Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куншӑн (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
— Йӳнех сутать, ордерпа илес пулсан, куншӑн виҫӗ хак ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫук, мӑрса, куншӑн эп сана каҫармастӑп.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ма хурланмалла-ха куншӑн?

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туп лашасене, унсӑрӑн эп сана куншӑн каҫармастӑп, Карамыш!

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир, хазрат Шах Али, чӑн-чӑн мусульмансем пулса сана ҫапла сӗнетпӗр: пуҫу сывӑ чух, аллу-уру тӗрӗс чух эсӗ часрах тухса кай кунтан, унсӑрӑн урса кайнӑ халӑх мӗн те пулин тӑвас пулсан куншӑн эпӗ явап тытмастӑп.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсапа арӑмӗ ӗҫке Нухрата илсе ҫӳремен, куншӑн каччӑ, паллах, пӑртак пӑшӑрханнӑ та пуль, анчах «тӑван» сӑмаха асӑннӑ чух, пӗр-пӗрне хисеплесе куҫран пӑхса юрланӑ чух вӑл хӑй умӗнче Нухратӑн илӗртӳллӗ сӑн-питне курнӑ.

Help to translate

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллах ӑна унпа пурӑннӑ чухне пӗр ача та памарӗ, вилес сехетре те куншӑн кӳренмелле турӗ.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куншӑн пуринчен ытла Ахтупай савӑнчӗ: ӗнтӗ вӑрмана ҫӳреме вӑхӑт ҫителӗклӗ пулать.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куншӑн Эрнепи качча ӑшра хӑтӑрса та тӑкрӗ: киле илсе каймалли мӗн чухлӗ тӗке ҫаплипех пӑрахса хӑварнӑ!

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пултӑрах ара, куншӑн Тукай ытлашши ӳпкелешсех те каймасть.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тавтапуҫ сана куншӑн, — терӗ савӑнса Павлуш.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куншӑн Эльгеев чылаях савӑнчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турра мухтав уншӑн та, куншӑн та.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, тур, няням, аҫу пӗлсен — пӗтерет куншӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ан пӑшӑрханӑр — куншӑн мана хупса лартас ҫук».

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗр куншӑн ытла та нумай, — ассӑн сывларӗ Биче.

— Слишком много для одного дня, — сказала Биче, вздохнув.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫук, Чернобыле кайса килӗп те куншӑн кайран мана тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пулӗ тесе шутламан Эверкки пӗрре те.

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тепӗр чухне шӑнтма е вӗрилентерме пуҫлать, — куншӑн савӑнатӑп: ҫак самантсенче манӑн лару-тӑрӑвӑн сивлек-тӗксӗм капанӗ кӗленче евӗр витӗр курӑнса, йӑлтӑртатса юхать тейӗн, янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсем пек — фантазипе шанчӑк ҫиҫеҫҫӗ, унта хаваслӑ кулӑ янӑрать; е мана сӳрӗклӗх пусӑрӑнтарать, ҫакӑн чухне аса илӳсене путатӑп.

Иногда меня лихорадит, чему я бываю рад; в эти часы мрачные обстоятельства моего положения приобретают некую переливающуюся, стеклянную прозрачность, фантазии и надежды светятся, как яркие комнаты, где слышен веселый смех, или я становлюсь равнодушен, получая возможность отдаться воспоминаниям.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Вун тӑватӑ куншӑн!

 — За четырнадцать дней!

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Турӑшӑн та, Трумов… — хӑвӑрт каларӗ вӑл, — лӑпланӑр; куншӑн ҫакса вӗлереҫҫӗ.

— Ради бога, Трумов … — быстро сказал он, удержитесь; ведь за это повесят.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed