Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сулахай the word is in our database.
Сулахай (тĕпĕ: сулахай) more information about the word form can be found here.
Альбина сулахай ал туни ҫине ҫыхса хунӑ пӗчӗк сехечӗ ҫине пӑхрӗ те кӑшт кӳреннӗ пек пулчӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл пӑшалне сулахай аллипе тытнӑ, сылтӑммипе мулкач выртнӑ вырӑна хыпашласа тӑрать.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Иван Яковлев палӑкӗн сулахай енче Аслӑ Патриархӑмӑр ячӗпе хисепленсе тӑракан пӗлӳ ҫурчӗ.

Help to translate

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

«Шупашкар – Сосновка», «Шупашкар – пляжӑн сулахай ҫыранӗ» маршрутсене республикӑра пурӑнакансем кӑмӑллаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫитес ҫӗре ҫитме пулать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60947

— Эс вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннине тахҫанах пӗлетӗп, анчах сулахай куҫу, вӑйсӑр куҫу ҫинчен пӗрремӗш хут илтетӗп, — аванмарланчӗ Герасим Федотович.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сулахай куҫ хупаххинче ҫӗвӗ пур.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Пичче ман ҫӳллӗшех, анчах манран самаях начар», — пӑшӑрханарах шухӑшларӗ Герасим Федотович, ҫав вӑхӑтрах вӑл пиччӗшӗн сулахай пит ҫӑмартинче нимӗҫ пӑрҫи пысӑкӑш шупка ҫӗвӗк вырӑнне асӑрхарӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сылтӑм аллине шӗшкӗ туя тытнӑскер сулахай аллипе ачана ҫавӑтнӑ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Маншӑн ун чухне сулахай алӑри кача пӳрни те этем ӳт-пӗвӗшӗн чӗре пекех хаклӑ орган шутланнӑ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сулахай алӑра кача пӳрне ҫуккине шута илмесен, манра урӑх нимле катӑк-пӑсӑк тупаймӑн.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сулахай алӑ кӑна пӑртак шиклентерет.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн сулахай аллин пӳрнисем ҫук — вӑрҫӑ хӑварнӑ ӗмӗрлӗх паллӑ ку.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сулахай пит ҫӑмартийӗнчи, хӑлха ҫывӑхӗнчи кантӑр вӑрри пысӑкӑш хӑмӑр тур палли те ӑна виҫесӗр илемлетет тейӗн.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сулахай питне алсишпе картласа арҫын хӑяккӑнрах чалӑшса тӑчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑй сулахай кӗрӗк ҫаннине турткалать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кабинӑн сулахай енчи алӑкне шофер уҫрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫапах та вӑл — Ира, урӑх никам та мар: янахӗнче тата сулахай пит ҫӑмартинче, хӑлхи ҫывӑхӗнче, вир пӗрчи пысӑкӑш тур паллисем пур.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пуҫӗнчи калпакӗ ӳксе юлнӑ, сулахай аллинче – ухӑ.

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов ыраттарнӑ сулахай хул калакне темиҫе хутчен сӑтӑркаласа илчӗ те, мӑшлатса, шӑппӑн: — Ҫӗнтертӗн, Сюльдяшов! Санран иртейместӗп! — терӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа Алюнов хӑйсен ҫыннисемпе патька-патша хушнӑ пек Атӑлӑн сулахай ҫыранӗпе кӑшт ҫурҫӗрелле кайса пӑхма, хресченсен аташса ҫӳрекен ушкӑнӗсене пухма шутларӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed