Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшӗпе хӑй ҫавӑнтах акӑ мӗн курчӗ: вӑл хӗр ҫураҫнӑ ӗнтӗ, иккӗмӗш кунне те, виҫҫӗмӗш кунне те тӗрлӗрен дамӑсемпе арҫынсем килеҫҫӗ, пурте ун ҫине сӑнаса пӑхаҫҫӗ, хӗр ҫураҫнӑ ятпа ирттерекен апатланура ун сывлӑхӗшӗн ӗҫеҫҫӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пӗтӗмпех хавхалантарӑва тата чуна кӳрентерекен пӑлханусене пӗр пек тӳссе ирттерекен ҫамрӑксене килӗшеҫҫӗ; мана канлӗх килӗшет, вӑл кичем те ыйхӑллӑ пулсан та пурпӗрех, анчах ӑна эпӗ пӗлетӗп: тӑвӑлсене эпӗ ҫӗнтерейместӗп.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кашни кунне юлашки пек пурӑнса ирттерекен кӑна Сулиета Аслановна пек паттӑррӑн, сывлӑшӗ тухми пуличчен ӗҫне парӑнса пурӑнма пултарать.
Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater
Вунултӑ ҫулхи Михей, хӑйӗн латынӗпе ним тума пӗлмесӗр, ашшӗ-амӑшӗ килӗнче пурӑнса мӗн вӗреннине манма пуҫланӑ; анчах ун вырӑнне, земски е уездри судра пулма ӗмӗтленсе, ашшӗ туса ирттерекен пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗрен те юлман; ҫак шкулта вара, ним пытармасӑр калаҫнине итлесе, ҫамрӑк ҫыннӑн ӑс-пуҫӗ питӗ ҫивӗчленсе пынӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗрне-кунне уявсенче кӑна ирттерекен ӑнӑҫсӑр пуҫлӑх Раҫҫей шӑпи ҫинчен шухӑшламан, хӑҫан та пулин вӑрҫӑ пуласси ҫинчен вӑл ӑша та илмен, ҫавӑнпа Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи оборонӑна ҫирӗплетес тесе нимӗн те туман.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халиччен сайра-хутра кӑна сӑнавсем ирттерекен бассейнра тинех наука опычӗсене анлӑн ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Суд пынӑ вӑхӑтра Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра ЮТВ ирттерекен премие «Ҫулталӑк юрри» номинацие тӑратнӑ.
А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23261.html
Гаврик та, Мотя та, Мотя амӑшӗ те, халӗ пӗтӗм вӑхӑта тинӗс хӗрринче ирттерекен Петя та, пурте часах аслашшӗ вилессине пӗлеҫҫӗ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑваш телевиденийӗ ирттерекен конкурса хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗ те, эпир унта пӗрле ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр…
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
Гришка Фабер ирттерекен репетицие итлемешкӗн хваттере кӗмесӗрех урамран та итлеме пулатчӗ.Репетицию с участием Гришки Фабера можно было слушать со двора, не заходя в квартиру.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑшпӗр уроксене ачасем ытла сахаллӑн ҫӳреҫҫӗ, ҫав уроксене ирттерекен педагогсем пирки мӗн калӑпӑр?Как быть с педагогами, на уроки которых ходит абсолютное меньшинство?
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ каласа панисем уншӑн чӑн-чӑн уроксем, куллен ирттерекен уроксем пулчӗҫ.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ иккӗмӗш хут уҫӑлса ҫӳреме тухсан та, Лида манпа пӗрле пычӗ, унтан вӑрттӑн ирттерекен пӗрремӗш пухӑва, унтан пӗрремӗш явкӑна пычӗ…Лида пошла со мной и на вторую прогулку, потом на первую нелегальную встречу, потом на первую явку.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Чӑн та ҫав, Алексей ҫав тери ҫине тӑрса туса ирттерекен упражненисенче темле фанатикла япала пулнӑ, ҫавна пула вӑл шаман евӗр пулса тӑнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«41) Чӑваш Республикин территорийӗнче студентсем хушшинче ирттерекен (ҫав шутра студентсен спорт лигисем хушшинче) регионсем хушшинчи, пӗтӗм Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелес тата ирттерес ӗҫе хутшӑнма;»;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
Ахальтен мар ӗнтӗ, ял халӑхӗ тӑрӑшнӑран, ял тӑрӑхӗ республикӑра ирттерекен конкурссене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗрет.
Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫапӑҫнӑ е ҫарта тӑнӑ ентешсен ветеран организацийӗн Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта ирттерекен тӗлпулӑвӗсене мана, унти ҫамрӑк зоргенецсемпе обществӑлла майпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑран, 40 ҫул ытла хутшӑнма тӳр килчӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
«8.1. Муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, енчен те унӑн полномочийӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне должноҫран хӑтарасси ҫинчен калакан право актне тӗпе хурса е тата муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне отставкӑна ярасси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва тӗпе хурса срокчен вӗҫленнӗ пулсан, ҫав йышӑну пирки суда жалоба панӑ чухне муниципалитет пӗрлӗхӗн муниципалитет суйлавӗнче суйланакан пуҫлӑхӗн срок ҫитмесӗр ирттерекен суйлавне суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ йӗркепе вӑя кӗриччен палӑртма пултараймаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
«8. Ҫапла палӑртас: инвестици проекчӗсен уйрӑлми пайӗ шутланакан инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тума (юсаса ҫӗнетме) пӑхса хӑварнӑ бюджет укҫи-тенкине Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерствин Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд» автономлӑ учрежденийӗ валли палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗ шутӗнчен ятран (объектшарӑн) пайласа парассине промышленность производствин тата агропромышленность комплексӗн сферинче пурнӑҫлама палӑртакан инвестици проекчӗн уйрӑлми пайӗ шутланакан инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тӑвас (юсаса ҫӗнетес) тӗллевпе инвестици проекчӗсене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 267 №-лӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ Инженери тата транспорт инфратытӑмӗн капиталлӑ строительство объекчӗсене тӑвасси (юсаса ҫӗнетесси) вӗсен уйрӑлми пайӗ шутланакан инвестици проекчӗсене суйласа илмелли йӗркепе туса ирттерекен конкурс урлӑ суйласа илсе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
«бюджетсен тӑкакӗсен классификацийӗн «Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх» 0500-мӗш пайӗн «Тирпей-илем кӗртесси» 0503-мӗш ҫум пайӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинчи чи ешерекен тата тирпейлӗ ял-хулана палӑртас тӗллевпе ҫуллен ирттерекен республика смотр-конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене хавхалантарма 2019 ҫул валли 407,8 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 407,8 пин тенкӗ чухлӗ;«;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.