Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ the word is in our database.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫул хӗррипе улӑм ури, е пушӑ, чӳречисене ҫапса лартнӑ бригада станӗсем тӑра-тӑра юлнӑ.

Мимо дороги то пробегали стога соломы, то вставали бригадные станы — пустые, с наглухо закрытыми дверями.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пушӑ бричка сиксе кӗмсӗртетнӗ.

Пустая бричка подпрыгивала и гремела.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усть-Невински тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, унӑн пудра сапнӑ пек пас тытнӑ пӳрт ҫийӗсем ҫинче ҫав тери лӑпкӑ та шӑп, тирексем ҫинче каҫ ирттерекен кураксем ҫуначӗсемпе йывӑҫа тӗкӗнни те илтӗнсе тӑнӑ; тӳпе тарӑн та тӗм-хура, нумайччен ҫӳлелле пӑхса тӑрсан, шултра та вӗтӗ ҫӑлтӑрсем ытла та нумайран куҫ йӑмӑхса каять; Кубань енчен сивӗ шыв сулхӑнӗ туртӑнать, ҫӑра акациллӗ урамсем сарлака та пушӑ, проспектпа утнӑ пек пыратӑп, пӗччен мар тата, юратнӑ хӗрпе…

Давным-давно спит Усть-Невинская, и над ее припудренными инеем крышами разлита такая тишина, что даже слышно, как шуршат крыльями грачи, зорюя семьями на тополях; шатер неба высок и матово-черен, и над головой рассыпано столько малых и больших звезд, что рябит в глазах, если подолгу смотришь вверх; от Кубани веет изморозью, а широкая, со шпалерами акаций улица совсем пуста, и идешь по ней не один, а с любимой девушкой!

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кошевой инҫетри ялӑн пушӑ урамӗсем еннелле пӑхса илчӗ те салтаксен хыҫӗнчен хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ:

Поглядывая на далекие пустые улички деревушки, Кошевой крикнул уходившим солдатам:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чи хыҫалти ватӑ ҫын пек пӗкӗрӗлсе кӗнӗ ҫӳллӗ кӗлеткеллӗскер, — ахӑртнех вӑл ертсе тухаканни пулмалла, — пӗркеленсе пӗтнӗ пушӑ пит ҫӑмартисене чӗтрентерсе сӑмси витӗр ҫилӗллӗн ятлаҫма пуҫларӗ:

Последний, — как видно, вожак, — высокий и по-стариковски сутулый, дрожа дряблыми сумками щек, закричал злым гундосым голосом:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсен шухӑшӗпе казак саламатпа ҫеҫ хӑмсарса пурӑнать иккен, казака тискер чӗрчун вырӑнне хураҫҫӗ, — унӑн чӗре мар, пушӑ кӗленче ҫеҫ, тейӗн.

Они думают — у казака одна плетка, думают — дикой казак и замест души у него бутылошная склянка.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урамсенче пушӑ хирти пек шӑплӑх.

Улицы берегли пустынную тишину.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Невски проспектра ҫын тӗсӗ те ҫук, пушӑ.

Невский проспект пустовал.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах чӗлхи ҫине супӑнь хӑмпи пек ҫӑмӑлҫах сӑмахсем ҫеҫ килсе тӑчӗҫ, пуҫра пушӑ та ӑшӑх шухӑшсем пӑтранса тӗвӗленчӗҫ.

Ощущал, как мыльными пузырями срываются с его губ легковесные фразы, а в голове путаются выхолощенные, скользкие мысли.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫҫӗмӗш утлӑ ҫар корпусӗпе Туземнӑй дивизин Петроград ҫине ывтӑнса пыракан чаҫӗсем сакӑр чукун ҫул тӑрӑх эшелонсемпе куҫаҫҫӗ: Ровель, Везенберг, Нарва, Ямбург, Гатчина, Сомрина, Вырица,Чудова, Гдов, Новгород, Дно, Псков, Луга хулисемпе вӗсен хушшинчи мӗн пур станцисемпе разъездсем майӗпен шӑвакан, ҫул пушӑ пулманнипе малалла каяймасӑр хӑшкӑлакан эшелонсемпе чыхланса тулнӑ.

Кинутые на Петроград части 3-го конного корпуса и Туземной дивизии эшелонировались на огромном протяжении восьми железных дорог: Ревель, Везенберг, Нарва, Ямбург, Гатчина, Сомрино, Вырица, Чудово, Гдов, Новгород, Дно, Псков, Луга и все остальные промежуточные станции и разъезды были забиты медленно передвигавшимися, застревавшими эшелонами.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малти, куҫӗсемпе пушӑ сӗтел шыранӑ май, хӗвел ҫинче тикӗс пиҫсе хӑмӑрланнӑ пичӗпе Листницкий енне ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Передний, отыскивая глазами свободный столик, повернул к Листницкому покрытое ровным бурым загаром лицо.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Политика ыйтӑвӗсем тӑрӑх казаксемпе эрнере виҫӗ хутчен калаҫу ирттерме йышӑнчӗҫ, казаксен пушӑ вӑхӑтне мӗнпе те пулин тултарас тата вӗсен ӑс-тӑнне политикӑн сиенлӗ сывлӑшӗпе сывлама парас мар тесе, взводнӑй офицерсене кашни кун хӑйсен взвочӗсене гимнастика тутарма, кӗнеке-хаҫатсем вуласа пама хушса хӑварчӗҫ.

Решено было в неделю три раза проводить с казаками беседы на политические темы, взводным офицерам было вменено в обязанность ежедневно заниматься со взводами гимнастикой и читкой, для того чтобы заполнить свободное время и вырвать умы казаков из разлагающей атмосферы политики.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяккалла кайса пыракан симӗс ещӗксен ярӑмӗ пӗр майлӑн тӑкӑртатнине итленӗ май вӑл, ҫӗрелле тирӗннӗ сӳрӗк куҫӗсене ҫӗклесе пӑхмасӑр, чылайччен пушӑ аврипе платформа хӗррине тӑкнӑ шлак ванчӑкӗсене чакаласа тӑчӗ.

Послушал, как, удаляясь, тарахтят звенья зеленых коробок, и долго ковырял кнутовищем насыпанный у платформы шлак, не поднимал опущенных, посоловевших глаз.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, пушӑ ҫӳлӗксемпе кивелсе якалнӑ сентре ҫине куҫӗпе мӑчлаттарса пӑхса, сӑмах тупса калаймасӑр минресе тӑчӗ.

Оглядел Пантелей Прокофьевич пустующие полки и глянцевитый от старости прилавок, помялся.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Степан Астахов пӳрчӗ хӑй кайнӑранпах пушӑ ларать.

Курень Степана Астахова пустовал.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пушӑ сӑмах ҫаптаратӑн, ҫамрӑк-ха эсӗ, туртана кӳлӗнсе курман.

— Пустое гутаришь, ты молодой ишо, необъезженный.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑть калаҫ, хӑть ан калаҫ — пӗртен пӗр пушӑ хутаҫ.

То-то и ба, что пустая торба.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗри-тавралла йӗпе ҫӳҫ пӗрчисемпе тӑрмаланнӑ пушӑ пуҫ чашкинче шупка хӗрлӗ шыв йӑлтӑртатать, — ҫумӑр шывӗ тулнӑ.

В порожней черепной коробке, обрамленной мокрыми сосульками волос, светлела розовая вода, — дождь налил.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр талак малалла куҫнӑ хыҫҫӑн, ир еннелле, ҫав полка вӑрман варринчи пушӑ ҫӗр пӳртсене вырнаҫтараҫҫӗ те тӑватӑ кун французсен меслечӗпе наступлени тума вӗрентеҫҫӗ: батальонсене ҫурма ротӑсем ҫине пайласа сапалаҫҫӗ, бомбометчиксене йӗплӗ пралуксене хӑвӑрт татас ӗҫе хӑнахтараҫҫӗ, ҫӗнӗрен гранатӑсем ывӑтма вӗрентеҫҫӗ.

Наутро, после первого же перехода, полк разместили в лесу, в брошенных землянках, и четыре дня обучали французскому способу наступления; вместо батальонов в цепи шли полуроты, бомбометчики учились с наивозможнейшей быстротой резать проволочные заграждения, вновь проходили курс метания ручных гранат.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Местечкӑн тепӗр вӗҫӗнче вӑл чылайччен пушӑ тӑкӑрлӑк тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, кашни чухӑн кил-ҫуртӑн тӗксӗм мӗлкисене сӑнаса пӑхрӗ.

На противоположном краю местечка Бунчук долго ходил по пустому переулку, засматривая в ворота, изучающе разглядывая форму каждого бедного домишка.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed