Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат the word is in our database.
апат (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
5. Ионадав ӑна каланӑ: вырӑну ҫине вырт та чирленӗ пек пул; сана аҫу курма килсессӗн, ҫапла кала ӑна: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те мана апат ҫитерсе вӑй-хал кӳтӗрччӗ, апатне манӑн куҫӑм умӗнчех хатӗрлетӗрччӗ, эпӗ курса тӑрам та ун аллинчен ҫием.

5. И сказал ему Ионадав: ложись в постель твою, и притворись больным; и когда отец твой придет навестить тебя: скажи ему: пусть придет Фамарь, сестра моя, и подкрепит меня пищею, приготовив кушанье при моих глазах, чтоб я видел, и ел из рук ее.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн; 2. пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ, 3. чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ; 4. пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.

1. И послал Господь Нафана [пророка] к Давиду, и тот пришел к нему и сказал ему: в одном городе были два человека, один богатый, а другой бедный; 2. у богатого было очень много мелкого и крупного скота, 3. а у бедного ничего, кроме одной овечки, которую он купил маленькую и выкормил, и она выросла у него вместе с детьми его; от хлеба его она ела, и из его чаши пила, и на груди у него спала, и была для него, как дочь; 4. и пришел к богатому человеку странник, и тот пожалел взять из своих овец или волов, чтобы приготовить [обед] для странника, который пришел к нему, а взял овечку бедняка и приготовил ее для человека, который пришел к нему.

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.

1. И сказал Господь Моисею на горе Синае, говоря: 2. объяви сынам Израилевым и скажи им: когда придете в землю, которую Я даю вам, тогда земля должна покоиться в субботу Господню; 3. шесть лет засевай поле твое и шесть лет обрезывай виноградник твой, и собирай произведения их, 4. а в седьмой год да будет суббота покоя земли, суббота Господня: поля твоего не засевай и виноградника твоего не обрезывай; 5. что само вырастет на жатве твоей, не сжинай, и гроздов с необрезанных лоз твоих не снимай; да будет это год покоя земли; 6. и будет это в продолжение субботы земли всем вам в пищу, тебе и рабу твоему, и рабе твоей, и наемнику твоему, и поселенцу твоему, поселившемуся у тебя; 7. и скоту твоему и зверям, которые на земле твоей, да будут все произведения ее в пищу.

Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33. унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ.

Лаван расседлал верблюдов и дал соломы и корму верблюдам, и воды умыть ноги ему и людям, которые были с ним; 33. и предложена была ему пища; но он сказал: не стану есть, доколе не скажу дела своего.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29 Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пулӗ; 30 пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен-калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка патӑм, тенӗ.

29. И сказал Бог: вот, Я дал вам всякую траву, сеющую семя, какая есть на всей земле, и всякое дерево, у которого плод древесный, сеющий семя; - вам сие будет в пищу; 30 а всем зверям земным, и всем птицам небесным, и всякому [гаду,] пресмыкающемуся по земле, в котором душа живая, дал Я всю зелень травную в пищу.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кунне 3-4 хут апат умӗн 1-ер апат кашӑкӗ ӗҫмелле.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Кунне 3 хут апат умӗн 1-2-шер апат кашӑкӗ ӗҫмелле.

Help to translate

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Атеросклероз чухне кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашӑкӗ ӗҫмелле.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашӑкӗ ҫимелле.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Унтан каҫхи апат.

Help to translate

«Китайри аслӑ классенче вӗренекен ҫапла каласа парать…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/2213

Вуниккӗ ҫуртан иккӗ ҫурччен канмалли, апат ҫимелли вӑхӑт.

Help to translate

«Китайри аслӑ классенче вӗренекен ҫапла каласа парать…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/2213

2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче маркетплейссенче квадробингпа айланакансем валли ятарлӑ апат тухнӑ.

В октябре 2024 года на маркетплейсах появился корм для людей, которые занимаются квадробингом.

Квадробер // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B2%D ... 0%B5%D1%80

Маркетплейссенче квадроберсене валли е вӗсене хирӗҫле парфюмери, искусствӑлла тиртен ҫӗленӗ атрибутика, ятарлӑ апат тата ытти тавар тухнӑ.

На маркетплейсах появилась парфюмерия для и против квадроберов, атрибутика из искусственного меха, корм и другие товары.

Квадробер // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B2%D ... 0%B5%D1%80

— Тупса пар-ха фермӑра ӗҫлекенсене апат валеҫмелли хатӗр, мӗнле тав тунӑ пулӗччӗҫ вӗсем сана!

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анне пӗҫернӗ апат килӗшмест-им, Ната? — тӗлӗннӗ пек пӑхрӗ Влас, арӑмӗн сӑнӗ улшӑннине асӑрхаса.

Help to translate

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

«Кунсӑр пуҫне, эпир час-часах шыв ӗҫес килнине выҫнипе пӑтраштаратпӑр, эсир нумай пулмасть кӑна ҫинӗ пулсан та, тутлӑ апат шыратӑр иккен, ӑшӑ шыв ӗҫме тӑрӑшӑр — ку сире чӑнах та ҫиес килменнине ӑнланса илме пулӑшӗ», — тесе канаш параҫҫӗ врачсем.

Help to translate

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ял ҫынни ҫу каҫиччен хурсем пӑхнӑ, вӗсем валли апат та хатӗрленӗ иккен.

Help to translate

«100 ҫулчченех пурӑнасчӗ...» // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-puranasc

— Выльӑх-чӗрлӗхе хупнӑ-и, апат панӑ-и — пӗрне те манмасть вӑл.

Help to translate

«100 ҫулчченех пурӑнасчӗ...» // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-puranasc

Апат вӑхӑчӗ марччӗ те, буфетра ҫын ҫукпа пӗрехчӗ.

Help to translate

Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрах вӑхӑт канлӗ ыйхӑ курманнипе, апат путлӗ ҫименнипе, чарӑнмасӑр хуйхӑрнипе ҫапла типет этем.

Help to translate

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed