӗ вӗлерсе пӑрахӗ.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Израиль ҫинчен ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтерсе калани.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Хадрах ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ сӑмах; вӑл Дамаска ҫити сарӑлӗ, ҫавӑнта чарӑнса тӑрӗ: Ҫӳлхуҫа куҫӗ, Израилӗн пур йӑхне те курса тӑнӑ пек, пур ҫынна та курса тӑрать, 2. унпа юнашар ларакан Емаф хулине те, Тир хулине те, питех ӑслӑланса кайнӑ Сидона та курса тӑрать.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аввакум пророка курӑнни, вӑл малашне мӗн пулассине курни.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.