Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ака the word is in our database.
ака (тĕпĕ: ака) more information about the word form can be found here.
Комсомольскисене Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗпе, ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Комплекс» стройфирмӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев тата «Кӗтне» ентешлӗх председателӗ Валери Туркай саламларӗҫ.

Help to translate

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Help to translate

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

…«Ака ӗҫӗсене вӗҫлер-ха, ун чухне ярмаркӑна та кайӑпӑр, мӑшӑрланас текенсем пулсан, туйра та сикӗпӗр, хапха умӗнчи каска ҫине ларса, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнар та пӗлтерӗпӗр», — кӑмӑла ҫӗклентерсе калаҫатчӗ Михаил Федорович Юнкеров тракторист ҫурхи кунсенче.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Тимофей Степановичпа пӗрле ака тӑватӑп, суха сухалатӑп, авӑн ҫапатӑп — ҫавӑнпа телейлӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ака хыҫҫӑн вӑл Нӗркеҫе кайрӗ те унти кирпӗч ӑстисен ӗҫӗпе паллашса килчӗ, вара лупасай тулли кирпӗч ҫапрӗ, хӑех, курна туса, чӑнкӑртатса тӑракан кирпӗч хӗртсе кӑларчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫак пӗчӗк ҫеҫ лаптӑк ҫинче халӑх ака турӗ, туй турӗ, сӑрт пек ҫӗкленчӗ те, ҫурхи шыв пек хускалчӗ те усал ҫынсене чӑл-пар аркатрӗ…

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эсир вара ака тӑвасси, тырӑ вырасси ҫинчен калаҫма ҫеҫ пӗлетӗр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

1952 ҫулхи ака уйӑхӗн юлашки кунне нихӑҫан та манас ҫук.

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Ака ӗҫӗсене 600 ытла гектар ҫинче туса ирттернӗ хуҫалӑхсем хушшинче комисси Протасов фермерӑн, «Цивиль» тата «АСК Канаш» пӗрлӗхсен уйӗсене пысӑк хак пачӗ.

Help to translate

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Ака мӗнлерех иртнине хак памашкӑн округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе ятарлӑ комисси ҫирӗплетеҫҫӗ.

Help to translate

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ.

Финал конкурса проходил с 28 апреля по 1 мая в Чебоксарах.

Чӑваш пуканипе ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35092.html

2022 ҫулта ака ӗҫӗсене туса ирттерме вырӑнти ҫӗр ӗҫченӗсем 426 тонна элита вӑрлӑх туяннӑ пулнӑ, пулас тухӑҫ никӗсне 3413 гектар ҫинче акса хӑварнӑ.

Help to translate

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ака уйӑхӗнче ҫанталӑк ӑшӑтни вара аванах сисӗнчӗ.

Help to translate

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ака вӗҫленнӗ пулин те уй-хирте ӗҫ шавӗ лӑпланмасть.

Help to translate

Калчасем мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслеҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%ba%d0%b ... %d0%b5cce/

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен муниципаллӑ тӑрӑхсен палӑртнӑ шыв объекчӗсене патшалӑх пурлӑхӗн шутне кӗртес ӗҫе вӗҫлеме хушрӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев канашлура.

Help to translate

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Ака уйӑхӗнче Чул хулара, ҫу уйӑхӗнче Мари Республикинче йӗркелӗҫ.

Help to translate

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ака уйӑхӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх пӗрлӗхлӗ перевозчикӗ ӗҫлеме тытӑнать.

Help to translate

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Сӑмахран, пӗлтӗр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 13 проценчӗпе ҫеҫ килӗшӳ тунӑ пулсан, кӑҫал ҫак тапхӑрти кӑтарту 41 процентпа танлашать.

Help to translate

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Юсава вара, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнчех пуҫӑнмалла пулнӑ.

Ремонт, как это указано в документации, должен был начаться еще в апреле.

Элӗк районӗнчи кӗпере часрах юсамалла // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34972.html

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче ака пӑтти ҫинӗ.

Help to translate

Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed