Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та унӑн ман ҫине хӑяккӑн сӑнаса пӑхакан куҫӗсем манӑн сарӑ сӑран кабурти пистолета курчӗҫ пулас.Ее глаза все же искоса наблюдали за мной и, конечно, видели мой пистолет в апельсиновой коже кобуры.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӑшманпа куҫа-куҫӑн тенӗ пек ҫапӑҫма шӑла ҫыртса тӑнӑ моряксем халӗ хӑйсен пулас соратникӗсене курчӗҫ те, вӗсене бескозыркисене сулласа хаваслӑн саламлаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫапӑҫу хыҫҫӑн полк пӗрремӗш поселока пырса кӗрсенех, минометчиксем Шурӑн лашине курчӗҫ.В первом же поселке, через который проходил полк после боя, минометчики увидели шуриного коня.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл, ҫак тӑван Воронцов майор, халӗ пуян та чикӗсӗр уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине пурте труках курчӗҫ.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫак чечек ҫыххине хӗвеланӑҫӗнчи пӗр тӑтӑш садсем ӑшӗнчи аран-аран палӑракан инҫетри чех ялӗсем те курчӗҫ пулӗ.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫав кун унӑн сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӳлӗ, кӑшт курпунтарах кӗлеткине пур ҫӗрте те курчӗҫ.Всюду видели в этот день его широкоплечую, высокую фигуру в меховой офицерской безрукавке.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хомана ҫав кун пур ҫӗрте те курчӗҫ.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Акӑ чаршав уҫӑлчӗ, эпир Костьӑпа иксӗмӗр тӗрлӗ тӗслӗ калпаксем тӑхӑнса сцена ҫине тухнине пурте курчӗҫ.И вот занавес открылся, и все увидели, как мы с Костей вышли на сцену в своих разноцветных колпаках.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вара пурте лаша сцена ҫине чупса тухса пуҫ тайнине, тепӗр тӗрлӗ каласан, пуҫне сулланине курчӗҫ.И тут все увидели, что на сцену выбежал конь и стал кланяться, то есть просто кивать головой.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ачасем мана курчӗҫ те, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрашса, ман паталла чупса пычӗҫ, хулпуҫҫирен, ҫурӑмран шаплаттарма тытӑнчӗҫ.Ребята увидели меня и с радостным криком побежали навстречу, стали хлопать по плечам, по спине.
Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Хурансем хушшипе пӗр шавламасӑр, кӗмсӗртетмесӗр иртрӗҫ те хӑйсем умӗнче уҫӑлса тӑракан алӑка курчӗҫ, ун витӗр пӳлӗме тӗксӗм ҫутӑ ӳкет.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Серёжӑпа Шурик уксахла-уксахла пахча тӑрӑх утрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхсан, Ваҫка пиччӗшне пирус пачки панине курчӗҫ; пиччӗш ӑна ҫавӑнтах ҫурчӗ, чӑмӑртарӗ, вакларӗ, Ваҫкӑна ҫухавинчен тытса пӳрте илсе кӗчӗ…
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Боецсем младши лейтенант темӗнле сарлака карниз ҫине тухнине курчӗҫ, вӑл чул сӑрт тӑрӑх чалӑшшӑн ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, ҫара урисемпе ту шӑрчӗ ҫинех хӑпарса тӑчӗ.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сулахайра, вӑрманпа хупланнӑ айлӑмра, шоссерен чылай аякра Брянскийпе Черныш ту ялӗнчи ҫуртсен тӑррисене курчӗҫ.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Гай пӗтӗм пӗвӗпе тӑсӑлса выртать, вӑл мӗн тери илемлӗ, яштака, сарлака кӑкӑрлӑ пулнине пурте халь тин кӑна курчӗҫ.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӳлерех улӑхсан вӗсем, ку юпа мар, извеҫпе шуратнӑ тата вӑхӑт нумай иртнӗ пирки хуралса, авкаланса пӗтнӗ йывӑҫ хӑмасемпе хӳтӗленӗ ҫӳлӗ чул хӗрес пулнине курчӗҫ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем хӑйсен тачкисене ҫирӗп, типӗ, таптаса якатнӑ грейдер ҫине туртса хӑпартрӗҫ те — нимрен малтан сарӑлса выртакан хӗрарӑма курчӗҫ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Персе шӑтарнӑскер… — вӑл каскӑна хӑтартрӗ те, пурте ун ҫӑлтӑрӗ ҫинче хура шӑтӑк курчӗҫ.— Пробитая… — она показала каску, и все увидели черную дырочку в звезде.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӗсем вӑрӑм ӗретпе тӑракан, ҫӗмӗрсе лутӑркаса, ҫурса пӗтернӗ машинӑсене курчӗҫ.Они увидели длинный ряд переломанных, покореженных, побитых немецких машин.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Комиссие панӑ япаласен хуҫисем хӑйсен япалисене илме пырсан, вӗсем ҫакна курчӗҫ: магазин пуш-пушах тӑрать.Когда владельцы вещей, сданных на комиссию, явились за своими вещами, они увидели: магазин был пуст.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.