Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пропеллер сывлӑшра пӑрӑх вӗҫӗпе пӗрлех татӑлса ӳкнӗ иккен.
Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мартини карлӑк ҫине таянса тӑчӗ, Джемма аллинчи зонтик вӗҫӗпе ҫӗр ҫинче майӗпен темӗскер шӑйӑркалама пуҫларӗ.Мартини облокотился на перила, а Джемма медленно чертила зонтиком по камням.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл вӑрӑм шнуркӑсене, пӑхӑр вӗҫлӗскерсене, сӑна вӗҫӗпе пӗрре ҫӗклет, тепре ҫӗре ӳкерет.Острием своего копья он то поднимал, то опускал длинные шнурки с медными наконечниками.
Каарам-тамо — Уйӑх ҫынни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Маклай ҫӗҫҫине йывӑҫӑн хулӑн хуппи ҫине тӑрӑнтарчӗ те ӑна касса ҫурчӗ — тӗксӗм вулӑ ҫинче шӗвӗр вӗҫӗпе аялалла туна вӑрӑм ухӑ йӗппи евӗрлӗ паллӑ ҫуталма пуҫларӗ.
Йывӑҫ ҫинчи паллӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫемен салтак кӗпи вӗҫӗпе йӗпеннӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ, пӗр курка шыв ӗҫрӗ, шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса питҫӑмартисене чӗтреткелесе илчӗ.
XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ниҫта та ҫыхӑнтарман провод вӗҫӗпе аккумулятор клеммине сӗртӗнсен, ракета патне ток кайнипе унти ҫинҫе пралука хӗртсе ярассине пӗлет вӑл…
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Аяккарах ларса ҫӗҫӗ вӗҫӗпе икӗ шултра сухан шуратрӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Атте кӑна утиял вӗҫӗпе питне хупланӑ та тутлӑ ыйха туртать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кавӗрле мучи, ӳкме парас мар тесе, йӗкӗте хыҫалтан тытса пычӗ; карчӑкӗ, хӑнӑхнӑ куҫҫульне саппун вӗҫӗпе шӑлкаласа, крыльца патӗнче вӗткеленсе ҫӳрерӗ.Гаврила поддерживал его сзади, а старуха томашилась возле крыльца, утирая завеской привычные слезы.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Кавӗрле мучи кашни кун унӑн ҫӑварне хӑйӗн пирчесе ҫуркаланнӑ пӳрнине чикрӗ, ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене асӑрханса ҫӗҫӗ вӗҫӗпе уйӑрчӗ, карчӑкӗ хӑмӑш кӗпҫи витӗр ӑшӑтнӑ сӗт тата така шӑмминчен пӗҫернӗ шӳрпе ҫӑвӗ ячӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Батмановпа Залкинд площадкӑна пынӑ ҫӗре, труба хӑйӗн пӗтӗм вӑрӑм тӑрӑхӗпе пӑр ҫинче, пӗр вӗҫӗпе ҫыран хӗррине тӗкӗнсе выртнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Турта вӗҫӗпе хапхана перӗнмесӗр эсӗ нихҫан та манӑн кил умӗнчен иртсе каяймастӑн! — терӗ вӑл.— Никак ты не можешь мимо моего двора проехать, не зацепивши оглоблей за ворота!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Апатне лайӑхрах ҫийӗр, туссем, — хӑналарӗ Беридзе; хӑй аш татӑкне ҫӗҫӗ вӗҫӗпе тирсе илсе тимлесех чӑмларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Доктор Козельцов суранне кӗпипе витрӗ те пӳрнисене пальто арки вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.
25 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чижик йӗпе питне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ, кӗрӗкне силлерӗ, йӗри-тавра пӑхрӗ те тӳрех ӑнланчӗ: аташса кайнӑ.
Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Иксӗмӗр урамӑн икӗ вӗҫӗпе ҫул урлӑ каҫрӑмӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Тӳремлӗхӗн тепӗр вӗҫӗпе Каса-дель-Корво гасиенди курӑнса ларнӑ.На противоположном ее конце виднелась гасиенда Каса-дель-Корво.
LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ санран анатарах тӑратӑп-ҫке, ӗҫессе те тута вӗҫӗпе анчах ӗҫетӗп», — тет.
Кашкӑрпа путек // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Магнит татӑкӗ вӑл пӗр вӗҫӗпе ялан хӑй патнелле туртса тӑнӑ пек, тепӗр вӗҫӗпе хӑй патӗнчен тапса тӑнӑ пек.Как будто с одного конца магнит выпирает, а с другого втягивает.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тимӗр вӗҫӗпе тивертсе пӑхнӑ та, патак чул ҫумне туртса илме ҫук хытӑ ҫыпҫӑнса ларнӑ.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.