Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павлуш, тахҫанхи юман тункати ҫине ларса, хастарлансах чӑвашла ташӑ кӗввисене, пӗрин хыҫҫӑн теприне улӑштарса пырса калама тытӑнчӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Готорн сӑмах май ыйтса пӗлчӗ: унӑн тахҫанхи пӗлӗшӗн ывӑлӗ, темӗнле Стефенсон, Детрейпа пӗр полкра мар-и?
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпир асӑннӑ карчӑк тахҫан вӑл пурӑннӑ хваттер хуҫиччӗ; вӑл хӑех апат илсе килсе паратчӗ; унӑн тахҫанхи хитре, халӗ вара типсе кушӑрханӑ алли турилкке лартнӑ чух чӗтретчӗ, тата вӑл яланах чаплӑн калатчӗ:
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тахҫанхи мигрень.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ку — тахҫанхи курайманлӑх, мӗн пур вак-тӗвек таранччен сӳтсе явнӑскер; вӑл ҫав тери уҫӑмлӑ, чӑматана — малашри йывӑр ҫул валли — тӗплӗ хурса вырнаҫтарнӑ-шӑнӑҫтарнӑ кирлӗ япаласене аса илтерет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ирхине Лега ҫитрӗмӗр те пирӗн ҫурт патне станцирен лашасемпе кайрӑмӑр; Дэзие эпӗ кунта икӗ кунлӑх чарӑнассине пӗлтертӗм; ҫурт вара вырӑнти судьян — манӑн тахҫанхи пӗлӗшӗмӗн имӗш.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ ҫуртӑн шалти тытӑмӗн тӗрӗс планне турӑм, унта хӑтлӑ пултӑр тесе, ҫакна пӳлӗмсене пырса кӗрекенсем тӳрех курса савӑнччӑр тесе кашни вак-тӗвеке шута илтӗм; ҫак ӗҫе пурнӑҫлама тахҫанхи юлташӑма Товале хушрӑм; унӑн ӑсталӑхне, вӑл япаласене калаҫтармашкӑн хистеме пӗлнине тахҫанах — Товалӗн хӑйӗн ҫурчӗ пулнӑ вӑхӑтранпах — пӗлетӗп.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑн никӗсӗнче — тахҫанхи кӳренӳсемпе пурлӑх интересӗсем.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах ҫак шухӑшсенчен хурлӑхлӑраххи, — мӗншӗн хурлӑхли паллӑ: вӗсем пӑсӑк ҫанталӑкра тахҫанхи суран сурнинчен те хытӑрах ыратаҫҫӗ, — ҫавнашкал нумай тӗслӗх пирки аса илни; вӗсем пирки вӗсем чӑннипе пулман та тесе калани вырӑнлӑрах та тӗрӗсрех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл чӑматансем ҫинче кӗске вӑхӑт ларни ӗҫ-пулӑм кӑшӑлӗ, ҫилпе юрлакан кӗвӗ, вак чул хушшинче тупнӑ чаплӑ катрам тӗлӗшпе тахҫанхи тунсӑхӑма хускатрӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шӑплантӑмӑр; пӗр-пӗрне тӗсетпӗр — тахҫанхи тӗл пулу хыҫҫӑн нумай ҫул иртнине иксӗмӗр те ӑнланнине-хумханнине хӑнӑхмаллах-тӑр.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Кварц муклашкисем, тахҫанхи ҫӗр чӗтренӳ паллисем каҫхи шуҫӑм ҫутинче сап-саррӑн курӑнаҫҫӗ, какадусен кӗске мӑкӑртатӑвӗ тарӑхуллӑ киленӳпе тата кутӑнлашнӑн янӑрать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ.
Ыран Чулхуларан Шупашкара «Валдай» ҫӳреме пуҫлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31815.html
Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗн тахҫанхи пӗлӗшсем: Гентпа Цаупере, виҫҫӗмӗшӗ — килӗшӳллӗ, ҫавра питлӗ, лутра, анчах ҫирӗп шӑм-шаклӑ акӑлчан — хӗвел тухӑҫ ҫыран тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫапкаланчӑк, тем те пӗрлӗх шыравҫи Саллас Бен, нимӗнрен-никамран та хӑраман, йӑваш этем, анчах — тилӗрме пуҫличчен ҫеҫ.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунсӑр пуҫне — вӑрҫӑ пирки пӗлтерсен Гентра чӑннипех пӑхӑнмаллине хирӗҫлекен тахҫанхи, вӑйлӑ туйӑм ҫӗкленсе сарӑлчӗ: унӑн туртӑм вӑйӗ яланах — йӑпану, харкам кӑсӑклӑх; ҫавӑнпа та психологин ҫак виҫипе вӑл тискерчӗксен ҫул пуҫӗ пулма тивӗҫлӗ мар, пушшех те — темӗнле тупӑшшӑн хӗмленекен ытти тискерчӗк тӗллевӗсемшӗн.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак ҫыру, — Стэнли ӑна сӑмах хушмасӑр илсе кӗсйине чиксе хучӗ, — америкӑна каллех тахҫанхи ыйтупа аптӑрама хистет: унӑн ҫулташӗн чӑн тӗллевӗсем мӗнлерех, вӗсене вӑл, тен, Ливингстона уҫса парать?
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ сана симбора курсанах ӑнлантӑм: манӑн сӑмахӑмсене тахҫанхи пӗлӗшӗм ҫурӑмпа тӑрса итлеместех.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стэнли ӑна, американсен кит тытакан карапӗн шкиперне, «тахҫанхи маттурлӑхӗшӗн» каравана илчӗ, анчах каярахпа ҫакӑншӑн ӳкӗнчӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав вӑхӑтра тарҫӑ тахҫанхи чаплӑ ром илсе кӗртсе лартрӗ, эпир ӑна фарфор черккесемпе ӗҫме пуҫларӑмӑр, Сигнал Хирӗнче тата «Ылтӑн сӑнчӑрта» пулса иртнине аса илтӗмӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ку — тахҫанхи ӗҫ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.