Шырав
Шырав ĕçĕ:
Америка разведкин шкулӗнче Кларк кунӗн-ҫӗрӗн, ҫине тӑрса тренировка тунипе тусем ҫине пӗрремӗш класлӑ альпинист пекех хӑпарма, йывӑҫ ҫумне ҫыхнӑ пӑявпа усӑ курса, юханшыв урлӑ сиксе каҫма, мотоциклетпа, пур системӑллӑ автомобильпе те чаплӑ ҫӳреме, пулӑ пек ишме, шыва чӑмма, вуншар километра пӗр ывӑнмасӑр чупса тухма, ҫав тери тӗл пеме, нумай вӗҫен кайӑк пек, тискер кайӑк пек тӗп-тӗрӗс сасӑ кӑларма вӗреннӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑй паттӑр та сыхлануллӑ, ӑслӑ та сисӗмлӗ пулма пултарнине вуншар хут кӑтартса паман пулсан, Карпат леш енчи партизансем Гойдӑна ҫав тери паха ӗҫсем шанса паман пулӗччӗҫ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юрлӑ Верховинӑран вуншар автомобиль анаҫҫӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сарлакӑшӗ — вуншар ҫухрӑм.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Карпат леш енчи ҫӗрсене, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, вуншар ӗмӗр хушши ют хуҫасем: е мадьяр королӗ, е Австри патши е Чехословаки президенчӗ — тытса тӑнӑ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫак вырӑнтан ӗлӗк-авалтанпах шпионсем каҫнӑ, кунтан лазутчиксем темиҫе вуншар ҫул хушши ҫӳренӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах тусене пӗтерме нумай вӑхӑт — вуншар та ҫӗршер пин ҫул кирлӗ.Но только для уничтожения гор нужно много времени — десятки и сотни тысяч лет.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Анчах темиҫе вуншар е ҫӗршер ҫулсем хушши ҫӗр тӗпӗнчен сирпӗнсе тӑракан хӑшпӗр вулкансен ӗҫне ҫӗр хуппин тӗрлӗ пайӗсенче шӑраннӑ массӑсен вучахӗсем пуррипе кӑна ӑнлантарса пама пулать.
1. Ҫӗр тата чи авалхи материксем пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫак сийсем е хулӑн, темиҫе теҫетке сантиметр таран, е ҫӳхе, пӗр-икӗ пӳрне хулӑнӑш, е картон листи хулӑнӑш кӑна, ҫапла вара ҫавӑн пек сийсене кашни сантиметртах вуншар ытла шутласа кӑларма пулать.
1. Икӗ йышши сӑрт-ту породисем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫав айлӑм тарӑн тата унӑн тайлӑмӗсем, вуншар метр ҫӳлелле ҫӗкленсе, чӑнкӑ ҫыран е чул сӑрт туса хураҫҫӗ пулин те (ун пекки пысӑк юханшывсен ҫыранӗсенче пулать — Атӑл, Кама, Дон, Лена, Днепр т. ыт. те), пурпӗрех, тайлӑмпа ҫӳле улӑхса ҫитсен, ҫын хӑй умӗнче каллех ҫав айлӑмах курать.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Зухин тухрӗ те кӗҫех каялла таврӑнчӗ, хӑй пуҫне уснӑ, сӑнӗ шухӑшлӑ, чӗркемелли тӗксӗм хут ҫине ҫырнӑ уҫӑ ҫыру тата вуншар тенкӗлӗх икӗ хут укҫа тытнӑ вӑл.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫапла туйӑнчӗ; кашнине уйрӑммӑн илес-тӗк, мана савӑк пулман пекех, вӗсене те савӑк пулман; анчах хӑй кӑна унашкал туять тесе шутласа, пӗтӗмӗшле хаваслӑха пӑсма хӑймасӑр, юриех савӑк пек кӑтартассине кашнинех хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне йышӑннӑ; кунсӑр пуҫне — калама та аван мар — чарана вуншар тенкӗ тӑракан виҫӗ бутылка шампански, тӑватшар тенкӗ тӑракан вунӑ бутылка ром яни, ҫапла вара пурӗ, апата шутламасӑр, — ҫитмӗл тенкӗ тӑкаклани хӑех мана юри тума хистенӗн туйӑнчӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астусах тӑратӑп, хамран ҫапла ыйтсан, эпӗ вӑтанса кайрӑм, анчах ҫакӑнпа пӗрлех, хам пачах кӗтмен ҫӗртен, мӑнаҫлӑн кулкаласа илтӗм те, ытла та хӑпартлануллӑн французла калаҫа пуҫласа, вводнӑй предложенисем кӗрте-кӗрте, тем тери упи-супи сӑмахсем каларӑм, ҫав сӑмахсене халӗ, вуншар ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та, аса илме намӑс.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сербири вуншар отряд ҫакнашкал лару-тӑрура ӗнтӗ халь…
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӑшман Павӑлпа Уча пуҫӗсемшӗн аллӑшар пин, командирсен пуҫӗсемшӗн ҫирӗм пиллӗкшер пин, «ахаль» партизансен пуҫӗсемшӗн вуншар пин пама пулать, тесе калаҫса ларнине илтсен, Павӑл шухӑшран вӑранса, хресченсем ҫывӑхнерех сиксе ларчӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чӗрчун урнине пӗлмелли пӗрремӗш тата тӗп паллӑ — шывран хӑрани тесе шутлаканскер Ангелина Семёновна Мелике хӗсӗрлесех кунне вуншар стакан чей ӗҫтернӗ, виҫшер турилкке яшка ҫитернӗ.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Хӑй вӑл пирӗн Белогоркӑна калле-малле вуншар хут ҫеҫ ишсе каҫман-тӑр.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпӗ ӑсра апла-капла виҫкелесе шутларӑм та, ирхинехи пек кунне виҫшер сехет мар, виҫӗ сехет те вуншар минут вӗренсе лармалла пулать.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫав каҫхинех эпир учительсен пӳлӗмне пухӑнтӑмӑр, вӑл кун алӑран алла вуншар хут куҫнӑ, самаях лӳчӗркеннӗ «Правдӑна» тата тепӗр хут вуларӑмӑр, калаҫрӑмӑр пӗр-пӗринпе малашне мӗнле ӗҫлесси ҫинчен канашларӑмӑр.
61 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вуншар алӑсем пирӗн паталла тӑсӑлаҫҫӗ.
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.