Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫ кӗскисемпе авалтанпах юм юмлаҫҫӗ — пӗр куҫ кӗскирен теприн ҫине пӑхса; ку ҫапларах: вӗсене хире-хирӗҫле тӑратса пӗр-пӗрне ҫутаттараҫҫӗ те — параллель евӗр лартса тухнӑ ҫурта речӗсен ялкӑшакан вӗҫӗмсӗр анлӑшӗ тӑсӑлса выртать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ак ҫак куҫсем Фрези Гранта курнӑ, — терӗ Дэзи пӳрнисене манӑн куҫ хупанкисем ҫине хурса.— Вот эти глаза видели Фрези Грант, — сказала Дэзи, прикладывая пальцы к моим векам.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Биче Сениэль чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе тӗсет вӗлерӳҫе, куҫ харшисене пӗркелентернӗ те — Бутлерӑн кашни хусканӑвне тарӑн ҫӑмӑллӑх тимлӗхӗпе сӑнать.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрап сана, Илемпи, куҫ шӑрҫине упранӑ пек.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ватӑлас енне куҫнӑ фронтовик аякка кайса пыракан хӑнасене мӗн ҫухаличчен куҫ илмесӗр пӑхса ӑсатрӗ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html
Сӑнӗ те хӗрлемес: сар тутлӑ, шурӑ тӳпчем пичӗ, хӗрлемес куҫ харшисем ҫурма хурланчӑк; тӗссӗр йӑлтӑркка куҫӗсем вара кулкалаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Савӑнса кӑмӑлӑра уҫас килмест-и? — ыйтрӗ вӑл пӗлтерӗшлӗн куҫ хӗскелесе, ҫав хушӑрах хӑйӗн ҫак сӑмахӗсем тӗлӗшпе туйӑмсӑр, ҫивӗч, сивӗ куҫӗсем мана тимлӗн тӗпчеҫҫӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл янкӑр шуранка, кулӑсӑрах хаваслӑ тата чӗрӗ-хатӑр; куҫ шӑрҫисен чи-чи тарӑнӑшне кисретнӗ хаваслӑх куҫсен ахаль кулли ҫеҫ мар; вӗсенче ӑссӑр ҫивӗчлӗх, пӗлтерӗшлӗхпе шухӑш темӗн чухлӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫавӑнпа та малтанхи самантра ҫакна эпӗ ҫулӑмӑн улшӑнчӑк-вылянчӑк чӗтренӗвӗн витӗмӗ-тӗр терӗм; ҫапах та иккӗленӳ пулма пултараймасть: сунарҫа темӗн ҫав тери хытӑ аптӑратать.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Бигпа иксӗмӗр ҫав ту хырҫине тахҫанах… мӗнле калаҫҫӗ-ха, витӗр шӑтарса тухнӑ темелле; халӗ эпир леш енне чӑн-чӑн коридора куҫса тухакан ҫурӑк патне ҫывхаратпӑр; вӑл пирӗн куҫ умне, паллах, ӑнсӑртран лекрӗ, анчах ҫакӑ мана ӑна Биг ятне памашкӑн чӑрмантармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав шӑтӑка пуҫне чи малтан чиксе пӑхрӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Астаротӑн хура куҫӗсем хӗвелтен пытанса пӗрӗннӗ, шала кӗрсех ларнӑ тейӗн, Биг вара айккинчен айккинелле саланкӑрлӑн пӑхкаланӑ май тепӗр чух кулкалать те: «Ҫапла ҫав. Каятпӑр», — тенӗн мана куҫ хӗскелесе хавхалантарать.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Куҫӗсем пурин те Фильсӑн сылтӑм аллин пӳрнисен куҫӑмне тирӗнсе тӗсеҫҫӗ; Фильс уншӑн ҫеҫ паллӑ, пӗлтерӗшлӗ темӗскер пирки тимлӗн уйланнӑн куҫ харшисене хускаткаларӗ, унтан пуҫне сӗлтрӗ те пускӑча тӗртрӗ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Гельвий ҫӳллӗ, курпункка, тути ҫӳхе, юнсӑр пекех, ҫӳҫӗ вӑрӑм, пӑхӑр тӗслӗ куҫӗсем кӑвак, монгол куҫ харшиллӗ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ачалӑхри вӑйӑсен юлташне вӑхӑт вӑйлах улӑштарнӑ, унӑн тӑнлавӗсем кӗмӗлленнӗ, куҫӗсем вара, хыт кукар кулла яланлӑхах ҫирӗплетсе лартнӑскерсем, куҫ шӑрҫи ҫийӗнче шуранкалӑхӑн ансӑр ярӑмне уҫӑлтараҫҫӗ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Унӑн ҫӑра куҫ харшисем тискеррӗн те тӗлсӗррӗн хускалкалаҫҫӗ, куҫӗсем ҫунаҫҫӗ.Его густые брови жутко и бессмысленно двигались, глаза горели.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Куҫӑмсене хупма хӑратӑп: хупсанах куҫ умӗнче шыв вӗттӗн хумханать, ун ҫийӗн тӳлек ҫаврасем чупаҫҫӗ.Я боялся закрыть глаза; когда закрывал, в глазах рябила вода, и шли по ней тихие круги.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Урипе вӗчӗххӗн сиккелесе вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ те пусмана чӗтрекен аллисемпе хыпашларӗ, унпа мӑйӗнчен, кӑкӑрӗнчен тата хырӑмӗнчен сӗртӗнет, куҫ кӗскине ярса тытса ун ҫине куҫӗсене чарса пӑрахсах тӗмсӗлчӗ те — кӑмӑлӗ тулмаллипех тулнӑран ахӑлтатса кулса ячӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шау вӑтӑр пилӗк ҫулсенче, тӑваткал хӗрлемес сухаллӑ, хӑлхи-сӑмси-ҫӑварӗ вӗтӗ, куҫ харшисем ачаннилле шӗвӗ; сӑн-пичӗ — йӳҫӗкрен — кӳреннӗ евӗр курӑнать; куҫӗсем пӑрҫа пек тата тӗссӗр.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унтан куҫӗсене аллисемпе хупларӗ, куҫ хупанкисем ҫинчен нӳрлӗ пӳрнисене вӗҫертрӗ те — ҫак самантра Ливингстон тӗлӗшпе унӑн шухӑшӗ калӑпланса ҫирӗпленчӗ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫӳллӗ, тикӗс куҫ харшисем сӑмса кӑкӗ ҫийӗн тӳррӗн выртаҫҫӗ; пысӑк сӑмсин чӑсланкӑ линийӗ — профильпе — питех те хӑйне евӗрлӗ чунне кӑтартакан сарлака ҫамкин чике йӗрне тӑсать, ҫемҫе, тӗксӗм куҫӗсем кӑштах хӗсӗннӗ, тимлӗ, ҫакӑ паллӑ мар ҫыннӑн нумай пӗлес ӑнтӑлулӑхне кӗретӗнех палӑртать.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Аяккалла куҫакан кӳлепесене чи инҫетри куҫ кӗски алӑк витӗр тепре кӑтартрӗ те — вара эпӗ пукан ҫинелле ӳпӗнтӗм, чарӑнми йӗрсе ятӑм, — вилмелле кӳрентернӗн, аптӑравпа кисреннӗ, саланма пуҫланӑ ҫынсен хушшинче.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.