Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асамат the word is in our database.
асамат (тĕпĕ: асамат) more information about the word form can be found here.
Атнер Хусанкай, Валерий Туркай, Светлана Асамат сӑвӑҫ-ҫыравҫӑсемпе туслӑ тӑтӑмӑр, халӗ те ҫыхӑну тытатпӑр-ха.

Help to translate

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Тӗлпулӑва Светлана Асамат, Ара Мишши, Валери Туркай пуянлатрӗҫ.

Help to translate

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӗсене хӑйсем ӳкернӗ асамат кӗперӗ те питӗ килӗшрӗ.

Help to translate

Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӳкеҫри «Крепыш» ача садӗнчи «Солнышко» ушкӑна ҫӳрекен ачасем те уҫӑлма тухсан Л. Степанова воспитательпе пӗрле гуашьпа, сарлака киҫтӗксемпе, обой татӑкӗсемпе усӑ курса асамат кӗперӗ ӳкерчӗҫ.

Help to translate

Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Сӑмах ҫаврӑнӑшӗнчи сӑмахсен пӗрремӗш сас паллийӗсем асамат кӗперӗнчи тӗссен малтанхи сас паллийӗсемпе пӗр килеҫҫӗ.

Help to translate

Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Асамат кӗперӗ ҫине савӑнмасӑр, киленмесӗр пӑхакан ҫынна тӗл пулнӑ-и эсир?

Help to translate

Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кабалин микрорайонӗнче вырнаҫнӑ «Асамат кӗперӗ» ача сачӗ умӗнче тата епле йӗркесӗрлӗх хуҫаланать! Ҫав вырӑнта ҫул хӗррипе тарӑн канавсем.

Help to translate

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Тӗпне, ҫиелти пайне касмалла, пӗр-пӗрин ҫине тӑхӑнтартса пырса самаях ҫӳллӗ юпа е авӑнчӑк «асамат кӗперӗ» ӑсталама пулать.

Надо отрезать верхнюю и нижнюю части, одевая друг на друга можно сделать по-настоящему высокий столб или изогнутую "радугу".

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Шӑпа «Асамат» ушкӑна хӑех илсе ҫитерчӗ.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Асамат Балтаев лаша утланса клипра пӗрле ӳкерӗнме килӗшрӗ.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Асамат» ушкӑнпа пӗрле «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» гимнӗн клипне ӳкернӗ ҫӗре те кӑмӑлпах хутшӑнтӑн.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Асамат кӗперӗ» ача садӗнче вара нумаях пулмасть «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» темӑпа ӳкерчӗксен конкурсне йӗркеленӗ, ачасен ӗҫӗсем халӗ те пӗр стенана илемлетсе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Пилеш», «Асамат кӗперӗ», «Пучах» ача сачӗсенче, пӗтӗмӗшле каласан, лару-тӑру йӗркеллех.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

1. Унтан эпӗ тӳперен пӗлӗтпе хупӑрланса анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм: унӑн пуҫӗ тӗлӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫетчӗ, пичӗ хӗвел пек ялтӑртататчӗ, урисем вутлӑ юпа евӗрлӗччӗ.

1. И видел я другого Ангела сильного, сходящего с неба, облеченного облаком; над головою его была радуга, и лице его как солнце, и ноги его как столпы огненные, 2. в руке у него была книжка раскрытая.

Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур; 3. ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.

2. И тотчас я был в духе; и вот, престол стоял на небе, и на престоле был Сидящий; 3. и Сей Сидящий видом был подобен камню яспису и сардису; и радуга вокруг престола, видом подобная смарагду.

Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ҫав йӗри-тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑни ҫумӑр вӑхӑтӗнче пӗлӗт ҫинче пулакан асамат кӗперӗ евӗрлӗччӗ.

28. В каком виде бывает радуга на облаках во время дождя, такой вид имело это сияние кругом.

Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7. Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8. ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9. тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10. хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11. ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ.

6. Как утренняя звезда среди облаков, как луна полная во днях, 7. как солнце, сияющее над храмом Всевышнего, и как радуга, сияющая в величественных облаках, 8. как цвет роз в весенние дни, как лилии при источниках вод, как ветвь ливана в летние дни, 9. как огонь с ладаном в кадильнице, 10. как кованый золотой сосуд, украшенный всякими драгоценными камнями, 11. как маслина с плодами, и как возвышающийся до облаков кипарис.

Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Асамат кӗперӗ ҫине пӑх-ха — ӑна Пултаракана мухта: мӗн тери илемлӗ ҫуталса тӑрать вӑл!

12. Взгляни на радугу, и прославь Сотворившего ее: прекрасна она в сиянии своем!

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. [Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ.

16. И будет радуга [Моя] в облаке, и Я увижу ее, и вспомню завет вечный между Богом [и между землею] и между всякою душею живою во всякой плоти, которая на земле.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.

14. И будет, когда Я наведу облако на землю, то явится радуга [Моя] в облаке; 15. и Я вспомню завет Мой, который между Мною и между вами и между всякою душею живою во всякой плоти; и не будет более вода потопом на истребление всякой плоти.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed