Шырав
Шырав ĕçĕ:
35. Ҫакна курсассӑн, ашшӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та каланӑ: ах, хӗрӗм, хӗрӗм! эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн; эсӗ те ман канӑҫлӑхӑма пӗтерекенсен шутӗнче-ҫке! эпӗ [сан ҫинчен] Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иеффай ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах парса хунӑ: Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн, 31. эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сан умӑнта айӑпӑм ҫук манӑн, эсӗ вара, мана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса, ман тӗлӗшрен усал ӗҫ тӑватӑн.27. А я не виновен пред тобою, и ты делаешь мне зло, выступив против меня войною.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аммонсен патши Иеффай элчисене каланӑ: Египетран килнӗ чухне Израиль ман ҫӗрӗме Арнон шывӗнчен пуҫласа Иавокпа Иордан шывӗсем таран туртса илчӗ; ҫавна ху ирӗкӳпе тавӑрса пар мана, [вара каялла кайӑп,] тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Галаадӑн аслӑ ҫыннисене Иеффай каланӑ: эсир мана каялла таврӑнса аммонсемпе ҫапӑҫма ӳкӗте кӗртсен, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма парсан, эпӗ сирӗн патӑрта пуҫлӑхра юлӑп-и? тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иеффай Галаадӑн аслӑ ҫыннисене каланӑ: мана курайманнисем эсир марччӗ-и-ха, аттемӗн килӗнчен хӑваласа яракансем эсир марччӗ-и? инкеке лексен, халь ман патӑма килтӗр-и? тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. [Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эхер те кам та пулин ҫак халӑха ман аллӑма парас пулсан, эпӗ Авимелехе хӑваласа янӑ пулӑттӑм, тенӗ.29. Если бы кто дал народ сей в руки мои, я прогнал бы Авимелеха.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Манӑн аттем сирӗншӗн ҫапӑҫрӗ, хӑй пурӑнӑҫне хӗрхенмерӗ, сире мадиансен аллинчен хӑтарчӗ; 18. халӗ вара эсир ман аттемӗн килне хирӗҫ тӑратӑр, аттемӗн ҫитмӗл ывӑлне пӗр чул ҫинче вӗлертӗр те Авимелехе, хӑрхӑм ывӑлне, вӑл сире тӑван тивнипе Сихем патшине лартрӑр, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫу йывӑҫҫи каланӑ вӗсене: ара, ман ҫӑвӑмпа турӑсемпе ҫынсене чыслаҫҫӗ те, ӑна пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Гедеон вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн пуҫ пулаймӑп, ман ывӑлӑм та пуҫ пулаймӗ; сире Ҫӳлхуҫа тытса тӑтӑр, тенӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Гедеон каланӑ вӗсене: ҫакӑншӑн, Зевейпе Салмана Ҫӳлхуҫа ман аллӑма парсассӑн, эпӗ сирӗн ҫан-ҫурӑмӑра пушхир кӳкенӗпе тата шӑллӑ тӑпачӑпа тӑпӑлтарӑп, тенӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Сокхоф ҫыннисене каланӑ: ман хыҫран пыракан халӑха ҫӑкӑр парсамӑр; вӗсем халтан кайнӑ, эпӗ Зевейпе Салмана, мадиансен патшисене, малалла хӑвалатӑп, тенӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: санпа ытла нумай халӑх килнӗ, Эпӗ мадиансене вӗсен аллине пама пултараймастӑп, ун пек тусассӑн Израиль Ман умӑмра мӑнкӑмӑлланса кайӗ, «мана хамӑн аллӑм хӑтарчӗ» тейӗ; 3. ҫапла ӗнтӗ халӑх илтсе тӑмалла пӗлтер, кала ӑна: «кам та кам хӑрать-шикленет пулсассӑн, вӑл Галаад тӑвӗ ҫинчен каялла кайтӑр» те.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Гедеон] Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Израиле мӗнле ҫӑлаям-ха эпӗ? ман ӑрӑвӑм та Манассия йӑхӗнчи чи чухӑн ӑру, аттем килӗнче те эпӗ чи кӗҫӗнни, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иаиль Сисарӑна хирӗҫ тухнӑ, каланӑ ӑна: хуҫамӑм, кӗрех ман патӑма, кӗрех, ан хӑра, тенӗ.18. И вышла Иаиль навстречу Сисаре и сказала ему: зайди, господин мой, зайди ко мне, не бойся.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Халӑха вӑл ҫапла каланӑ: ман хыҫран пырӑр, тӑшманӑрсене, моавсене, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн аллӑра пачӗ, тенӗ.28. И сказал им: идите за мною, ибо предал Господь [Бог] врагов ваших Моавитян в руки ваши.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аод ӑна каланӑ: [патша,] ман сана Турӑ сӑмахне пӗлтермелле, тенӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.