Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Выҫӑпа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
 — Мӗн эсӗ, атте, выҫӑпа тата нумай антӑхтарасшӑн-и пире?..

 — Ты что, тятя, долго еще нас морить думаешь?..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем ҫине, выҫӑпа антӑхнӑ пек, ҫӗршер куҫсем тирӗннӗ.

Их ощупывают сотни жадных глаз.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗртен пӗр шурӑ пулӑ ҫеҫ Дон тӑрӑх канӑҫа пӗлмесӗр вӑйкӑнса ҫӳрет тата выҫӑпа касӑлса ҫитнӗ шӑла пулӑ, шывҫипӗл хыҫҫӑн хӑваласа, чӑнкӑ ҫыран хӗррисенче шыва чӑмпӑртаттарса чӑмать.

Одна бель моталась по Дону, да на перемыках шарахала сула, гоняя за калинкой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑн пек икӗ каҫ ирттернӗ хыҫҫӑн ял хушшинче: партизансем вӑрманта выҫӑпа аптрани ҫинчен, хӑйсен хисеплӗ ӗҫӗсене манни ҫинчен, тӑшмана ҫӗнтерес шанчӑка ҫухатни ҫинчен тата гитлеровецсенчен кая мар ҫаратма пуҫлани ҫинчен калаҫма тапратрӗҫ…

После двух таких ночей по деревням заговорили о том, что партизаны оголодали в лесах, забыли о своих высоких целях, потеряли веру в победу над врагом и начинают не хуже гитлеровцев заниматься грабежами…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мӗн пулассине каласа патӑр-и ӗнтӗ: ҫуркунне выҫӑпа шыҫӑнса каятпӑр эппин!

Тоже нагадали: к весне будем пухнуть с голоду!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫуркуннене хирӗҫ выҫӑпа шыҫма тытӑнӑпӑр.

— К весне начнем с голоду пухнуть.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Килкарти варринче икӗ вӑрӑм урапа ларать, икӗ сӑрӑ вӑкӑр, шӑрӑхпа аптраса, хӑйсен кӳлмелли сӳсменсен умӗнчех выртаҫҫӗ: выҫӑпа хаярланнӑ шӑнасем вӗсене канӑҫ памаҫҫӗ: сӑмса шӑтӑкӗсене кӗре-кӗре каяҫҫӗ, куҫҫулпе йӗпеннӗ куҫсем ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа хӗвӗшеҫҫӗ.

Посреди двора стояли две арбы, и возле ярм лежали, изнывая от жары, быки серой масти; мухи, голодные и злые, не давали им покоя, лезли в мокрые ноздри и липли серым шнурком вокруг слезившихся глаз…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл выҫӑпа аптӑранӑ.

Он умирал с голоду.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑйӗн икӗ ӗҫне те кӑмӑлӗ хушнипех турӗ темелле: палланӑ ҫынна выҫӑпа аптранӑ вӑхӑтра вӑл ҫӑкӑр парса ячӗ, ҫакна тумашкӑн ӑна кӑмӑлӗ хушрӗ темелле, пӑлхавҫа сутса влаҫсене юрайӑп та инкек-синкек пуласран ҫӑлӑнӑп терӗ.

Обе эти обязанности он выполнил вполне добросовестно: накормил голодного знакомца, чтобы исполнить нравственный долг, и предал бунтовщика, чтобы отвести от себя неприятности.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫывӑхра сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳренӗ чух кашкӑр выҫӑпа вилмест.

Волк не станет околевать с голоду, когда поблизости пасется стадо овец.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр-пӗр суранланса аран вилеймесӗр юлнӑ е выҫӑпа антӑхнӑ пӑлхавҫа курсан, вӗсем хӑйсемех пере-пере пӑрахасси те сахал пулнӑ темелле мар, вырӑнти ҫынсем йӑлт тискерленсе ҫитнӗ темелле.

Нередко жестокость местных жителей доходила до того, что они собственноручно приканчивали пулей какого-нибудь раненого или полуживого от голода повстанца.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапах та, Хӑрушсӑрлӑх комитечӗн 1932-1933 ҫулсенче тытса хупнӑ 429 ҫын ҫинчен пӗлтерекен справки (31с.), Хусанти музей Суслонгер лагерӗнче 300 салтак выҫӑпа вилни пирки калани (58) кӗнекере вырӑнлӑ.

Тем не менее, в книге уместны и справка Комитета безопасности о 429 человек, задержанных в 1932-1933 годах (31 с.), и сведения Казанского музея о гибели от голода 300 солдат в лагере Суслонгер (58) .

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Эпӗ выҫӑпа вилем те, анчах ҫиртен ним те илместӗп!

Да я лучше с голоду подохну, но ничего от вас не возьму!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗлетӳнте выҫӑпа вилекен шӑшисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук пулсан, эпӗ ҫав апат-ҫимӗҫе ӑҫтан тупам-ха?

Откуда я всего этого наберу, ежели у тебя в кладовке ничего нету, окромя мышей, да и те с голоду дохнут!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл унта тӳрех выҫӑпа вилнӗ пулӗччӗ е, ҫухӑрса, ман чуна кӑларса илнӗ пулӗччӗ…

Он бы тут зараз с голоду околевал и душу из меня вынал бы своим визгом…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Амӑшӗ пулман пулсан, выҫӑпа тахҫанах урисене тӑсса выртмалла.

Не будь у него матери, ноги протянул бы с голоду.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр темиҫе ҫултан ман ҫемье пурнӑҫӗ вӑйсӑрланса ҫитрӗ, атте-анне выҫӑпа ан аптраччӑр тесе, ман мӗнле те пулин ӗҫе кӳлӗнме лекрӗ.

— Через несколько лет родные мои обеднели, и я стал искать работу, чтобы не голодать.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Выҫӑпа касӑлнӑ, ҫилпе куштӑрканӑ, хӗвелпе ҫуннӑ пичӗ ун ҫирӗп те шуранка пулнӑ, куҫӗсем аялалла сивлеккӗн пӑхнӑ, хӑйӗнчен вара халӑх ҫинелле этемле мар тискерлӗх ҫапнӑ.

Лицо его, изнуренное голодом, обветренное и обожженное, было строго и бледно, глаза сурово опущены вниз, и сверхъестественным ужасом повеяло от него на толпу.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пирӗншӗн пулсан, акмасӑр тӑрса юлса кӗркунне выҫӑпа шыҫӑнасси те, халех ответ тытасси те, — пурпӗрех!

Что нам, не сеямши, к осени с голоду пухнуть, что зараз отвечать, — все едино!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй те начар ҫиетчӗ, тарҫисем вара, талӑкра ҫирӗмшер сехет ӗҫлетчӗҫ пулин те, лашасене апат пӑтратса пама е выльӑх-чӗрлӗхсене утӑ-улӑм пама ҫӗрхута пилӗкшер хут тӑрса тухатчӗҫ пулин те, вӗсене выҫӑпа антӑхтаратчӗ.

Сам, бывало, плохо жрет и работников голодом морит, хоть и работают они двадцать часов в сутки да за ночь встают раз по пять коням подмешивать, скотине метать.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed