Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ; 19. вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сут тӑваканни Ҫӳлхуҫа пултӑр, санпа ман хушшӑмӑрти тавӑҫа татса патӑр.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ; 22. кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ; 23. вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Уншӑн эпӗ халӗ ҫеҫ Турра тархаслама пуҫланӑ-и вара? Ҫук, патшамӑм, хӑвӑн чуруна тата ман аттемӗн кил-йышне ан айӑпла: ку ӗҫ ҫинчен санӑн чуру нимӗн те пӗлмест, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анхус ӗнтӗ хӑйӗн чурисене каланӑ: курмастӑр-им, вӑл ӑсран тайӑлнӑ ҫын; мӗншӗн эсир ӑна ман патӑма илсе килтӗр?14. И сказал Анхус рабам своим: видите, он человек сумасшедший; для чего вы привели его ко мне?
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Священник Давида хуравласа каланӑ: ман алӑра ахаль ҫӑкӑр ҫук, сӑваплӑ ҫӑкӑр ҫеҫ; эхер те санӑн ҫыннусем хӗрарӑмпа хутшӑнман пулсассӑн, [ан тив, ҫиччӗр], тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вара Ионафан Давида каланӑ: ыррӑн-сыввӑн кай, эпир санпа иксӗмӗр Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса: «санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» тени ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ; 19. ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар; 20. эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп; 21. тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ; 22. эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать; 23. эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те манӑн атте сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлать пулсассӑн, ҫакна эпӗ сана тӳрех пӗлтерӗп, сана ирӗке ярӑп, каях вара: Ҫӳлхуҫа ман аттепе пулнӑ пек, Вӑл санпа пӗрле те пултӑр!
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Саул, тарҫисене Давида тӗрӗслеме хушса ярса, ҫапла каланӑ: ӑна вӗлерме ман патӑма вырӑнӗ-мӗнӗпех йӑтса килӗр, тенӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Давид Саула ҫапла каланӑ: патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре? тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саул Давида каланӑ: акӑ манӑн аслӑ хӗрӗм Мерова; эпӗ ӑна сана качча парӑп, эсӗ вара ман патӑмра паттӑрри пул та Ҫӳлхуҫа вӑрҫисене ертсе пыр, тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Филистим Давида тата ҫапла каланӑ: ман патӑма кил-ха, эпӗ санӑн ӳтне тӳпери кайӑксемпе хирти тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, 35. эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ; 36. санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Саул вара, Иессей патне ҫын ярса, ҫапла калама хушнӑ: Давид ман патӑмрах ӗҫлесе тӑтӑр — эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Саул вара, Иессей патне хыпарҫӑсем ярса, ӑна: Давида, кӗтӳ кӗтекен ывӑлна, ман патӑма яр тесе калама хушнӑ.19. И послал Саул вестников к Иессею и сказал: пошли ко мне Давида, сына твоего, который при стаде.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саул хӑйӗн тарҫисене хуравланӑ: эппин, кӗсле лайӑх калакан ҫын тупӑр та ӑна ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.17. И отвечал Саул слугам своим: найдите мне человека, хорошо играющего, и представьте его ко мне.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа каланӑ: кӗтӳрен пӑру илсе ҫавӑтса кай та: «эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳме килтӗм» те; 3. парне кӳме Иессее [тата унӑн ывӑлӗсене] чӗн; Эпӗ сана тата мӗн тумаллине пӗлтерӗп, эсӗ вара Ман валли Эпӗ кӑтартнӑскере ҫу сӗрсе ярӑн.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.