Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫиҫми ҫил кӗрхи чалланнӑ вӑрмана урма-сурма туланӑ пек ҫӗмӗрӗлет, ӗрлешет ҫынсен самаях йышлӑ ушкӑнӗ шӗкӗр хулари пӗр тӑватӑ хутлӑ капмар ҫуртра вырнаҫнӑ офисӑн кӗмсӗркке алӑкӗ умӗнче.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тунсӑх, йывӑр тунсӑх хупӑрласа, пусса илчӗ Павӑл чӗрине, тараватлӑ ҫавра питне кӗрхи йӗпе-сапа йӑтӑнса килсе хупласа хучӗ, куҫӗнчи йӑлтӑркка та самаях тӗксӗмленчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Юратнӑ кинӗ ҫапла тӑруках пӑрахса тухса кайни Павӑл амӑшӗшӗн те ҫу кунӗнче кӗрхи хура тӑм ӳкнӗ пекех пулчӗ; самай сулхӑнланса, аптӑравпа касӑлса, ҫакӑншӑн ывӑлне хӑйне айӑп туса, ӑна сӑмаха яланах пуҫ тавра ҫавӑрттарса, виҫеллӗ, вырӑнлӑ сыпӑнтармалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗрхи сулхӑн, нӳрӗ, янкарлӑ сывлӑшра Пурис, «кӑмӑскаланнӑ тайлӑк чикмек», выҫӑпа анкаса хевтесӗрленнӗскер, витӗрех шӑннипе сивчир тивнӗ пек сиксе чӗтрекенскер, ир еннелле эрех сӗрӗмӗнчен, ӳт-пӳ ӗнтӗркӗлӗхӗнчен пӑртак хӑтӑлчӗ, анчах хӑй пачах вӑранса кайманччӗ-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех куҫӗ ытамӗнчи палӑри-палӑрми тавралӑх, ҫурхи Атӑл пӑрӗ пек тапранса, хумханса илсе тӗпсӗр тинӗс сӗмлӗхӗпе хупланчӗ; пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх ӑшӑ хум, сӑрӑлтатса, йӑрр! юхса саланчӗ; ӑс-тӑнӗ йӗпе-сапаллӑ кӗрхи урапа ҫулӗн ҫӑрӑлчӑкне ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ вӑл каллех хура кӗрхи вӑрманӑн сӗм хура тӗттӗмлӗхӗнче вилӗмрен тарса пурнӑҫа хӑвалать: е пӗр танлӑн утӑмлать, е ут виттӗн чупать, е чикӑль-макӑль тӑвать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем, «ҫилӗсӗр» ҫилпе палӑри-палӑрми шӑпӑлтатакан кӗрхи вӑрман пек сӗрлешсе тулӑн-шалӑн вӗркеҫҫӗ, ларкӑчсем ҫинче пӗр-пӗринпе шӑппӑн, ӗҫлӗ сӑмах-юмах юхтаракансем те, пуш параппан ҫапса пуш пичке кустаракансем те пур.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ Ула Тимӗр пичӗ-куҫӗ вӑль-вӑль выляса илчӗ, унта кӗҫех, шалти тумла пӑрне ирӗлтере-ирӗлтере, майӗпен ҫурхи хӗвел пайӑрки пек ӑшӑ, ҫутӑ, кӗрхи чечек пек сӑпай, хӑй тӗллӗн кулӑ шуса тухрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑвайт, кӗрхи хӗрлӗ автана траки-мраки, вуги-вуги ташлаттаркаласа-сиктеркелесе, ҫӑт та ҫат хӗм сирпӗткелесе, карласа кӑна тӑрать (амӑшӗ хулху, хӗрӗ хӗрлӗ, ывӑлӗ ҫӳле каять).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑх вӑрман ҫине каллех пӗр ҫемӗллӗн лӗс-лӗс алланакан сӑпрам, сивӗ ҫумӑрпа (ахальтен мар пуль ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ, кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ, теҫҫӗ) кичем те тунсӑх пӑтти пӗҫерет.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑлне ҫыртса, пӑвӑнса, вӑрманӑн кӗрхи кӑмӑска шӑршиллӗ сывлӑшне кӑкӑр тулли ҫӑта-ҫӑта, хӑйпе хӑй тулашса, малаллах талпӑнать-ха каҫа юлнӑ кӑмпаҫӑ: чӑш-чаш, чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, тӑнк-танк…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑх кӗрхи каҫӑн хура кӳллине васкамасӑр, ыйхӑлама пуҫланӑ куҫне килпетлӗн, пӗр нӑшӑкламасӑр сӑтӑркаласа путса анса пырать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, пашка-пашка утаканскер, шофера кӑлин витерсе илчӗ, анчах нимӗн те хуравламарӗ, кӑштахран ҫеҫ ун тарлӑ питне кӗрхи хыт-хура пек килпетсӗр, йӗплӗ кулӑ туртӑнса тухрӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна курсан, Ула Тимӗре тӑруках тутлӑ «мунча ӑшши» ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа илчӗ: унӑн ӑршаллӑ хумӗ, пӗчӗк самантлӑха ӑшри шӑн юра йӑштарса, ирӗлтерсе кӑкӑрӗнчи кӑмӑл-туйӑмне ыррӑн-ыррӑн вашкӑртса, ҫӗклентерсе, йӑпатса-ярӑнтарса илчӗ, хыҫҫӑнах вӑл арҫын питне-куҫне янкӑр тӳпери кӗрхи лӗп хӗвел пек ҫемҫе, килпетлӗ, сӑпай кулӑпа эрешленсе тухрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лапкӑшӗпех сивӗ, сӑпрам, ҫӑрӑлчӑк «кӗлпе сапӑннӑ» тӳпе — пурне те пултаракан ҫӳлти Хӑватӑн асаплӑ кӗрхи салхулӑхӗ — хускалми, чӗмсӗр…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑл ӑша вӑркаттармӑш, чуна тыткӑнламӑш кӗрхи вӑрманта ытларах та сисӗнет…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анне, ха-мӑн атте таврӑнсан мана мӗнле шыраса тупӗ вара? — кӗрхи сивӗ ҫумӑр айне лекнӗ ҫулҫӑ пек чӗтренсе илчӗ пӗчӗк кӗлетке.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗр эрне… шутласан пӗр эрне нумай та мар пек туйӑнать, анчах та кӗрхи сивӗ ҫанталӑкра та хушӑран улмуҫҫи хӑйӗн вӑхӑтне улӑштарса ҫеҫкене ларнӑн, Клавӑн хальтерех кӑна-ха ыратупа тулнӑ чӗрине шӗл-кӑварлӑ юрату ҫунтарма пуҫларӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Халь акӑ пӗр кун хушшинчех юрату та, туслӑх та, шанчӑк та, кӗрхи сивӗпе аманнӑ чечек евӗр, хӑйӗн тӗсне ҫухатрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed