Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗлхе the word is in our database.
Чӗлхе (тĕпĕ: чӗлхе) more information about the word form can be found here.
Татьяна, сӑмаха укҫапа туянманскер, общежитинче пӗрле пурӑнакан хӗрсемпе хӑвӑрт паллашрӗ-туслашрӗ, пӗр чӗлхе тупрӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Часах пӗр чӗлхе тупӑр ак, — терӗ асли.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Светлана ют чӗлхе вӗренчӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Левентипе Хреҫҫи хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупнӑшӑн хытах савӑнчӗ Михаҫ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ну, мӗнле, пӗр чӗлхе тупрӑр-и?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кун пек тӗллев пуш параппан ҫапни, пакӑлтатса чӗлхе тутине сая яни ҫеҫ, Архипов юлташ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сирӗнпе эпир малтанхи кунах пӗр чӗлхе тупаймастпӑр-и капла?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Петӗр Филипчӑ, вӗсем пирки шухӑшласа пуҫсене ыраттарар мар-ха, иксӗмӗр пӗр чӗлхе тупса калаҫма тӑрӑшар.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

У-У, сӳс чӗлхе!

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Пӗрне-пӗри хисеплемен икӗ ҫын сасартӑк пӗр чӗлхе тупни тепӗртакран тин паллӑ пулчӗ.

Help to translate

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Кӑшкӑрса хӑратасшӑн Хӗлимун, нимле майлӑ сӑмах килмест чӗлхе ҫине, аптранипе вара хаҫ! тесе ҫухӑрса ярать.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑлӗсем хушшинчен ҫыртса лартнӑ чӗлхе вӗҫӗ курӑнать.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрача хирӗҫ, витлесе, чӗлхе ҫеҫ кӑларса кӑтартрӗ.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл дояркӑпа пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшни сисӗнчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Лашасен тӗп тухтӑрӗпе», ветеринари терапийӗн кафедрин заведующийӗпе Николай Петровичпа, Вятка кӗпӗрнинчи ялта ҫуралса ӳснӗскерпе, вӑл пӗр чӗлхе тупнӑ-ха.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑвашла калама чӗлхе хуҫӑлать имӗш.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗлхе ҫине хумалӑх ҫӑкӑрӗ те, ытти апат-ҫимӗҫӗ те йӑлтах пӗтсе ҫитнӗрен вӑйран кайнӑ амӑшӗ Ментти ывӑлне хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Кирек хӑш ӳсӗмри шкул ачисемпе те пӗр чӗлхе тупма пултарать.

Help to translate

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Хӑйӗн предметне лайӑх пӗлнӗрен, ачасене уроксене тӗплӗ ӑнлантарнӑран шкул ачисен юратнӑ учителӗ пулса тӑрать, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупать.

Help to translate

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

2024 ҫулта энциклопедие йӗркелекенсем сахалтан та тата 10 чӗлхе уйрӑмне уҫма палӑртаҫҫӗ.

В 2024 году создатели энциклопедии планируют открыть еще минимум 10 языковых разделов.

«Википедин» аналогӗ Раҫҫейри халӑх чӗлхисемпе ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36729.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed