Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пуҫна аяларах чик! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл тӑтӑшах.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫак самантра вӑл самаях ҫӳле хӑпарчӗ те ҫӑра тӗмсем урлӑ каҫса кайрӗ, унтан аяларах та аяларах анма тытӑнчӗ, кӗҫех вара сӑрт хыҫне кӗрсе курӑнми пулчӗ.
Шар евӗрлӗ ҫиҫӗм // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 132–134 с.
Вӑл сывлӑшра вӑраххӑн куҫса пырать: айлӑмсем тӗлӗнче аяларах анать, сӑртлӑрах тӗлте ҫӳлерех хӑпарать.
Шар евӗрлӗ ҫиҫӗм // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 132–134 с.
Ҫыру тексчӗ ҫын ятӗнчен 1 — 2 см аяларах пуҫланать.Текст письма начинается обычно парой сантиметров ниже обращения.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Станиольпе сӑркӑчланӑ эрех кӗленчине малтан ҫӗҫӗпе уҫаҫҫӗ, кайран станиоль капсулине кӗленче ҫӑварӗнчен аяларах касса татаҫҫӗ.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫӑлтӑрсем кӗҫӗр иртнӗ каҫринчен те аяларах аннӑ пулмалла: мӗлтлетсе йӑлкӑшнине куратӑн та, чун хӗпӗртет, пурӑнни те ахаль мар пек.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Аяларах та аяларах пуҫне усать ватӑ салтак.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Унта, кӑшт аяларах, вӑл та пур.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Маркиз ӑна Радуба тыттарчӗ; Радуб хӑйӗнчен аяларах тӑракана пачӗ, лешӗ — теприне; хӑраса ӳкнӗ Гро-Ален, алӑран алла куҫса, пусма тӑрӑх аяла анса ҫитнӗ ҫӗре маркиз, тепӗр хут курӑнми пулса, Рене-Жана йӑтса чӳрече патне ыткӑнчӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сасартӑк вӑл пусма тӑрӑх пӗр ҫын шуса хӑпарнине, кӑшт аяларах такам пуҫне ҫӗклесе пӑхнине курчӗ.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫапла вара сарлака та ҫӳллӗ, пӑшал пеме тӗрлӗ вырӑнсенче шӑтарса тунӑ шӑтӑклӑ ултӑ хутлӑ башня, кӗпер ҫинчи чаплӑ ҫурта кӗмелли пӗртен-пӗр тимӗр алӑк, ҫӗкленекен кӗпер; башня леш енче — вӑрман; башня умӗнче, кӗпертен ҫӳлӗрех, башньӑран аяларах — тӳремсӑртлӑх, унта вӗтлӗх ӳсет; кӗпер айӗнче, башньӑпа тӳремсӑртлӑх хушшинче, тӗмсемпе хупланса ларнӑ тарӑн та ансӑр типӗ вар, хӗлле вӑл кӗрлесе юхать, ҫуркунне пӗчӗк ҫырма, ҫулла — чул тӗплӗ тарӑн вар пулать, — акӑ мӗнле пулнӑ вӑл Говэнсен халӑх ҫинче Тург тесе ят панӑ замокӗ Тург-Говэн.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Кӑштах аяларах тӗллевӗ пулсан, етре унӑн пуҫне татса кайнӑ пулӗччӗ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хут ҫинче кӑшт аяларах: пӑнчӑ — тире — пӑнчӑ — тире.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тата аяларах ансан, Ҫӗр чӑмӑрӗн пӗтӗм урӑхла физикӑлла уйрӑмлӑхсем пурри палӑрать, анчах мӗнле уйрӑмлӑхсем пулнине халӗ уҫҫӑн калама ҫук.Далее же ядро Земли обладает иными физическими свойствами, но какими — сказать еще нельзя.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Гранитран аяларах та шӑранчӑк япаласенчен хытса пулнӑ чул таврашӗсемех выртаҫҫӗ, анчах вӗсем гранитран пӑртак урӑхларах, вӗсем гранитран та темиҫе хут йывӑртарах.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Эпир ҫӗре витсе тӑракан юшкӑн тӑпри айӗнчи гранит чулӗсенчен аяларах мӗн выртнине пӗлетпӗр-и?Знаем ли мы, что находится под гранитом, который подстилает большими массами осадочный покров Земли?
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Вӗсен аяларах выртакан сийӗсем, ерипен сивӗнсе пынипе, шалтан пусӑрӑнса хытнипе пӗр виҫеллӗ ултӑ кӗтеслӗ юпасем «базальтлӑ уйрӑмсем» текеннисем пулса юлнӑ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Аяларах, пайтах чӑнкӑ сӑрт айккинче, пӗр ҫичӗ ҫӗр, сакӑрҫӗр фут тӑрӑшшӗ вулканран тухнӑ вӗри шӗвек япаласем сарӑлса кӗсел пек юхса анаҫҫӗ, вулканӑн ҫӳллӗшӗ 200 чалӑша яхӑн пулас.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах ҫак сасӑ аялалла персе анакан шывран килет пулсан, пӗтӗм тинӗс хӑйӗнчен аяларах тӑракан бассейна персе аннипе кӗрлесе тӑрать пулсан, шыв вӑйлӑрах сулӑнса юхмалла, шыв юхӑмӗ хӑвӑртланнӑҫемӗн хӑвӑртланса пырать пулсан, эпӗ хамӑра хӑратса тӑракан хӑрушлӑха та пӗлме пултармалла.
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сӑмахран, чи тарӑна анса курнисем Тирольре Китц-Бюль шахтисенче тата Чихире Куттенберг шахтисенче пулнӑ, анчах эпир тата аяларах аннӑ.Например, в Кицбюэльских копях в Тироле и Вюттембергских в Богемии.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.