Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ман the word is in our database.
Ман (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
Татьяна Владимировна Волковӑна кам та пулин кӳрентерес пулсан, ман шухӑшпа, ал ӗҫ кружокне ҫӳрекенсем кар тӑрса хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ.

Help to translate

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ку професси ман валли маррине ӑнлантӑм.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ӗнтӗ ҫав шухӑш чӑл-пар саланчӗ ман пуҫра.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Володя усал, хӗрарӑма пусмӑрлакан арҫын тӑк вӑл ман ҫине те алӑ ҫӗклӗччӗ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Амӑшӗнчен хӑраса ӳсрӗҫ вӗсем, мӗншӗн тесен ман умра ытлашши сӑмах персе ярасран лешӗ хӗненӗ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл ман пата Мускава янӑ пӗр ҫыру вӗҫӗнче ҫапла пил панӑччӗ: «Петя, йӗркеллӗ пул!

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ман ҫинче — хӗрлӗ лампаслӑ кӑвак шӑлавар.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫак ӳкерчӗк — стеллаж ҫинче ман хушамат тӗлӗнче оригиналсем выртни — хаҫатран кайсан тӗлӗкре те курӑнатчӗ.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Туҫи шкулӗнче ман пек ҫамрӑк специалистсем самаяхчӗ.

Help to translate

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Аттепе анне эпӗ пӗчӗк чухне ман валли ятарлӑ хатӗрсем туянатчӗҫ.

Когда я была маленькая, родители покупали мне специальные заготовки.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юрий Михайлович килсе пӑхрӗ те, ман шухӑша ырларӗ.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫапла, хамӑрӑн пӗчӗк ялти кӑмӑлсӑр ӗҫ-пуҫа тӗнче шайӗнчи пулӑмсемпе ӑнлантарма пулать-тӗр, анчах тӳрре кӑларма, ман шутпа, май ҫук.

Да, жизненное недовольство маленькой деревни может и можно объяснить происходящими мировыми событиями, но оправдать, по моему мнению, нельзя.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ман шухӑшпа - пирӗн ял командишӗн ку - питӗ лайӑх кӑтарту, - каласа кӑтартрӗ Сергей Андронов.

Help to translate

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗрремӗш тӗлпулурах (вӑл ун чухне больницӑра сипленетчӗ): «Эсӗ манӑн анне пулатӑн-и? Мана кунта бӑ-бӑ (укол тунине ҫапла калатчӗ) тӑваҫҫӗ, илсе кай-ха», — тесе ман пата ыткӑнни куҫран та каймасть, хӑлхаран та тухмасть.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ман шухӑшпа, повар – чи хисеплӗ профессисенчен пӗри.

По моему мнению, повар - одна из уважаемых профессий.

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ман патра пӗлӳ илнисенчен чылайӑшӗ хӑйӗн ӗҫне йӗркеленӗ: пӗри вокал студийӗ уҫнӑ, тепри - уявсем ирттерекен фирма.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Паянхи эстрада юрӑҫисенчен хӑшӗ-пӗри пек: «Аллӑрсем ӑҫта? Ман пек тӑвӑр», - тесе кӑшкӑрмасть вӑл.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Эсир мана хӑвӑрӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи музей ҫинчен кӑларнӑ буклета ярса паман пулсан эпӗ Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пуррине пӗлмесӗрех юлаттӑмччӗ пуль», - ҫырнӑччӗ икӗ ҫул каялла ман ятпа янӑ ҫырӑвӗнче «Культура» телеканалра «Россия - любовь моя» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырӑсланнӑ француз журналисчӗ, Мускавра тахҫанах тӗпленнӗскер.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ку ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртес пулсан ман иккеленӳ ҫуралать: Михаил Васильевич асӑрхӗ-ши?

Если бы данное событие произошло в настоящее время у меня закрадываются сомнения: заметил бы Михаил Васильевич?

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Кунта ман шутпа республикӑн хальхи пуҫлӑхӗсен айӑпӗ те кӑштах пур.

Здесь по моему мнению есть маленькая вина и нынешних руководителей республики.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed