Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑй the word is in our database.
вӑй (тĕпĕ: вӑй) more information about the word form can be found here.
Шӑварнӑ ӑна, вӑй илсен Ваҫӗли Михалчсен Иванне, ялти ӑста сад-пахча ҫыннине, лайӑх хунавпа сыптарнӑччӗ.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эсӗ, — вӑрмантан ҫӗклесе килнӗ ҫапӑ купи енне пуҫне сӗлтет вӑл, — ҫаксене хуҫкала вӑй пур таран.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл вӑй ҫитнӗ таран васкаса ишрӗ ҫыран хӗрнелле.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кунта чӑнкӑ сукмакпа хӑпарма тивет, пӗччен вӑй ҫитерес ҫук вӑл.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мӗн чухлӗ вӑй хунӑ тарса ӳкме.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫамрӑксем ӑна вӗҫертнине туйса илчӗ Узин, вӑрман патне ҫывхарсан, вӑл юр ҫине йӑванса анчӗ те тӑрса вӑй ҫитнӗ таран тарса кайрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Меллӗ вырнаҫнӑ вырӑнтан тӑрас килмерӗ вӗсен, ҫавах та хӑйсене ҫӗнтерсе йӑраланса тӑчӗҫ вӗсем, вара вӑй ҫукран сулкаланса аран-аран ҫитрӗҫ киле.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эс кунта мӗнле тертленни, мӗн чухлӗ вӑй хуни курӑнать, ман хаклӑ ҫыннӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кирек мӗнле ӗҫре те вӑй хумалла, ахальтенех никам та тӳлес ҫук.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мӗншӗн вататӑр вара, строительсем мӗн чухлӗ вӑй хунӑ кунта.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элимене ҫупӑрласа илсе парӑнтарасран хӑйне аран-аран тытса чарма вӑй ҫитерчӗ вӑл.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирейӑн вӑй хурсах хӑтӑлма тиврӗ унӑн ытамӗнчен.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Унӑн пӗр сӑмах, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшмалла ачасене.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элиме ирхи тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрчӗ-ха, унӑн суранӗ сывалас енне кайрӗ пулмалла, организмӗ вӑй пухрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юлашкинчен лешне систермесӗр сасартӑк мӗн вӑй ҫитнӗ таран урине туртрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Темӗнле ӑнланмалла мар вӑй Камайа турӑш кӗтессине илсе кайрӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хӑйне йывӑр пулнӑ чухне Камай яланах ҫак йывӑҫа ыталатчӗ, вӑл ӑна вӑй паратчӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӑй ҫитнӗ таран строительствӑпа аппаланчӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Паян чӑрмавсен тӑрӑхӗнче тӗрӗслевсем иртнӗ, хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче пултарулӑх кӑтартнӑ, комплекслӑ вӑй упражненийӗсенче спорт хӑнӑхӑвӗсемпе тӗлӗнтернӗ.

Help to translate

Турслет - питӗ чаплӑ! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... pl-3778429

Вара хуткупӑса вӑй ҫитнӗ таран айккинелле вӑркӑнтарас, куҫ курнӑ ҫӗрелле тухса ыткӑнас килет.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed